Ытларикун, 19.03.2024, 09:22
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Авăн » 13
Сăн ÿкерчĕкАвăнăн 15-18-мĕшĕсенче Шупашкарта, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалласа тĕрĕк пĕлӳлĕхĕн тĕнче конференцийĕ иртĕ. Ирттерекенсем: Раççейри тĕрĕк пĕлӳлĕхĕн комитечĕ, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Ассамблеи, РĂА чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ.
Конференци чĕлхисем: чăвашла, тĕрĕк чĕлхисем, вырăсла, акăлчанла.
Пурĕ 11 секци ĕçлĕ:
1) Тĕрĕк пĕлĕвĕн еткерĕ, XXI ĕмерти вырăнĕ.
2) Танлаштаруллă-историллĕ тĕрĕк пĕлĕвĕпе алтаистика. Секци хăйĕн ĕçне Н.И.Ашмарин çуралнăранпа 140 çул çитнине халаллать.
3) Тĕрĕк чĕлхисенчи типологисемпе ареалсем.
4) Танлашруллă тата тишкерӳллĕ этнолингвокультурологи.
5) Тĕрĕк тĕнчин диахронири тата синхронири чĕлхе ӳкерчĕкĕ.
6) Тĕрĕк сасă пĕлĕвĕ тата грамматики. Секци хăйĕн ĕçне Л.С.Левитскаяна халаллать.
7) Тĕрĕк халăхĕн пултарулăхĕ тата литератури.
8) Компоративлă халап пĕлĕвĕ.
... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 541 | Хăçан хушнă: 13.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Эрнекун, авăнăн 10-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче чăваш живопиçĕн никĕсне хывакан Моисей Спиридоновăн куравĕ уçăлчĕ. Ăна ӳнерçĕ 120 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ.
Чăваш Енĕн халăх художникĕ, СФРСР (выр. РСФСР) тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ Моисей Спиридонович Спиридонов 1890 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра çуралнă. Юбилее халалласа нумай пулмасть Чăваш ӳкерӳçисен пĕрлешĕвĕ ун тăван ялĕнче плэнер йĕркеленĕччĕ —
Владимир Степанов, Виталий Яковлев, Алексей Иванов (Сĕрмек), Ирина Егорова ӳнерçĕсем тĕрлĕ пейзажсем ӳкерчĕç: «Улица Спиридонова», «Дом Спиридонова», «Баня», «Киремет», «Ветла у речки», «Из глубины веков», «Ветреный день в Норвашах», «Колодец у дома», «Турă кĕнеки» тата ыттисем. Вĕсене пурне те çак куравра тупма пулать.
Курава уçма Чăваш Енĕн культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин, чăваш ӳкерӳçисен пĕрлешĕвĕн предстедателĕ Василий Кузьмин, М.С. Спиридоновăн музей-хваттерĕн заведующийĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ культура ĕç ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 508 | Хăçан хушнă: 13.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz