Кĕçнерникун, 02.05.2024, 09:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2022 » Ака » 10
Сăн ÿкерчĕк

Николай Дмитриевич Дмитриев - Карай - ача-пăча çыравçи тата шÿт ăсти пурӑннӑ пулсан кӑҫал, ака уйӑхӗн 15-мӗшĕнче, 80 ҫул тултарнă пулĕччӗ. Шел пулин те, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йывӑр чире пула пиртен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ.
Николай Карай ҫемйи пысӑках пулман: ашшӗ, амӑшӗ, аппӑшӗ Валя тата пулас çыравçă Коля. Ашшӗ вӑрҫӑран таврӑнайман. Ҫавӑнпа та ачалӑхӗ те ҫӑмӑлах пулман, килти арҫын ӗҫӗ ун ҫине тиеннӗ. Пĕчӗк чух ӑна ялта Шӑнкӑрч тесе чӗннӗ. Ӳсерехпе Коля теме пуҫланӑ. «Ялти ҫичӗ класлӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн 8-мӗш класа Мӑн Шетмӗ шкулне вӗренме кайрӑмӑр, анчах пурӑнмалли ҫук пирки вӗренме пӑрахрӑмӑр. Коля вара Красноармейски шкулне вӗренме кайрӗ. мӗншӗн тесен унта пурӑнма интернат пурччӗ. Вăл шкулта вӗреннӗ чухнех сӑвӑсем ҫыратчӗ, пире вуласа паратчĕ», - тесе аса илет халӗ Николай Исаков, унӑн ҫывӑх юлташӗ. Николай Дмитриевич ҫинчен шкулта чылай ҫул ӗҫленӗ Маркова Елена Антоновна та ҫапла аса илет: «Эпĕ Карай шкулне ĕҫлеме ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 200 | Хăçан хушнă: 10.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

СЕРГЕЕВ Геннадий Сергеевича, Трак ен кулăш ăстине, Нестер Янкас ячĕллĕ
Преми лауреатне, 89 çулхи çуралнă кунĕпе ырă сунса саламлатпăр!

Çавăн пек çын вăл Геннадий Сергеев
Сцена ăсти тесессĕн пит тĕрĕс.
Спектакльсенче тĕлĕнтерчĕ пурне те.
Калавсемпеле кулăшсен хуçи те.
Кун чухлĕ çула пурте çитеймеççĕ,
Пултарчĕ Сергеевич – кăмăлĕ çепĕç.
Халь саншăн çывăх Трак енĕн кĕтесĕ –
Шетмĕпе Çавалăн ывăлĕ эсĕ.
Тÿпери хĕвелĕ ирех йăл кулать.
Пурăн: Çÿлти хуçа мĕн чухлĕ калать.
Эс пур чух, куратпăр – тĕнче те пуян,
Тусусен ăшшийĕ юнашар ялан.

(Иван Прокопьев)

Миçе çын пăхнă: 141 | Хăçан хушнă: 10.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz