Ытларикун, 03.12.2024, 13:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Ака » 25 » ТĂВАН ЧĔЛХЕ ЯЧĔПЕ ПĔРЛЕ ПУЛАР!
ТĂВАН ЧĔЛХЕ ЯЧĔПЕ ПĔРЛЕ ПУЛАР!
18:45
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш чĕлхи уявне эпир тăван халăхăн Аслă вĕрентекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çут тĕнчене килнĕ кун ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăватпăр.

"Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук", -- тенĕ Иван Яковлев. Питĕ тĕрĕс каланă чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ.

Çуралсанах эпир атте-анне чĕлхипе калаçса тавра курăма анлăлататпăр, хамăр ăc-хакăла пуянлататпăр, чăваш пулнипе хăпартланатпăр, чĕлхемĕре мухтатпăр.

Иван Яковлев «чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр» тенине асра тытса чăвашлăха аталантарас ĕçе юратса тусан чăваш чĕлхин шăпине татах та лайăхлатма пултаратпăр. Кашни хăй вырăнĕнче, хăй ĕçĕнче мĕн кирлине тивĕçлĕ шайра туса пырсан тăван чĕлхен хăвачĕ пысăклансах пырĕ.

Чăваш чĕлхи пурне те тăванлăх, пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе пурне те тулли кăмăлпа саламлатăп, çамрăк ăрăва тăван чĕлхепе ăс пама пурин те вăй-хал çиттĕр, пултарулăхпа çирĕп сывлăх ан иксĕлччĕр. Чăвашлăха çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума чăтăмлăх, тăван чĕлхешĕн тăрăшма пархатар сунатăп.

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 411 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz