Ытларикун, 19.03.2024, 09:15
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2015 » Чÿк » 2 » Тарас Кириллов вулавĕсем
Тарас Кириллов вулавĕсем
20:03
Сăн ÿкерчĕк

Çĕр çаврăнать, кунпа çĕр улшăнать, ĕмĕр иртсе пырать. Вăхăт хыçа юлнă май, иртнĕ пулăмсене, паллă ентешсене аса илни пулас ăрусем валли кирлĕ тесе шутлатăп. 2003—2004 çулсенче районти историпе таврапĕлỹ халăх музейĕнче ĕçленĕ Альберт ывăлăм чăвашсен паллă çыравçин, пирĕн ентешĕн Тарас Кириллович Кирилловăн музейне йĕркелес ĕçе пуçарчĕ, анчах та унăн сарăмсăр вилĕмĕ асăннă пуçарăва чарса лартрĕ. Çулсем иртрĕç. Кăçал Раççей шайĕпе иртекен Литература çулталăкĕнче, чăвашсем вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ К. Иванов çуралнăранпа 125 çул тултарнине паллă тунă тапхăрта Т. Кириллова аса илни вырăнлах пулĕ тесе шутлатăп. Т. Кириллов 1880 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче, кивĕ стильпе, Етĕрне уесĕнчи Чăваш Сурăм вулăсĕнчи Çеçмер ялĕнче Кирилл Филиппов вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ çут тĕнчене килнĕ ачана Тарас ят хунă. Çулсем иртнĕ май вăл Мăн Шетмĕри прихут шкулĕнче, ун хыççăн Ишекри икĕ класлă шкулра ăс пухнă. 1899 çулта Т. Кириллов Хусан хулинчи учительсен семинарине пĕтернĕ хыççăн икĕ çул Етĕрне хулинче прихут училищинче, 1901—1903 çулсенче Шăхасанти икĕ класлă шкулта учительте вăй хунă. 1903—1905 çулсенче пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăк Хусан хулинчи миссионерсен курсĕнче малалла вĕренет. 1900 çулта Т. Кириллов çемье çавăрать, Елизавета Васильевна Никольская хĕрупраçпа венчете тăрать. Елизавета пиччĕшĕ, Николай Васильевич Никольский, чăвашсен пирвайхи хаçатне, "Хыпара", кăлараканĕ. 1903 - 1905 çулсенче, Тарас миссионерсен курсĕнче вĕреннĕ вăхăтра, çамрăк мăшăр Н. Никольский патĕнче хваттерте пурăннă. 1905 çулта Т. Кирилловăн пичетрен виçĕ кĕнеке тухать: "Пулăшăр!" сăвă, "Тырă пулнă çул" поэма тата "Ходите во свете" ("Çутăра çỹрĕр") хайлавĕ. 1905—1918 çулсенче Т. Кириллов хальхи Муркаш районне кĕрекен Очăк салинчи чиркỹре пачăшкăра тимлет, вырăнти шкулсенче Турă саккунне вĕрентет. Пирĕн ентешĕн пултарулăхĕ шăпах Очăк салинче палăрать. Çак çулсенче кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетлет вăл: "Патша çинчен хывнă юрăсем", "Çỹлти сион", "Львовпа Перемышеле илни çинчен хунă юрă", "1914 çулта вăйлă вăрçă тапранса кайсан çырса хунă сăмахсемпе салтак юррисем, çырăвĕсем", "Салтак арăмĕ сăпкари ачине сиктерсе ларнă чух юрланă юрри", "Чăваш халăх юрри". Çак чăваш ялĕнчех калăпланă поэмăсем: "1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем", "Хресчен хăй ĕçĕ çинчен хывнă юрăсем", "Турă тăрăшакана юратать, тăрăшакан ыр курать", "1914 çулта вăрçă тухсан çар çынни юрланă юрăсем", "Турă çинчен", "Çывăхри ял-йышсем". Паян кун эпир Тарас Кириллова чăваш халăхĕн пултаруллă çыравçи, поэчĕ тесе мăнаçланса палăртатпăр. Ăçтан кăна тупăннă унăн хастарлăхĕ, сăмах çаврăнăшĕ. Хальхи Трак районне кĕрекен Çеçмер ялĕ çав вăхăтра нимĕнпех те палăрман вĕт. Совет саманинче чиркỹ çыннисене пичетлемен. Унăн произведенийĕсене 2010 çулта кăна пирĕн ентеш, Г. Юмарт ученăй-таврапĕлỹçĕ, "Суйласа илнисем" ятпа уйрăм кĕнеке кăларнă. Альберт ывăлăн çывăх тусĕсем, Т. Кирилловăн хурăнташĕсем Наталья Степановнапа Александр Юрьевич Березинсем Чăваш гуманитари институтĕнче ĕçлеççĕ. Вĕсем урлă Очăк салинче çуралса ỹснĕ Л. П. Морозовпа паллашрăм. Леонид Петрович юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕ, РФ Юстици министерствин ЧР судпа медицина зкспертизин лабораторийĕн начальникĕнче ĕçлет. Вăл "Кириллов вулавĕсене" ирттерес шухăша ырларĕ, пулăшма пулчĕ. Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Очăк ялĕнчи уявра Т. Кириллов çуралнăранпа 135 çул çитнине паллă тăвас пирки сăмах пуçартăмăр. Пирĕн шухăшпа Çатракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Трофимов та килĕшрĕ, Очăк чиркĕвĕн пачăшки Алексей атте те литурги ирттерме кăмăл пуррине палăртрĕ. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Çеçмер ялĕнче Т. Кириллов çуралса ỹснĕ кил-çурт вырăнĕнче паллă чăваш пачăшки, çыравçи ячĕпе Асăну хăми уçрăмăр. Т. Кирилловăн Якку пиччĕшĕн Николай ывăлĕн Манефа хĕрĕ, Анатолий ывăлĕн мăшăрĕ Александра Аркадьевнапа ултă ачи пуçтарăннă ял-йыш умĕнче сăмах тытрĕç, Тарас Кириллова хисеп тунăшăн, уява пынăшăн тав туса хăналарĕç. Пикшик шкулĕнче вĕренекенсем паллă поэтăн сăввисемпе поэмисен сыпăкĕсене пăхмасăр вуларĕç, Кĕçĕн Шетмĕри кану çурчĕ çумĕнчи "Çăлкуç" ушкăн çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕ. Уява пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А. Васильев саламларĕ. Муркаш тăрăхĕн саламне Очăк салинчен çитнĕ Л. Морозов хавхаланса каларĕ. Тепĕр кунне "Кириллов вулавĕсем" Очăк салинче малалла тăсăлчĕç. Уява пирĕн ентеш, чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер, республикăри гуманитари институчĕн наука ĕçченĕсем А. Леонтьев, Натальăпа Александр Березинсем, Чăваш халăх академийĕн президенчĕ Е. Ерагин, халăх академикĕ Н. Пантелеймонов, ЧР апат-çимĕç фончĕн директорĕ, муркашсен Шупашкарти ентешлĕх ертỹçи А. Федотов çитрĕç. Кунтах Чăваш наци радиовĕн журналисчĕ Р. Деменцовапа Гурий Данилов архимандрит, икĕ районти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, вулавăшсен ĕçченĕсем, ытти хăнасем. Гурий архимандритпа Алексей атте Т. Кириллова хисеп туса литурги пуçларĕç. 11 сехетре вырăнти культура çуртĕнче "Кириллов вулавĕсем" малалла тăсăлчĕç. Çатракасси тата Пикшик шкулĕсен вĕренекенĕсем "Чăваш халăх юрри" сăвă сыпăкĕсене вуларĕç, куракансене хăйсен çепĕç юррисемпе, ташшисемпе савăнтарчĕç. Шупашкар хăнисем хăйсен сăмахĕсенче Т. Кириллов пултарулăхне тишкерчĕç. Кĕçĕн Шетмĕрен çитнĕ артистсем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Ольга Анатольевна, Хусан хулинчен уява килнĕскер, ташăпа савăнтарчĕ. Унăн ывăлĕ Ярослав вара Т. Кириллов сăввине тутар чĕлхипе вуласа тĕлĕнтерчĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Ф. Матвеева, Очăккассинчи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те "Кириллов вулавĕсене" анлăлатрĕç, илем кỹчĕç. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова хăйĕн сăмахĕнче Т. Кириллов пултарулăхне пысăк хак парса вулава ирттерекенсене тав турĕ, ăна малашнехи çулсенче те ирттерме сĕнчĕ. Çакăн евĕр пĕлтерĕшлĕ вулава пĕччен-иккĕн йĕркелейместĕн. Чăваш истори архивĕн, Наци библиотекин, кĕнеке палатин ĕçченĕсене Т. Кириллов пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен калакан документсене тупма пулăшнăшăн чĕререн тав. Пикшикпе Çатракасси вăтам шкулĕсен директорĕсене А. Гавриловпа В. Прокопьева, вĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л. Тихоновапа Л. Никитинана Т. Кириллов пултарулăхĕпе çамрăксене паллаштарма май тупнăшăн пурнăçра телей сукмакĕпе çирĕппĕн утма вăй-хал сунатăп. Муркашсен Шупашкарти ентешлĕх ертỹçи А. Федотов, хамăр районти "Таябинка" агрофирма пуçлăхĕ А. Афанасьев, райпо канашĕн председателĕ Р. Николаева чĕререн тухакан тав сăмахĕсене илтме тивĕç.

В. Серафимов

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 531 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz