Ытларикун, 24.12.2024, 06:41
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Ака » 4 » Сăввисенче тăван ене мухтанă
Сăввисенче тăван ене мухтанă
17:11
Сăн ÿкерчĕк
Янкас тӑрӑхӗнчен наука ҫыннисем кӑна мар, литературӑпа искусствӑра тата культурӑра хисеплӗ ятсем илнӗ чылай ҫын тухнӑ. Поэтсенчен чи паллисене Чӑваш ҫӗр-шывӗнче аван пӗлеҫҫӗ: Марк Аттай (ҪӗньялУпи), Нестер Янкаспа Вениамин Пехил (Янкас) тата Борис Романов (Кивё Йӗкӗт). Халӗ вёсенчен пӗри те пирӗн хушӑмӑрта ҫук. Вёсен пурнӑҫё питӗ кӗске пулнӑ пулин те, халӑх асӑнса пурӑнмалӑх вилӗмсӗр хайлавсем ҫырса хӑварнӑ. Тӑван енре ентеш-ҫыравҫӑсене манмаҫҫӗ — юбилейӗсене паллӑ туса чыслаҫҫӗ. Ҫакӑн евӗр чыслав  Янкасри вулавӑшра иртрӗ. Ӑна Борис Романов ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавна май кунта ку тӑрӑхри 5 ял ҫыннисене чӗннӗ. Пухӑннисем чи малтанах "Ячӗ халӑх асӗнче" ярӑма пӗрлештернӗ кӗнекесен, сӑвӑ ярӑмӗсен, сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе паллашрӗҫ. Библиотека ӗҫченӗ Г. Ильина "Ҫеҫпӗл сассиллӗ сӑвӑҫ" ятпа электронлӑ презентаци йӗркелесе ирттерчӗ. Поэт кун-ҫулӗпе творчествӑри пултарулӑхне асра хӑварма тесе литература викторини пулчӗ. Ершов-Янгер поэт Борис Романовăн поэзири иксӗлми талантне анлӑн ҫутатса пачӗ. Хӑй унпа пӗрле ӳссе аталанни, вӗренӳре, пултарулӑх лаҫҫинче хутшӑнса ӗҫлени пирки тӗплӗн каларӗ, хӑйӗн архивӗнче ун ҫинчен упранакан хаклӑ документсене кӑтартрӗ, Борис Романова халалланă сӑввине вуларӗ.
Чыслава килнисем хушшинче поэтӑн вӗрентекенӗсем те пур. В. А. Правдинапа Ю. Н. Ефремова педагог-ветерансем Бори Романовăн Янкас шкулӗнч палӑрнӑ саманчӗсене, унӑн кӑмӑл-туйӑмӗсене, литературӑри пултарулӑхне ас илсе пысӑк хак пачӗç.

Н.Васильев
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 699 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 6
Хăнасем 6
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz