Юбилейсем тĕрлĕ пулаççĕ. Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче "Урал-Батыр” наци культурисен центрĕнче иртнĕ праçник хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăчĕ. Кунта республикăран кăна мар‚ ун тулашĕнчен те хăнасем пухăнчĕç. Сăлтавĕ - "Урал сассин” 20 çулхи юбилейĕ.
- "Урал сасси” чăваш халăхĕн пичĕ. Вăл актуаллă‚ кирлĕ ыйтусене çĕклет‚ - пĕлтерчĕ Пелепей район администраци ĕçченĕ Д. Г. Фархутдинова уяв каçне уçнă май. Дильбар Гайсиевна хаçатăн тĕп редакторне Ю. Н. Михайлова тата яваплă секретарьне С. М. Прокофьевана Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Юрий Николаевич вара республика шайĕпе тухса тăракан чăваш кăларăмĕн çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр "Тăвалла пулсан та‚ малалла” каларăша асра тытса ĕçленине палăртрĕ. ЧР культура‚ национальноçсен ĕçĕсен‚ информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ А. Б. Усов: "Чăваш Республикинче те "Урал сассине” куç умĕнчен ямаççĕ. Вăл чăваш чĕлхине упраса хăварассипе‚ историе‚ наци культурине малалла аталантарассипе тăрăшать. Çав вăхăтрах ырăлăха‚ туслăха хаклама пĕлет”‚ - тесе пĕлтерчĕ. Пухăннисене ЧР культура министрĕн Роза Лизакован салам сăмахĕпе паллаштарчĕ. ПР Правительстви çумĕнчи издательствăпа полиграфи ĕçĕсен управлени пуçлăхĕн çумĕ В. М.Хакимова чăвашсем хăйсен тăван чĕлхипе хаçат вулама пултарнишĕн чун-чĕререн савăннине‚ "Урал сасси” редакцийĕ республика шайĕнче иртекен пĕр мероприятирен те юлманнине‚ хаçат çулсерен лайăхланса‚ аталанса пынине палăртрĕ. Чăваш кăларăмне калăплакан И. И. Алексеевапа тĕп бухгалтера И. В. Пилипенкона Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Республика шайĕпе тухса тăракан "Тивлет” передачăн ертÿçи И. Г. Тарасов "Урал сассине” ватăсем номертен номере пуçтарса пынине‚ вăл вĕсемшĕн кĕнеке вырăнне пулнине пĕлтерчĕ. Хаçатăн тепĕр юбилейĕ тĕлне чи лайăх публикацисене пĕр пухха пуçтарса кăларма сĕнчĕ. ПР Чăваш культура пĕрлĕхĕн председателĕ Ю. П. Михайлов "Урал сасси” халăх юратакан хаçат пулнине пĕлтернипе пĕрле редакци ĕçченĕсене С. М. Прокофьевапа çак йĕркесен авторне Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ. "Кÿршĕ-аршă лайăххи килти çемьепе пĕрех”‚ тенĕ ваттисем. "Урал сассишĕн” вĕсем - "Белебеевские известия” хаçат редакцийĕпе ( ертÿçи Л. М. Иванова) Пелепейри типографи (Н. М. Николаев). Ырă сăмахсем калакансем чăваш хаçатне çулсерен лайăхлатас тĕлĕшпе малашне те пĕрле ĕçлессине палăртрĕç. 20 çулхи ÿсĕме çитнĕ "тантăшне” Тутарстан Республикинчи "Сувар”‚ Чĕмпĕр облаçĕнчи ”Канаш” хаçат редакцийĕсен тĕп редакторĕсем Константин Малышевпа Николай Ларионов‚ Тутарстанран килнĕ Валери Туктар‚ Çтерлĕри Геннадий Челпир сăвăçсем‚ Салаватри Аляккав Санькки таврапĕлÿçĕ‚ Аургазă район администраци пуçлăхĕн çумĕ З. А. Габзалилова‚ Пелепейри чăваш гимназийĕн директорĕ А. А. Емельянов тата ыттисем саламларĕç. Юбилее халалланă пухăва юрă-ташăпа Пелепейри К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен пĕрлĕх çумĕнче йĕркеленнĕ "Илем”‚ Кивĕ Сименкке культура çурчĕн "Телей”‚ пушкăртсен "Ляйсан” ансамблĕсем‚ 2№ искусство шкулĕн тата чăваш гимназийĕн ачисем илемлетрĕç‚ савăк туйăм парнелерĕç. Хуть мĕнле уяв та спонсорсăр иртмест. Редакци ĕçченĕсем юбилее çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнă "Травы Башкирии” ООО генеральнăй директорне А. А. Иванова‚ "Башавтотранс”1№ автотранспорт предприятийĕн тĕп инженерне В. С. Филиппова‚ Чекмагуш районĕнчи "Базы” СПКна (В. В. Соколов)‚ Ĕпхÿри тирпе галантерея фабрикине (И. Н. Хамидуллина)‚ Мияки районĕнчи Крупская ячĕллĕ (Г. С. Трофимов)‚ "Нива” тата "Восток” СПКсене (А. Ф. Петров‚ И. П. Антонов)‚ Пишпÿлек районĕнчи М. Горький ячĕллĕ (А. Г. Новиков)‚ "Родник” агрофирма ОООна (С. К. Михайлов)‚ "Канаш” тата Киров ячĕллĕ СПКна (Ю. И. Иванов‚ Л. П. Федоров) ‚ Пелепей районĕнчи К. Иванов СПКна (С. В. Афанасьев)‚ Федоровка районĕнчи "Родина” тата "Искра” СПКсене (Е. С. Дементьев‚ В. П. Антипов)‚ "Кузнецов” ЧП (Пелепей хули) тата ыттисене пысăк тав сăмахĕ калаççĕ. Н. ЧИСЛОВА. Пелепей хули. Сăн ÿкерчĕксенче: ЧР культура министрĕн çумĕ А. Усов; ПР Пичет управлени пуçлăхĕн çумĕ В. Хакимова хаçатăн тĕп редакторне Ю. Михайлова саламлать; "Суварпа” "Канаш” хаçатсен тĕп редакторĕсем К. Малышевпа Н. Ларионов; ачасен ушкăнĕ.