Эрнекун, 26.04.2024, 08:19
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2014 » Раштав » 23 » Нестер Янкас ячĕллĕ Премине памашкăн кандидатсем тăратар
Нестер Янкас ячĕллĕ Премине памашкăн кандидатсем тăратар
21:25
Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2013 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2014 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.

Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси. 

Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.

Премие уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учрежденийĕсене, коммерциллĕ фирмăсене тата ĕç коллективĕсене пама пултараççĕ.

Премие тивĕçлĕ кандидатсене Нестер Янкас çуралнă кунччен икĕ уйăх малтан тăратаççĕ. Кандидатсене политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем, ĕç коллективĕсем тăратма пултараççĕ.

Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ ята пама пĕрлĕх правленийĕ ятарлă комисси йĕркелет. Комисси йышĕнче культура, искусство тата литература пултарулăхĕнче палăрнă çынсем çурринчен кая мар пулмалла.

Преми фондне учредительсен ертсе пыракан органĕсем хăйсем хушшинче калаçса килĕшсе, пĕрлĕхĕн хывăм-счечĕ çине çителĕклĕ укçа-тенкĕ хывса пухаççĕ. Преми лаурачĕсен спонсорсем те пулма пултараççĕ. Ун пек чухне спонсорсен хăйсен ирĕкĕпе пухнă укçа-тенкĕпе ятарлă комисси суйласа илнĕ çынна преми пама ирĕк пур. Премие укçалла та, парне-япалалла та пама юрать.

Премисен шучĕ - 3. Вĕсенчен иккĕшне уйрăм ентешсене, çав шутран пĕрне район тулашĕнче ĕçлесе пурăнакан, литературăра, искусствăра тата культура аталанăвĕнче палăрнă ентеше, пултарулăх енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн параççĕ. Виççĕмĕш премие пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, предприятисемпе учрежденисене, коллективлă тата фермер хуçалăхĕсене, коммерцилле майпа ĕçлекен фирмăсене пама пултараççĕ.

Премипе пĕрле лауреата çакна çирĕплетекен Диплом тата лауреатăн ятарлă паллине параççĕ. Вĕсене пĕрлĕхĕн кашни черетлĕ конференцийĕнче чаплă лару-тăрура парса чыслаççĕ.

Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 385 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz