Тунтикун, 02.12.2024, 16:59
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 2 » Василий Эктел çуралнăранпа 60 çул çитрĕ
Василий Эктел çуралнăранпа 60 çул çитрĕ
22:59
Сăн ÿкерчĕк
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа салинче çуралса ÿснĕ В.П.Сидоров-Эктел - иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче палăрнă поэт, прозаик, публицист, ÿнер тата литература тишкерÿçи. 

Хăй вăхăтĕнче Василий Петрович учительте, Елчĕк районĕн архитекторĕнче, Шупашкарти электроаппарат завочĕн художникĕнче, Чăваш телекуравĕнче, "Ялав” тата "Пике” журналсен редакцийĕсенче ĕçленĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вара тĕрлĕ енлĕ аталаннă ĕçчен республикăри Профессионал писательсен фондне тата "Калем” издательствине ертсе пынă.

Нарăсăн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Тăван Атăл” журналăн тата Чăваш тавра пĕлÿçисен Алексей Милли ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ В.П.Сидоров-Эктел 60 çул тултармаллаччĕ. Шел, эпир унпа 2005 çулхи çурла уйăхĕнче ĕмĕрлĕхех сыв пуллашрăмăр.

1988 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ Василий Эктел тĕрлĕ жанрпа çырнă. Унăн пĕрремĕш сăввисем хĕрĕх пилĕк çул каяллах районти "Елчĕк ен” тата республикăри "Пионер сасси” хаçатсенче пичетленнĕ. Халĕ эпир пирĕн хаçат вулаканĕсене вăл 1977 çулта тăван ялĕнче чăн пулнă фактсемпе усă курса хайланă "Казбек” калавĕпе паллаштаратпăр.

Чаплă та путишле, тулли те хĕн-асаплă ĕмĕр пурăнса ирттерчĕ хуçасăр, кил-çуртсăр Казбек. Тем те курнă вăл пурнăçра: хăй вăхăтĕнче унăн кĕлентĕр пек авăнса тăракан мăйракисем çăлтăрсене перĕннĕ, чиркÿсĕр-чансăр ялта мăйĕнчен çакса янă йĕс хăнкăрма хăйĕн янкăс сассипе ир кÿлĕм хуп туртма юратакансене арăмĕсем ăшăтса хăварнă тÿшексем çинчен ура çине тăратнă, ял кĕтĕвĕ умĕнче вăл каçăрăлса пынă чухне иртен-çÿрен ăна курса: "Кур-ха, вăт шеремет, чат çар пуçĕ!” - тесе тĕлĕнсе юлнă. Çут çанталăк унăн йăхне "мекексĕр” пуçне тата мĕнле те пулин пуплев-ăнлав парас пулсан çур кĕтÿри качака "атте” тесе чĕнмеллеччĕ ăна.

Чăннипе каласан - ун пек ăратлă така эпĕ халиччен урăх курман. Ятне те хăйне кура панă çав. Пысăк та тĕреклĕ пулин те - эпĕ ун çинчен каласа парас тенĕ вăхăталла самаях йăшнăччĕ ĕнтĕ вăл. Унчченхи тасатса якатнă утăнни пек йăлттам çăмĕ кăвакарса тĕксĕмленнĕччĕ, çĕре çити тăсăлакан сухалĕ те, хырăм айĕ те çÿп-çаплă та куршанаклă. Пăхăр какăр пек çутă мăйраки тĕрлĕ çапăçăва пула вырăн-вырăн хăйпăнчăк. Юлашки çулĕсене кĕлмĕçле ирттернĕ май пĕр-икĕ аяк пĕрчийĕ те сенĕк аврин шăл çемми пулчĕ пулĕ. Тахăшин шанчăклă йытти усăнма пĕлмен хÿрине çыртса татма ĕлкĕрнĕччĕ. Шуйттан тесен ача-пăча ăнкарулăхĕ таçта инçе кайман - акă вăл, Казбек, умрах. Ман асăм-тĕсĕмре çапла сыхланса юлчĕ качака такин сăнĕ-кĕлетки.

Тем тесен те вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче аса илмелли çутă самантсем те чылай. Çăкăрсăр-сахăрсăр ÿсмен эпир. Çапах та хăш-пĕрисем çуркунне çĕр улми ани çинче крахмал пуçтаркалатчĕç-ха. Шкула çăпатапа çÿремен ĕнтĕ, пир сумккасенче кĕнеки те, пуçламан тетрачĕсем те çителĕклехчĕ. Анчах темшĕн, темшĕн хушăран, çулсем иртÿçĕн куç умне урăхларах ÿкерчĕксем тухаççĕ, чуна пăлхантараççĕ. Акă эпир вĕсем, карта хыçĕсемпе хапха çурăкĕсенчен хăраса сăнакансем: урам тăрăх тăван çĕршывĕнчен вун-вун ĕмĕр каялла хăпса тухнă чикансен ушкăнĕ кÿмисем хыççăн таçта сĕнккет. Пурнăçăмра пĕрремĕш тата юлашки хут курнă суккăр хĕрарăм-ыйткалакан. Е тата мăнаçлăхĕпе чапне çухатма ĕлкĕрнĕ Казбек.

Килех, килех эппин, Казбек, манăн шеллевсĕр асăма. Хам та сана, пĕр айăпсăр чуна, сахал мар хĕн-хур кăтартрăм мар-и? Кая юлса та пулин тĕпренчĕк хĕлхемĕм-ăшшăм тупăнĕ сан валли. Ятсăр-шывсăр эсĕ - ятна мĕн пур янавар пекех пысăкларан çырам. Анчах каçар мара: пирĕн пысăк, шăв-шавлă, лара-тăра пĕлми хаваслă ушкăнра эсĕ çаплах хăр тăлăх та пĕччен.

Эх, мĕнле çăри-çари, тем те пĕр шухăшласа кăларма ăстаччĕ эпир! Çăвĕн-кĕрĕн килте те колхоз уй-хирĕнче вĕт халăхшăн та ĕç нумайччĕ. Хĕлле вара тăршшĕпех пирĕн! Яра куна Казбекпа ирттерме хатĕр пулнă. Хăй те, шеремет, ача-пăчана ухатаччĕ тата. Ватăлсан ача шухăшĕ кĕрет тени-ши, е урăх туртăм çавăтса килетчĕ ăна шкул патне? Урок хыççăн шăнкăрав сасси янăраса кăна каятчĕ - Казбек алăк умĕнче. Тен, ĕлĕкхи кĕтÿ пуçĕн чапĕ - хăй малта хăнкăрмине тĕнкĕлтеттерсе пыни - канăç паман ăна. Чĕлĕ тивессе шанни те хĕтĕртнĕ пулĕ. Анчах ытларах урăхла кучченеç лекетчĕ-çке мăнтарăна.

Качака такишĕн хĕлĕпех выçăллă-тутăллă пурнăç. Кĕркунне кил хуçисем алăк уçсах тараватлăн кĕтсе илетчĕç ăна, умĕнчен апат кимĕлмен. Хĕле кĕрсен вара... Çăкăр татки пама мар, йытăпах вĕслетсе ăсатнă Казбека. Çил-тăман пĕчĕк çуртсен карнисĕсем таранах юр-кĕрт хĕветчĕ те, ку уншăн чăнласах çăлăнăçчĕ - пĕччен карчăксен пÿрт тăрринчи çĕрĕшсе хуралнă улăмĕпе аслăк çинчи улма аврине тиркесех кайман вăл. Унпа та йăпанма май килмен чухне çырма-çатрари хыт хурапа йывăç хуппи те юрăхлă. Анчах мĕнле чун уй-хир шăршипе сăмсана кăтăклантаракан, вĕри кăмака ăшшине упракан çăкăршăн каçăхмĕ! Уявсенче мăрьесенчен тухакан кукăр чĕлĕм пек шурă тĕтĕм урама авкаланса ансан мĕнле йыт-качка сăмси куймакпа капăртма, куклипе пÿремеч техĕмне туймĕ! Ирхи çип-çинçе сукмаксем çак пĕтĕм ырă шăрша ачасен пир сумккисемпе пĕрле шкула илсе çитеретчĕç.

Ял варринчи пĕччен хурамапа юнашар пĕве пурччĕ. Пирĕн тĕп хунă кăçатăсем ăна куç кĕски пекех яп-яка çутататчĕç. Темиçен мăйракисене ик енчен çатăрласа тытсан мĕнле синкер курасса аван чухлатчĕ така, çавăнпа алла пымасăр хăмсарса çÿретчĕ вара. Унран тарнă чухне такăнса ÿксен тип шар курасса кĕтсех тăр. Ăна тыткăна илме пĕртен-пĕр меслет пур - пăр çине çăкăрпа илĕртсе кĕмелле. Мĕскĕн Казбекăн хырăмне шуйттансем чăрмалама пуçласан ăçта кайса кĕмелле? Йăлтăркка сăмси ирĕксĕрех татăк хыççăн туртăнать. Ачапча кĕсйи вара пĕрре те унсăр мар. Э-эх, лекетчĕ качака такине пăр çинче: хăшĕ хĕç пек çинçе каçанĕ çине улăхса ларасшăн, тепри хÿринчен сĕтĕрет, виççĕмĕшĕ сăлтавсăрах пĕçерккĕ парать. Паллах, Казбекран хамăра та сахал мар тивнĕ, анчах пăр çинче - эпир хуçа. Чĕрнисем чарăлса кайса юн тухас патнех çитетчĕ, çурăмĕ çинчи шĕвĕре сирпĕтесшĕн мăйракипе пăра чĕретчĕ, кайран аптранă енне тÿнсех каятчĕ вăл. Юлашкинчен така куçĕнчен эрлĕк куççулĕ юхса анатчĕ, ачасен хытма ĕлкĕрнĕ чунĕсем тинех çемçелетчĕç. Мĕншĕн çав териех вăрçтарнă эпир Казбека? Халĕ те ăнлантарса параймастăп эпĕ çакна. Пире пĕрер курка та пулин ăшă сĕт тивесси унпах çыхăннă-çке. Çапла кăчăр-кăчăр качака пурнăçĕ - сумсăр выльăх шутĕнче çеç вăл.

Пирĕн шкул çурчĕсем унта-кунта сапаланса ларатчĕç, хальхи капмар та хăтлă керменсем çинчен ĕмĕтленме те пултарайман ун чухне. Пĕр класне пуп çурчĕн юлашки, теприсене кулаксен хуралтисенчен сыпса çыхăнтарнă. Кашни класăн тĕп сакайĕ, çенĕхĕ пур. Çил-тăманлă асар-писер çанталăкра эпир урокра ларнипе усă курса Казбек пăлтăр хÿтлĕхне кĕрсе выртатчĕ - алăк айĕнчен ăшă сывлăш палкаса тухать-çке-ха. Мĕн каласси, классем хăйне евĕрлĕ вырнаçнине шута илсе мĕн кăна хăтланман-ши! Чи усаллисем урок вăхăтĕнче маччана хăпарса шакла пуçсем çине тăпрас тусанне антараççĕ. Пăлтăр - хĕрачасене хÿпĕрлесе тăн кĕртмелли чи лайăх кĕтес. Тĕп сакай вара кирлĕ чухне пире яланах парне кÿрекен тĕттĕм вырăн. Мĕн кăна çукчĕ унта: ручка-кăранташ, хуратмалли, темиçе тĕрлĕ перо, вак укçа. Паллах, пурте урай çурăкĕсенчен ÿксе çухалнăскерсем. Перо тавраш хуçăлсан ăçтан тупан? Тÿрех унта чăматăн. Теприсем сан хыççăн тĕп сакай çăварне хупса парттăпа хĕстереççĕ те, лар вара тĕттĕмре урок пĕтиччен е, сас парсан çÿç-пуçна эрешмен карти ертсе тухатăн та доска умĕнче класа кутăн тăратăн.

Нумай тамаша çыхăннă пирĕн класăн тĕп сакайĕпе, нумай камит кăтартнă вăл пире. Тахăшĕ пĕррехинче унта Казбека хупма ăс çитернĕ. Улттăн-çиччĕн аран-аран çавăтса кĕртсе чăмтартăмăр çакна «улаха». Малтанах татăк çăкăрпа тата ăшăпа киленсе шăпах пулчĕ хайхи. Пурте çăвара шыв сыпнăн ларатпăр истори урокĕнче. Сас кăларма мĕнле хăятăн - историпе шкул директорĕ хăй вĕрентет-çке. Акă Олимпиада Сергеевна указки авалхи Греци картти тăрăх йĕр тумасăр шуса çÿрет, эпир пĕр хушă хамăр хăна çинчен манса тĕрлĕ мифсемпе паттăрсем çинчен итлетпĕр. Унччен те пулмарĕ:

- Ме-кек-кек!

- Кам качакалла кăшкăрчĕ? - вăртах çаврăнчĕ учительница.

Класра шăпах.

- Тепĕр хут ыйтатăп: камăн сасси пулчĕ ку? Багадеров, эсĕ-и? - кĕтесре йăпшăнса ларакан Ахванеçе куçĕпе тĕллерĕ хĕрарăм.

- Çу-ук, - тутине тăсрĕ лешĕ. - Тĕкех ларатăп-çке.

Çĕр тĕпĕнчен каллех Казбекăн хурлăхлă сасси илтĕнчĕ. Ĕнтĕ кăна чăннипех те ачасем маррине сиснĕ учительница тĕлĕннипе нимĕн калама аптрарĕ. Шăп çак самантра така тăррăс! тутарчĕ урай хăмине. Олимпиада Сергеевнăн аллинчи указка сирпĕнсе кайрĕ, хăранипе хăй ик-виç утăм каялла чакрĕ. Ку кăна та мар, Казбек мăйракипе тĕп сакай çăварне хайăрса уçрĕ те - çÿп-çап ларса тулнă мăкла пуçне кăларса чуна çÿçентермелле çухăрса ячĕ. Мифри чăн-чăн Сатир тейĕн!

- Разбойниксем! - тухса вирхĕнчĕ класран учительница.

Ку камит ахальлĕн иртмессе туйса эпир часрах такана кăларма пикентĕмĕр. Анчах çăмăлах мар иккен ăна итлеттерме. Пире пулăшма шкул конюхĕ Сахрун çитрĕ. Тĕп сакайĕ, ăпăр-тапăрпа тулнăскер, ăшăхчĕ. Мучи унта анма кăна тăчĕ, Казбек ăна пĕррех хыçран кĕрĕслеттерчĕ те - шап! турĕ шăртлă янахĕпе сăрламан урайне.

- Ачасем, чарăнăр, эпĕ халех, - сиксе тăчĕ пĕрремĕш парта хушшинче ларакан Кĕтерук.

Шăпах пулчĕ вун-вун саспа кĕрлесе ларакан класс. Мĕнпе илĕртме пултарĕ-ха Казбека яланах чĕмсĕр, хăйĕнчен хăй вăтанса çÿрекен хĕрача? Кĕтерук ал ăсти урокне чиксе килнĕ чăлт шурă катан пире тытрĕ те пĕр шиксĕр аялалла сикрĕ. Унтан, пире тата ытларах тĕлĕнтерсе, унăн çинçе сасси мар, Казбек мĕскĕннĕн, вăрăммăн макăрни илтĕнчĕ. Çак пăтăрмахра пĕри те асăрхаман, шĕвĕр перо тăрăннипе такан сылтăм куçĕ юхса тухнă-мĕн. Малта ларакан Кĕтерук çеç курнă çакна.

Казбека Сахрун мучи лаша çунинчен кăкарсах сурăх витине леçрĕ. "Тек шкул таврашĕнче качака такин киревсĕр шăрши-марши ан пултăр. Йыт-качка хăвалама кăна пĕлетĕр, шăтăк пуçсем”, - пăскăртрĕ Олимпиада Сергеевна. Ытла та кĕтмен çĕртен пулнăран тăхтавсем пĕр хушă шăпрах иртрĕç. Пуринчен ытла Кĕтерук хăюлăхĕ шухăшлаттарчĕ пире. Вăл класра пуррине унччен эпир асăрхаман та темелле. Ашшĕсĕр ÿсетчĕ вăл, амăшĕпе пурăнатчĕ. Урам вĕçĕнче ларакан çурчĕ-хуралти витĕр çил вĕрнĕ, выльăх-чĕрлĕхрен те качакапа икĕ сурăх, темиçе чăх кăна. Пур-çук çăмартине те амăшĕ пасара кайса сутнă. Хĕрачасемпе алхаснă чухне пайтах лекетчĕ ăна. Пуçламăш классенче пурте шакла пуçлăччĕ, каярах хĕрачасем çÿçне ÿстере пуçларĕç те - Кĕтерукăн вăл та пулин туртмалăх çукчĕ. Усалтарах çил хăвансемпе чипертерех хĕрачасем яланах хыçалти парттăсене йышăнаççĕ, кăçал кĕркунне Кĕтерукпа юнашар ларма тантăш та тупăнмарĕ. Вĕренÿ те ăнăçлах пымастчĕ унăн: пуçне пĕксе ларать, урок ыйтсан шарт сиксе вăранать те куçне пытарса доска умне тухать. Чылайăшĕ пысăк тăхтавра апатланма, чей ĕçме тутлăрах çимĕçсемпе канфет тавраш илсе килме пуçласассăн та унăн кунсерен ыраш çăкăрĕ кăначчĕ. Ăна та пулин пурте юратакан, анчах вĕçĕмсĕр инкек кăтартма хăнăхнă Казбека паратчĕ вăл. Çаплаччĕ малти парта хушшинче ларакан çинçешке кĕлеткеллĕ, куллен вăрăм, тĕсĕ кайнă кĕпепе çÿрекен, хăйĕн ÿсĕмĕнчи тантăшĕсемпе хутшăнсах кайман Кĕтерук.

Шкулта вара Казбека пула тепĕр камит пулса иртрĕ: хальхинче математика учителĕпе - Дормидонт Христофоровичпа. Ватăччĕ ĕнтĕ вăл, анчах çын çитменнипе çулленех сехет паратчĕç ăна. Сăранланса лучăрканнă пиншакпа, тĕп хунă кăçатăпа çÿретчĕ, кивĕ çи-пуçне асăрхамастчĕ те ватлăха тухнă çын. Тапак тĕтĕмĕпе сарăхнă сайра сухалне те бритва тивмен, хачăпа кăна каскаланă. Эпир унăн кашни йăли-йĕркине, хăтланкаларăшне пит лайăх пĕлсе çитрĕмĕр те - вăтанма пĕлмесĕрех, куç кĕретех усă кураттăмăр çакăнпа. Акă, сăмахран, учительсен тепĕр çуртра вырнаçнă пÿлĕмĕнчен Дормидонт Христофорович ятарласа килет, журналне, виç кĕтесĕпе циркульне, транспортирне хул хушшине хĕстернĕ, сылтăм аллинче хаçатран чĕркенĕ чикарккă, хутпа чĕркемесĕрех чикнĕ пурă кĕсйи умне шуратнă.

- Треугольник А-Б-Ц, - ÿпки сиксе тухасла мĕкĕрет вăл класс алăкне уçнă-уçман кăххăм-кăххăм ÿсĕрсе. - Кам теорие доказат тума тухас тет? Качканов! Мĕн? Лар, иккĕ! - пуçлать вăл урокне. - Иванов! Так, так. Иккĕ! Начаров! Паян та вĕренсе килмен? Тăрăр виçсĕр те ура çине!

Çапла кĕскен урок хатĕрлесе килнине тĕрĕслет те Дормидонт Христофорович, пĕрин кĕске çÿçне ĕнси çинчен пÿрнипе вирелле ыраттармалла сăтăрать, теприн кучан пуçне транспортир тăхăнтартса силлет. Çапла майпа тăн кĕртнĕ хыççăн вăл чи лайăх вĕренекене доска умне кăларать, хăй алăка яри уçса ярать те чикарккине тивертет, юратнă вĕренекенĕ урока тĕрĕс хатĕрленнипе рехетленет.

Шут ĕçне çаплалла хăнăхса пынă пулин те пиртен чылайăшĕ математикăпа чиперех ĕлкĕрсе пыратчĕ. Час-часах унран ĕнсе чикки лексен те эпир, мĕнле калас, кăмăллаттăмăр çак ватă учителе. Кăмăлланипе пĕрлех мĕн чухлĕ кÿрентермен-ши? Çапла ĕнтĕ ачапча: камăн чунĕ яланах уçă - вăл ун патне туртăнать, унăн урокне чăтăмсăррăн кĕтет, унпа пĕрлех хÿтлĕхсĕр вырăна варлама та пултарать. Акă Дормидонт Христофорович, куçлăхне шăнăрпа вăрăм хăлхи хыçĕнчен лектерсе хунăскер, доска çине пурăпа çырать. Çак хушăра пĕри чернил типĕтмелли хута чăмласа çемçетет те - линейкăпа авса яра парать малалла. Тепĕр чухне чăмлак учителĕн кукша пуçнех çатлатса çыпăçать. Ватă çыннăн килте ÿстерсе вакланă тапакпа сарăхнă, хытса кукăрăлнă пÿрнисем чĕтрене ереççĕ, ик-виç шăллă çăварне карса нимĕн калама аптраса тăратчĕ вăл доска умĕнче. Çапла иртетчĕç математика урокĕсем. Унта эпир хамăра ачалăх тĕнчинчи пек туйнă, каннă та.

Анчах ватă çын кайран вăхăтсăр çĕре кĕчĕ те, тĕлĕнмелле, эпир унăн урокĕсене ылмаштарнă типĕ хĕрарăм-учительницăна аплах юратман. Мĕн тери çирĕп тытатчĕ, ыйтатчĕ вăл, чунне парса ĕçлетчĕ пулĕ. Анчах эпир математикăна килĕштерсе мар, унран хăранипе вĕренме пуçларăмăр. Чăн та, Дормидонт Христофоровичсăр темĕн çитместчĕ, пушăччĕ тăван шкул. Ирĕксĕрех Казбекпа çыхăннă тепĕр камит аса килет.

Сурăх витине кайса яриччен Казбек пирĕн класс патне Дормидонт Христофорович хыççăн килме юрататчĕ. Мĕн илĕртнĕ ăна? Тăван килти тĕтĕмсĕр пурăннăран-ши, така чикарккă шăршине сăмсипе туртса пыраканччĕ. Ватти те тата - ача-пăча кулли - ăна хăваламастчĕ. Пĕррехинче Казбек темле майпа витерен тухса тарнă та хăнăхнă йăлапа тÿрех ял варрине персе çитрĕ. Мĕн туртнă ăна ачасем патне - калама хĕн. Хăйне шăпа уйăрса панă юлашки кунĕсене Казбек темшĕн пĕчĕк чунсене савăнса выляма, иртĕнме уйăрса пачĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕпе ял мухтавĕпе тамаши пулнăскер хăтланкаларăшĕсемпе ватăлсан та чапне çухатасшăн пулмарĕ ахăр. Пирĕн математика урокĕ. Дормидонт Христофорович хаяр. Указка тытнă та унпа пире пĕрерĕн-пĕрерĕн кăкăрсенчен чышса çÿрет. Никам та тухасшăн мар доска умне.

Черет Кĕтерук патне çитрĕ. Вăл та хатĕрленсе килмен иккен, ура çинче мĕскĕннĕн тăрать. Учитель çав кун тилĕрсех кайнăччĕ. Ахаль чухне тăлăх хĕрачана хĕрхенекенскер хальхинче вара урмăшса тимлĕхне çухатнă ватă çын унăн явлăкне туртса сирчĕ. "Кахал, пыйтлă, - хăртрĕ вăл. - Пĕртен-пĕр аннÿне шеллесчĕ”. Кĕтерук хĕрлĕ çÿçне пĕрремĕш çул çеç ÿстерет-ха, çавăнпа та, вăтаннăскер, тутăрне тытса класран тухса вĕçрĕ. Тинех тăна кĕчĕ учитель. Анчах çак самантра уçă алăкран Казбек вирхĕнсе кĕчĕ те çăвар уçма ĕлкĕриччен старике икĕ мăйраки хушшине хĕстерсе хучĕ. Класс çăри-çари саспа тулчĕ, хĕрачасем хăранипе хыçалалла кĕпĕрленчĕç, эпир вĕсене юри така патне тĕрткелетпĕр. Казбек çаплах тĕреклĕ иккен-ха: ват çын ниепле те унăн тыткăнĕнчен хăтăлаймасть. Шăв-шав çине кÿршĕ класри аслăрах ачасем персе çитрĕç.

