Ытларикун, 19.03.2024, 08:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2015 » Чÿк » 02
Сăн ÿкерчĕк

Çĕр çаврăнать, кунпа çĕр улшăнать, ĕмĕр иртсе пырать. Вăхăт хыçа юлнă май, иртнĕ пулăмсене, паллă ентешсене аса илни пулас ăрусем валли кирлĕ тесе шутлатăп. 2003—2004 çулсенче районти историпе таврапĕлỹ халăх музейĕнче ĕçленĕ Альберт ывăлăм чăвашсен паллă çыравçин, пирĕн ентешĕн Тарас Кириллович Кирилловăн музейне йĕркелес ĕçе пуçарчĕ, анчах та унăн сарăмсăр вилĕмĕ асăннă пуçарăва чарса лартрĕ. Çулсем иртрĕç. Кăçал Раççей шайĕпе иртекен Литература çулталăкĕнче, чăвашсем вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ К. Иванов çуралнăранпа 125 çул тултарнине паллă тунă тапхăрта Т. Кириллова аса илни вырăнлах пулĕ тесе шутлатăп. Т. Кириллов 1880 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче, кивĕ стильпе, Етĕрне уесĕнчи Чăваш Сурăм вулăсĕнчи Çеçмер ялĕнче Кирилл Филиппов вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ çут тĕнчене килнĕ ачана Тарас ят хунă. Çулсем иртнĕ май вăл Мăн Шетмĕри прихут шкулĕнче, ун хыççăн Ишекри икĕ класлă шкулра ăс пухнă. 1899 çулта Т. Кириллов Ху ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 530 | Хăçан хушнă: 02.11.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ кăçалхи вăраха ямасăр пурнăçламалли ĕçсене пăхса тухса сỹтсе яврĕ. Ку енĕпе ятарлă лару юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Тĕп библиотекăн вулав залĕнчи калаçусем виçĕ ыйту тавра пычĕç. Чи малтанах чăвашсен паллă композиторне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Илья Степанова сăмах пачĕç. Вăл — çирĕме яхăн юрă кĕнекисен авторĕ, çулленех пĕрер-икшер кĕнеке кăларать. Илья Романовичăн малашнехи тĕллевĕсем те пысăк: районăн 80 çулхи юбилей çулĕнче тата икĕ юрă кĕнеки пухса хатĕрлессипе ырми-канми тăрăшать. Пĕри — Трак енрен тухнă композиторсен юррисем, тепри — хăй хамăр ентеш-сăвăçсен хайлавĕсем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсем. Кусем, паллах, хăйне евĕрлĕ вырăнти антологисем евĕрлĕ тухмалла. Пĕрлĕх ларăвне хутшăннисем çак пуçарусене ырласа йышăнчĕç: асăннă кĕнекесене ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 360 | Хăçан хушнă: 02.11.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Мăн Шетмĕри вăтам шкулта вĕрентет Алла Скворцова. Çамрăк специалист вĕренекенсене çут тĕнче илемне алла илме хăнăхтарать çеç мар, хăй те ỹнер куравне йĕркелет. Акă, иртнĕ эрнери Красноармейскинчи вăтам шкулта А. Скворцован ĕçĕсен выставки уçăлчĕ. Курава пурĕ 29 ỹкерчĕк тăратнă. Пысăк калăпăшлă ỹкерчĕксен йышне “Вăрçă ачисем”, “Вырăс-турккă вăрçи”, Лоуренс Альма — Тадем художникăн “Выртакан натурщица” картинăн копийĕ, “Декаденство эпохи — Игорь Северьянин” ĕçĕсене кĕртмелле. Вĕсенче автор сăнарсен чунри туйăмне, çав тапхăрти лару-тăрăва чĕрене пырса тивмелле ỹкерсе панă. “Вăрçă ачисем” — А. Скворцован диплом ĕçĕ. Унăн ертỹçи — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Н. Г. Егоров — Карай тăрăхĕнчен. “Живопись” енĕпе специализациленнĕ Алла Игоревна пир çине çуллă сăрăпа ỹкерме юратать. Выставкăри портретсемпе натюрмортсем, пейзажсемпе эскизсем куракансен к ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 371 | Хăçан хушнă: 02.11.2015 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz