Чăваш çамрăкĕсен «Сувар» пĕрлешĕвĕ утă уйăхĕн пуçламăшĕнче кашни çул Атăлçи Пăлхар тăрăхне çула тухать. Кăçал та ку йăлана пăрахасшăн мар. Маршручĕ çеç урăхларах пулĕ — Кавказа çул выртĕ. Тĕллевĕ, яланхи пекех ĕнтĕ, хамăр тымарсене тĕпчесси. Тем тесен те чăвашăн чылай йăла-йĕрки Кавказпа çыхăннă. Асамат халапнех илес.
Дагестанри халăх (пирĕн мăн асаттесем унта пурăннă) чăвашсене хапăл туса йышăнма хатĕр. Хăнасене кĕтсе илекенсен хушшинче — Нухай халăх конгресĕ тата Дагестан Республикин çамрăксен политикин комитечĕ. «Уважаемый Олег Михайлович!» — тесе пуçланă нумай пулмасть çитнĕ çырура, — «Комитет по молодежной политике Республики Дагестан планирует проведение вечера дружбы чувашской и дагестанской молодежи в первой половине июля 2011 года. В связи с проведением этого знаменательного мероприятия, целью которого является развитие и укрепление дружеских отно
...
Малалла вула