Викторина пĕтĕмлетĕвĕн протоколĕ
1.Василий Никитич Никитин (Васькин) 1917 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шăпăлка вулăсĕнчи (1927-1935 çулсенче Канаш районĕ, 1935-1956 çулсенче – Шăхасан районĕ, 1956-1959 çулсенче – Чурачăк, 1959-1965 çулсенче – Çĕрпÿ, 1965 çултан – Красноармейски районĕ) Шывпуç Чуракасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
2.Хальхи Канаш районĕнчи Тури Сурăм пуçламăш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1931 çулта Энтриялĕнчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче пĕлÿ пухнă, 1931-1935 çулсенче Улатăрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1935-1939 çулсенче Шывпуçĕнчи тулли мар вăтам шкулта, 1939-1941 çулсенче Канаш районĕнчи Чарпуçĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1939-1940 çулсенче Чăвашсен педагогика институтĕнче чĕлхепе литература факультетĕнче заочно (куçăн мар) вĕреннĕ. Шкулта вěреннě чухнех сăвăсем çырма тытăннă, алпа çырса, литература журналěсем кăларас ěçе хастар хутшăннă. Ăна пиччĕшĕ – Мирон Никитич Никитин – ачаран литературăна, тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ, сăвăсем çырма хăнăхтарнă. Шкулта “Хĕрлĕ çăлтăр” стена хаçачĕ кăларса тăнă, ăна валли Василий Никитин сăвăсем çырнă. Купăс калама юратнă. Йăмăкĕ каласа панă тăрăх ялта чи пирвай радио, баян туяннă. Пĕррехинче çамрăк поэт баянпа каланă “Турци маршĕ” Чăваш радио эфирне тухнă. Унăн пултарулăхĕ чăннипех тĕрлĕ енлĕ пулнă. Вăл учитель пулнă май шкулти халăх инструменчĕсен ансамбльне ертсе пынă, вĕренекенсемпе “Хунав” литература журналĕ кăларса тăнă.
3.Сăвăç Шăхасан районĕн (1935-1956 çулсенче – Шăхасан районĕ) тата Чăваш республикин пичет хатĕрĕсемпе тачă çыхăну тытнă. 1934 ҫулта «Пионер сасси» хаҫатра унӑн пӗрремӗш сӑвви пичетленсе тухать. Ҫавӑн пекех малтанхи сӑввисемпе калавӗсем «Канаш», «Чăваш коммуни», «Çамрăк большевик», хаҫатсенче, «Сунтал», «Хатĕр пул», «Ěç хĕрарăмĕ» журналсенче пичетенеҫҫӗ. Шăхасан районĕн «Вăйлă тырпулшăн» хаçатĕнче та кун çути курнă. Вĕсем Чăваш радио передачисенче те янăранă. Автор В.Чурингай, Вась-Ник, Ваçлей Васкин псевдонимсемпе усă курнă.
4.Поэма ячĕ – «Сергей Лазо» (1940-1941). Унта Бессараби кĕпĕрнин каччи, молдаванин, Раççей дворянинĕ тата Вырăс император çарĕн подпоручикĕ пулнăскер, революционер-большевик тата патшалăх деятелĕ, Байкал леш енчи Хĕрлĕ çар командирĕ Сергей Георгиевич Лазо (1894-1920) Раççейĕн Инçет Хĕвелтухăçне пырса кĕнĕ Япони интервенчĕсемпе Семенов атаман эшкерне хирĕç паттăррăн кĕрешни, унăн паттăрла вилĕмĕ çинчен çырса панă. Тăшмансем ăна пăравус кăмакинче чĕрĕлле çунтарса янă. Поэма «Сунтал» журналта тата Шăхасан районĕн «Вăйлă тырпулшăн» хаçатĕнче пичетленнĕ.
5.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан кăвар чĕреллĕ сăвăç хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. 100-мĕш стрелковăй дивизири 355-мĕш полкри 1-мĕш батальонри 1-мĕш рота боецĕ пулса тăшманпа çапăçнă, темиçе хут та хаяр çапăçусене хутшăннă. Çапăçура пысăк çитĕнỹсем тунăшăн оборона халăх комиссарĕн 1941 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнчи приказĕпе 100-мĕш стрелковăй дивизине 1-мĕш гвардейски дивизи ятне панă. 355-мĕш стрелковăй полка Ленин орденĕпе наградăланă. Çакăн çинчен В. Васькин 1941 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Ельня хули çывăхĕнчи çапăçу хыççăн çырнă çырăвĕнче асăннă. “Нимĕçсем çак хулара уйăх çурă хуçаланса пурăннă, халĕ вĕсене каялла çапса ывăтрăмăр. 3-4 кун хушшинче 40-50 км таран хĕвел анăçнелле хăваларăмăр. Темиçе çĕр тăшман окопĕсенче çĕр каçрăмăр... Халĕ эпир Воронеж хулине кайма тухрăмăр”, - çырнă вăл унта.
6.1942 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Украинăри Конотоп çывăхĕнчи хаяр çапăçура Василий Васькин паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Хула ячĕ «лаша» (конь) сăмахпа çыхăнни кунта ĕлĕк шурлăх пулнипе, çав шурлăхра сахал мар лаша путнă тенипе ăнлантарма пулать. Сумы облаçĕнчи Конотопра халĕ 90 пин çын ытла пурăнать. Хулара пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 шкул, гимнази, каçхи шкул, икĕ шкул-интернат, вĕренÿпе воспитани комплексĕ, 2 спорт шкулĕ. Пĕтĕмпе 14 ача пахчи, 8 шкул тулашĕнчи пултарулăх çурчĕ, 3 профессипе техника шкулĕ, пĕрремĕш шайри 4 аслă шкул, виççĕмĕш шайри 3 аслă шкул пур. Кунсăр пуçне клуб, культура çурчĕ, музейсем (А. М. Лазаревский ячĕллĕ краеведени музейĕ, М. И. Драгомиров музей-усадьби, авиаци музейĕ, вĕрентÿ ĕçĕн музейĕ, халăх медицинин музейĕ, гимнази юхăмĕн музейĕ, çарпа мухтав музейĕ). Конотопра 11 архитектура палăкĕ тата 25 истори палăкĕ. Конотоп – пысăк чукун çул узелĕ. Хулара пысăк предприятисем ĕçлеççĕ. Хула урамĕсемпе трамвай чупать.
7.Унăн сăввисене темиçе ушкăна уйăрма пулать. Чи йышлисем — çарпа патриотизм темипе çырнисем (“Вĕçевçĕ юрри”, “Тăван çĕршĕн çĕклен, паттăр халăх!”, “Вилĕм урнă тăшмана”, “Тăван çĕршыва”, “Краснофлотецсен юрри”, “Физкультмарш”, “Василий Баранов”, “Партизан масарĕ”, “Партизанла сăпка юрри”, “Танкистсем”, “Поход юрри”, “Сыхлăх юрри”, “Политрук” тата ытти сăвăсем). Чылай сăввисенче тăван тавралăха, çут çанталăка чаплă сăрăсемпе мухтать вăл (“Тăван çĕршыва”, “Каçхи пейзаж”). Ĕç вăл — пурнăç тыткăчи, унăн паянхи ырлăхĕпе пуласлăхĕ. Ахальтен мар унпа мăнаçланнă, чĕререн савăннă поэт (“Çĕршыв ирĕ”, “Ĕçлĕ ир”, “Вырмара”). Поэт хайлавĕсенче (“Кĕрхи сада çил иленнĕ”, “Виçĕ сăвă”, “Кĕрхи кĕвĕсем”, “Икĕ хурăн”, “Çуркунне” тата ытти те) çамрăклăх, туслăхпа юрату çеммисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Унăн пултарăх лаççинчи тĕп темисенчен тепри – шкул, ачасемпе вĕренекенсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, канăвĕ (“Çĕнĕ шкулта”, “Отряд ĕçре”, “Паттăр Валя”, “Юр тытни”, “Кăвак пĕлĕт янкăр тăрă”). Ентеш-сăвăç А. С. Пушкин (“Чечек”), М. Ю. Лермонтов (“Тĕрме çынни”, “Хушса хăварни”, “Тинĕсри царевна”, “Çулçă”), Сергей Васильев тата ыттисен сăввисене вырăсларан чăвашла ăста куçарнă. Вырăс поэчĕсемпе А. Решетовпа, Б. Костровпа тата ыттисемпе те (кайран вĕсенчен чылайăшĕ, В. Васькин пекех, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хирĕнче пуçне хунă) туслă çыхăну тытнă.
8.В. Васькина 1962 çулхи май уйăхĕнче СССР Писателĕсен Союзĕн членне илнĕ. Унăн тĕрлĕ çулсенче çырнă 57 сăввине Чăваш кĕнеке издательстви 1961 çулта “Сăвăсем” ятпа уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă. Чăваш кĕнеке издательстви 1975 çулта «Сердце, пробитое пулей» (пухса хатĕрлекенĕ – В.Г.Мурашковский), 1980 çулта “Юлашки юн тумламĕччен” (пухса хатĕрлекенĕ — Г. Ф. Орлов) кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унта Тăван çĕршывĕн Аслă вăрçинче пуç хунă чăваш поэт-писателĕсен хайлавĕсем вырăн тупнă. Сборнике В. Васькинăн 27 сăвви кĕнĕ. Çывăх тăванĕ В. М. Никитин тăрăшнипе 2002 çулта Шупашкарта поэтăн хайлавĕсен “Çамрăклăх кĕвви” кĕнеки пичетленнĕ. 2006 çултах “Çĕнĕ вăхăт” издательствăра Валериан Мироновичăн “Наша родословная” кĕнеки çапăнса тухнă. Унта В. Васькинăн пултарулăхĕпе унăн тăванĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă.
9.Никита Антипович Антипов – поэт ашшĕ. 1873 çулта çуралнă. 1886 çулта Алманчри чиркÿ прихут шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ялта хут пĕлекен пĕрремĕш çын пулнă. Алманчри чиркÿ чанне туянмашкăн Чулхулана кайса илекенсенчен пĕри. Коллективизаци вăхăтĕнче колхоза чи малтан кĕнĕ. Вăл 11 ача ашшĕ, вĕсенчен улттăшне, çав шутра Василие те, хутла пĕлмен Марфа Фоминична Фоминапа (1889 çулта çуралнăскерпе) çуратса ÿстернĕ. Ачисене те хутла вĕрентме тăрăшнă. Пысăк çемьерен пиллĕкĕшĕ вĕрентекен пулнă.
10.1939 çулта Васькин чăваш совет поэзине никĕсленĕ Çеçпĕл Мишши поэт пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе уйрăмах хытă интересленет. Сăлтавĕ те пулман мар. Кăвар чĕреллĕ поэтăн амăшĕ Агафия Николаевна Кузьмина Шывпуçĕнче çуралса ỹснĕ-çке. Кайран вара хальхи Канаш районĕнчи Касаккасси ялне качча тухнă, кунта чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне пурнăç парнеленĕ. В. Никитин совет поэзийĕн классикĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн тĕпчет, вăл çуралнă ялта Касакассинче, вăл вĕреннĕ Шăхасанти вăтам шкулта пулать, пухнă материалсене Чăваш писателĕсен союзне тăратать. Çав çулхи ноябрьте “Сунтал” журналта унăн “Поэт çуралнă ялта” статйи пичетленет. 1939 çулхи ноябрьте В.Васькин “Çеçпĕл Мишшине” сăвă та çырнă.
Çыпăçтарнисем: |