Çаплаччĕ вăл - пирĕн мухтавлă Казбек. Ун çинчен нумай-нумай кăсăк каласа пама пулать. Анчах учительпе пулса иртнĕ тамаша хыççăн нумаях та пурăнаймарĕ. Эпир, ачапча, пĕр-пĕрне е ытти çынна кÿрентерни часах манăçа тухать те - ватта ватă пĕчĕккисен умĕнче хур кăтартни вара ытла та килĕшÿсĕр, майсăр япала. Хыçĕнченех çÿрекен нуши-шăпи Казбека çакăншăн каçармарĕ ахăртнех: вăл сарăмсăр вилĕмпе вилчĕ, çийĕнчен ял çине усал ят хăварчĕ.

Мăн кун каçĕ пулчĕ ку ĕç. Манăçа кăларса пыракан уяв та, çапах йăлана кĕнĕ тăрăх ялти хĕрарăмсем çак куна пÿрт-çурта тирпейлесе мачча çăватчĕç, тутлă çимĕç пĕçерме кăвас хуратчĕç. Кĕтерук амăшĕ те, пÿлме тĕпĕнчи çăнăхне хырса пухса чĕресе чуста хывнă. Хăй кÿршĕ-арша пÿрт çума каçнă вăхăт пулнă-и, çуркуннехи каникулти хĕрĕ тантăшĕсемпе урамра. Никам та асăрхаман çакна: урам вĕçĕнчи çурт алăкне Казбек хайăрса кĕнĕ те пĕтĕм чустана çисе янă. Тулли хырăмпа каскăн така витене кайма та шутламан, пăлтăр айĕнчи улăм купи çине кĕнĕ те выртнă. Кÿпĕннĕ Казбек тăвăр çурăкран тухайман - кăннă çав сивĕ каç, мăнтарăн...

Çакăн хыççăн çăва тухсан Кĕтеруксем хулари тăванĕсем патне куçса кайрĕç. Темиçе çул халтăртатса ларчĕ вĕсен чÿречисене хĕреслетсе хăма çапса хăварнă килĕ. Вăл çулсенче ялта пушă вырăн чылайччĕ. Çĕпĕре куçса кайнисен пахчисем те йышлă. Ачапча уйрăммăн, тăлăххăн хуралса ларакан хуралтăра выляма килĕштермерĕ.

Темиçе çултан Кĕтерук яла курма таврăнчĕ. Хулара саккăрмĕш класс пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме кĕнĕ иккен вăл. Палламалла мар улшăннăччĕ хăй: çи-пуçĕ килĕшÿллĕ, çамрăк ÿт-пĕве тăп-тăп тытса тăрать, кĕлетки çÿллĕ те яштака. Унăн ÿсĕмĕнчи хĕр-упраç çивĕчĕсене ÿстернĕччĕ ĕнтĕ, çаплах явлăкпа çÿретчĕç-ха, пĕвĕсемпе те лутрарахчĕ. Катьăн унччен çынна кăтартма вăтаннă, халĕ хул пуççи таран авкаланса анакан хĕрлĕ çÿçĕ клубри электричество çутинче темле асамлăн ялкăшса та вĕлкĕшсе тăратчĕ, халиччен курман, хăнăхман илемĕпе хăйĕн вăрттăн тĕнчине туртатчĕ. Унăн куçĕ сенкеррине те тин асăрхарăмăр эпир.

...Çапла эпир пурнăçра: час-часах хамăрпа юнашар çÿрекен илеме асăрхаймастпăр, кайран çеç, кун-çултан темĕн таврăнми, кăшкăрса илтми уйрăлса-катăлса юлсан унсăр пурăнма та пултарайманнине эрленсе туйса илетпĕр, манăçми самантсене, сивĕнсе ĕлкĕреймен вучах пек, çĕнĕрен аса илÿпе чĕртетпĕр - унпа та этем пархатарлă.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 737 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz