Муркаш районĕн Калайкасси ялĕнчи Аксар керемĕнче Чăвашсен „Вут-шу” наци тытăçу ÿнерĕн арĕсем тата наци юхăмĕн хастарĕсем пухăнчĕç, чăваш пуласлăхĕшĕн тăрăшма тупа турĕç. Çимĕк уявĕ ячĕпе така шÿрпи пĕçерчĕç, техĕмлĕ тултармăш хатĕрлерĕç. Уявпа тупа мешехине чăвашсен мăчавăрĕ Евгений Ерагин (Ешентей) ертсе пычĕ. Ку ĕçре ăна Атăл паттăр тумне тăхăннă Алексей Иванов-Сĕрмек тата Фёдор Мадуров шепсутçă пулăшрĕç. Кашни вутшуара („Вут-шу” тытăçу ăсталăхне вĕренекене) усал-тĕсĕлтен тасатрĕç, чăваш шерпечĕпе тата сăвап пăттипе сăйларĕç. Пухăннă халăх çине Çимĕк сиплĕхĕпе тулнă симĕс курăка ывăçăн-ывăçăн сапрĕç. Мешехе хыççăн вутшуарсем çитмĕл те çичĕ курăкпа хатĕрленĕ мунчара рехетленчĕç, юрă-ташăпа савăнчĕç.
Çыпăçтарнисем: |