Эрнекун, 26.04.2024, 17:32
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2014 » Раштав » 23
Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2013 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2014 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.

Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси. 

Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пу ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 385 | Хăçан хушнă: 23.12.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ, унта кун йӗркине кӗртнӗ пилӗк ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Тӗп тӗллев ҫак уйӑхра асӑннӑ пӗрлӗх чӑмӑртанни 25 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май уява хатӗрленсе ирттерес тӗлӗшпе тумалли ӗҫсене палӑртрӗҫ. Юбилей каҫне 2015 ҫулхи февралĕн 20-мӗшӗнче — Нестер Янкас ҫуралнӑ кун паллӑ тума килӗшрӗҫ, йӗркелӳҫӗсен йышне палӑртрӗҫ. Ку ыйтупа правлени председателĕ Г. Ефимов кӑтартусем пачӗ.

Правлени членĕ С. Гурьева пӗрлӗх пирки хатӗрленӗ электронлӑ презентаципе паллаштарасси пирки тухса калаҫрӗ. Светлана Аверкиевна пӗрлӗхӗн ҫитес ҫулта хамӑрӑн паллӑ ентешсен юбилейӗсене палӑртнӑ ятарлӑ календарьпе паллаштарчӗ.

Ларура 2014 ҫулшӑн Н. Янкас ячӗллӗ премине парас енӗпе ӗҫлекен комисси йыш­не Н. Ершова, В. Тихоновăна, К. Васильевăна суйларӗҫ.

... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 366 | Хăçан хушнă: 23.12.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Çапла çирĕппĕн те уçăмлăн калама, хамăр сассăма пама сăлтавĕ те пур пирĕн. Чĕрĕк ĕмĕр пурăнатпăр, тăрăшатпăр, малалла утатпăр вĕт эпир. 1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕ. Çак кун Трак тăрăхĕнчи пултарулăх лаççинче вăй хуракансемшĕн, сỹнми çăлтăр евĕр, нихăçан манăçми кун пулса юлчĕ. Тĕрĕссипе, историн анлă çул-йĕрĕнче Красноармейски районĕнче Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) ячĕпе хисепленекен культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ чăмăртанни тăван республикăра — Чăваш Енре ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ тесшĕн эпĕ. Чăн малтанах ăна йĕркелеме, пĕрремĕш утăма çирĕппĕн ярса пусма ăс-хакăл, вăй-хал тата, çиччĕ виç те пĕрре кас тенешкел, анлă шухăш-пуçарăва çутта кăларма çине тăнă ентешĕмсене ят-хушаматранах асăнассăм килет. Çав хастар йышра пĕрремĕш ретре халĕ Красноармейскинчи вăтам шкулта çамрăк ăрăва чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлỹ паракан, Çырмапуç Карайра çуралса ỹснĕ, мĕн ачаранах фольклор тĕнчине парăннă патвар шăмшаклă, çирĕп утăмлă, чă ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 390 | Хăçан хушнă: 23.12.2014 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz