Юнкун, 27.11.2024, 00:24
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Раштав » 6 » Степан Максимов композитор çуралнăранпа 120 çул çитрĕ
Степан Максимов композитор çуралнăранпа 120 çул çитрĕ
20:35
Сăн ÿкерчĕк
Композитор-фольклорист, музыка педагогĕ, общество деятелĕ Степан Максимович Максимов - чăваш профессионал музыкин никĕслевçисенчен пĕри.
Вăл 1892 çулхи юпан 30-мĕшĕнче хальхи Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра çуралнă. Унтах икĕ класлă шкул пĕтерсен 1907-1911 çулсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Унăн музыка пултарулăхне аталантарма, И.Я.Яковлев тăрăшнипе, Чĕмпĕрте ĕçленĕ вырăс музыканчĕсем пулăшнă. Иван Яковлевич ăна хăйĕн шкулĕнчех хăварнă: С.Максимов ачасене сĕрме купăс калама вĕрентнĕ, хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрне ертсе пынă, юрă учителĕ пулнă. 1914 çулта вăл юрă учителĕн ятне илме Хусанти музыка училищинче экстерн йĕркипе экзамен тытнă. 1930-1935 çулсенче Мускав консерваторийĕнче вĕреннĕ. А.Н.Александров профессор ертсе пынă композици класне пĕтернĕ. Вăл - чăвашсен аслă пĕлÿ илнĕ пирвайхи композиторĕ.
Максимов педагог Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче /1911-1925/, Чĕмпĕр уесĕнчи Тимĕрçенти пуçламăш шкулта /1919-1921/, Шупашкарти музыка шкулĕнче /1926 çултанпа/, музыка училищинче /1929-1930, 1935-1937/ ĕçленĕ. Вăл чăваш шкулĕсенче вĕренекенсем валли юрă кĕнекисем /«Чăваш кĕввисем», «Революци юррисем», «Шкул юррисем»/, «Музыка çыруне вĕренмелли кĕнеке» кăларнă. Г.Хирбю, Ф.Лукин, А.Орлов-Шуçăм, В.Ходяшев, А.Токарев, Ф.Васильев композиторсене тата ытти вун-вун музыканта С.Максимов вĕрентнĕ. Вăл - республикăри музыка культури валли наци кадрĕсем хатĕрлес ĕç пуçаруçисенчен пĕри.
Чăваш халăх музыкине пухнă, тĕпченĕ, пропагандăланă. Ку тĕлĕшпе ăна çитекенни урăх пулман та. Фольклорист малтанхи тапхăрта ытларах анатри чăвашсен юррисемпе интересленнĕ. Шупашкара пурăнма куçсан вара республикăн çурçĕр районĕсенче çÿренĕ, унта пухнă материалсене «Тури чăвашсен юррисем» /1932/, «Гаврил Федоров юрласа панă 146 юрă» /1934/ кĕнекесенче пичетленĕ. Тĕлĕнмелле чаплă юрăçа - Гаврил Федорова - тупса унăн 600 ытла юррине çырса илнĕ С.Максимов. Эпир ăна пĕр çавăншăн кăна ĕмĕр тав тума тивĕç.
Композитор хăй пухнă юрăсене /икĕ пине яхăн/ тата темиçе кĕнекепе пичетлесе кăларма хатĕрленнĕ. Анчах çав кĕнекесене хăй виличчен алла тытса кураймарĕ. Юлашки сборникĕ /«Чăваш халăх юррисем»/ Мускавра 1964 çулта тухрĕ, унта «Чăваш халăх юрри» ятлă тĕпчев статйипе 320 юрă кĕнĕччĕ. Вăтăрмĕш çулсенче И.Люблинпа, В.Кривоносовпа пĕрле хатĕрленĕ «Чăваш халăхĕн юрă творчестви» монографи те интереслĕ пулмаллаччĕ /унта 450 юрă кĕртнĕччĕ/. Шел, ăна ку таранччен кăлараймарĕç-ха.
Хăй пухнă халăх юррисенчен чылайăшне композитор хорпа е пĕччен юрлама илемлетнĕ /1917 çултан пуçласа/. Вĕсенчен чи паллисем: «Ака-суха юрри», «Атьăр, хĕрсем, выляма», «Вĕç, вĕç, куккук», «Ан авăн, шĕшкĕ», «Пирĕн атте - сазан пул», «Анатран хăпарать шурă пăрахут», «Уй варринче», «Юри кайрăм», «Çăлтăр витĕр», «Шăнкăр кăна», «Мулкач юрри». Çĕнĕ пурнăç темипе çыхăннă массăллă юрăсем те пур: «Çăпата», «Хутлам-хутлам хут купăс», «Çуллахи пек», «Колхозниксен ĕç юрри» т.ыт.те. Пысăк калăпăшлă сочиненисенчен чи малтан симфони оркестрĕ каламалли увертюрăна тата фортепьянăпа каламалли Сонатинăна асăнмалла /иккĕшне те 1935 çулта çырнă/.
С.М.Максимовăн пархатарлă ĕçне 1937 çул вĕçĕнче путлантарнă: композитора, буржуаллă националист тесе, вунă çула тĕрмене хупнă. Çапла 1956 çулччен унăн ятне халăхра асăнман, юррисене юрламан.
СССР Композиторсен союзĕн членĕ /1933/, Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ /1934/ пулнă Степан Максимович Максимов. Вăл Шупашкарта 1951 çулхи çурлан 26-мĕшĕнче вилнĕ. Шупашкарти 1-мĕш музыка шкулĕ тата пĕр урам унăн ячĕпе хисепленеççĕ.

Юрий Илюхин ("Хыпар")
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 994 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz