|
Каталогра пурĕ миçе материал: 632 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 626-630 | Страницăсем: « 1 2 ... 124 125 126 127 » |
Хăраха юлнишĕн тунсăхлан пуль, Çурçĕрти чечекĕм — сар пикем. Тухăçа та тинкерсе пăхан пуль Ирсерен эс, савнă сар пикем. Ман пуç урлă кĕшлетсе иртеççĕ Анăçа хур кайăк картисем. Кашнинех салам эп леçтересшĕн Сан патна, юратнă сар пикем. Чикĕре эп. Аслă çĕршыв пирĕн Ирĕк, тулăх ешертĕр тесе Эп постра тăратăп, каç-и, ир-и — Пур сасса та тимлĕн итлесе. Канăçсăр Амурĕ хумханать-и, Çил таçтан леçет-и тар шăрши, — Алла çирĕп пăшала тытап эп: Канлĕ çитĕн тетĕп, ман çĕршыв! Хăраха юлнишĕн тунсăхлан пуль, Çурçĕрти чечекĕм — сар пикем. Тухăçа та тинкерсе пăхан пуль Ирсерен эс, савнă сар пикем. Тунсăхна сирсем эс! Çĕршыв пирĕн Сарлакан ем-ешертĕр тесе Эп постра тăратăп, каç-и, ир-и — Пур сасса та тимлĕн итлесе.
|
Чĕрӳ, сăвăç, сан — тăмра, Йĕс хĕлĕх — юн çулĕ, Тăмраçă — ăс-хакăл. Анчах янкăс кĕвĕре Хальхи харсăр тапхăрта Пирĕн çук-ха гени. Килмен чеп-чечен хирĕ, Ӳсмен хурçă заводра Çĕнĕлле «Евгений». Пире ĕмĕр ĕмĕртет Кун-çулне — виçеллĕ, Пурнăçне — тăкаксăр, Çавăнпа ку ĕмĕрте Кам сенкейĕ меллĕн, Ун ĕç юлĕ хаксăр. Хурçă ĕмĕр хӳмĕнче, Халь утар-ха тимлĕн, Пурнăçпа пĕр харăс. Вара пурнăç умĕнче Пирĕн кĕвĕ имлĕн Тин юхма пултарĕ.
|
Пире хирĕç юпасем Ăмăртсах чупаççĕ. Уй-хир тумшĕн куçăмсем Ман каçсах каяççĕ. Эх, илемлĕ-çке уй-хир Çимĕçпе ларсассăн. Ясмăк, левер, Сĕлĕ, Вир, Ав, иртеççĕ кассăн... Вут-пăс туртнă хурçă лав Малаллах васкасшăн, Хресченсем те, курăр, ав, Çĕнĕ хир тăваççĕ. Сакăр пусăллă уй-хир... Паллă, ял çĕнелнĕ. Çĕнĕ пурнăç тилхепи Кунта, чăн, чĕнленнĕ. Хурçă лав пек вут-вăйсем Халь уй-хир те кӳрнĕ. Ав лерех колхозниксем Хурçă трактор кулнĕ... Кантăк тĕлпе юпасем Вĕлт! те вĕлт! иртеççĕ. Пуçăмра ман шухăшсем — Ял, Хула тивлечĕ. Хапрăк-савăт труписем Халь таçта та хĕмлĕ. Вăй-халтан ĕçлекенсем Çĕнĕ ĕçшĕн тимлĕ. Эп вĕт хам та ĕçлекен, Ĕçпелех вĕретĕп. Пичет ĕçшĕн кунсерен Хута тĕрĕлетĕп... Хурçă савăт, Çеçен хир, Сирте çук асаплăх. Пичетле, Хăть тырă выр - Маншăн ĕç сăваплă. Эх, илемлĕ хир чĕрçи Çимĕçпе ӳссессĕн - Ясмăк, Вика, Вир, Пăрçи Куç умне ӳксессĕн. Ешĕл улăх, Уй-хир, Ял, Маншăн эсĕр — Ылтăн. Хурапа ял, алран ал Пер çул тытăр хыттăн. Урăх юхмĕ хир, сăрт-вырăн Юнлă тар-куççулĕ. Кĕç хирех килсе çывхарĕ Хурçăланнă кӳлĕм...
|
Тулли кĕмĕл уйăх Тахçанах çăвать Сĕмлĕхпе хупланнă Лăпкă çĕршыва. Çавал шывĕ — тĕкĕр — Ĕмет тӳпене. Çыран тăрăх вĕтлĕх Чӳхет кăтрине. Акă унăн ешĕл Кипки ăшĕнче Сасăсем çĕкленчĕç Кăвайт кутĕнче. Тăлăпа çӳреççĕ Унтах лашасем. Тинкĕл-тинн! юхаççĕ Шăнкрав сассисем. Кĕçех юрă тăсрĕ Пĕри ушкăнтан. Вĕтлĕх ахăлтатрĕ Таврара — ян-янн... Акă ахăр сасă, Вĕтлĕхрен тухса Çавал шывĕ тăрăх Вĕçрĕ улăха. Çурхи улăх лăпкă, Сывлăшпа — таса. Вăл хирех ăсатрĕ Вĕтлĕхри сасса... Тулли кĕмĕл уйăх Паçăрах çăвать Сĕмлĕхпе хупланнă Лăпкă çĕршыва... Çаплах улăх, хирĕ Саспа чӳхенет. Хĕлхемлĕ кăвайчĕ Çунать те сӳнет...
|
Темскер кĕтетĕн эс манран. Тем йăлăнатăн тилмĕрсе... Шухăшусем те шухă сан Виçесĕр выçă куçусем.
Тăванăм, ытлашши ан çун, Упра эс кăмăл туртăмне. Пурнăçра чарусăр чун Ир çухатать хăй ăшшине.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|