Эрнекун, 26.04.2024, 11:07
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 20
Сăн ÿкерчĕк
ЧР Культура министерствинче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта асăннă çыравăн логотипне хатĕрлессипе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Жюри пурĕ 50 ĕç пăхса тухнă. Вĕсен авторĕсен пысăк пайĕ — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн дизайнпа компьютер технологийĕсен факультечĕн тата Шупашкарти ӳнер училищин дизайн уйрăмĕн студенчĕсем. Конкурса çавăн пекех преподавательсем те хутшăннă.
Жюри çирĕплетнĕ тăрăх пĕрремĕш вырăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ДКТ-62-06 ушкăнĕнче вĕренекен Иван Никифоров йышăннă, иккĕмĕшне — ӳнер училищинчи Олег Григорьев преподаватель, виççĕмĕшне — тĕп хулара пурăнакан Владислав Ильин.
Иван Никифоров хатĕрленĕ логотиппа Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе çыхăннă пичет тата сувенир хатĕрĕсем кăларнă чухне усă курма сĕннĕ. Вĕсене Чăваш Енри районсене çеç мар, йăхташсем пурăнакан пур региона, чикĕ леш енне те ăсатĕç.

Хыпар çăлкуçĕ: http ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 514 | Хăçан хушнă: 20.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров кăларнă хушăвĕпе хатĕрлекен Чăваш Ен энциклопедийĕн виççĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ.
Тăватă томлă энциклопедийĕн малтанхи икĕ томĕ тухнă ĕнтĕ: пĕри 2006 çулта кун çути курчĕ, тепри — 2008 çулта. Виççĕмĕшĕ, кăçал, 2010 çулта тухрĕ. Тăваттăмăшне вара 2011 çултах калăпласа пĕтересшĕн.
Виççĕмĕш тома «М»-ран пуçласа «Се...» саспаллиллĕ статьясем кĕнĕ. Вулакансем кунта çутçанталăкпа, ӳнерпе, халăх сăмахлăхĕпе çыхăннă статьясем тупма пултарĕç. Статьясен чи пысăк пайĕ — чăвашсен хушшинче палăрнă уйрăм çынсем пирки каласа параканнисем.
Энциклопедине хатĕрлес ĕçре 200 яхăн ăсчах тăрăшать — вĕсен шутĕнче 16 ăслăлăх тухтăрĕ те пур. Редакци канашĕнче пурĕ 26 çын, ун председателĕ — Николай Васильевич Фёдоров.
Кĕнеке çитес вăхăтра лавккасене çитĕ — туянма ан манăр.

Хыпар çăлкуçĕ:http://www.chuvash.org/ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 548 | Хăçан хушнă: 20.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz