5 çул каялла районти "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ, ЧР Журналистсен Союзĕн районти пуçламăш организацийĕ тата Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ сĕннипе, район хаçатĕнче пичетленнĕ илемлĕ хайлавсен çĕнтерÿçисене çулленех палăртса, вĕсене хамăр ентеш — Николай Ершов писатель хăй ячĕллĕ премипе чыслама йышăннăччĕ.
Ку таранччен çав чыса виçĕ çыравçă тивĕçнĕ. 2011 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх вара асăннă конкурс дипломанчĕн ятне Красноармейскинче пурăнакан Леонид Илларионович Антонова памалла тунă. Асăннă диплома вăл вырăнти халăхăн йăла-йĕркисене çутатакан, тăван тавралăх илемне упрама чĕнекен тĕрленчĕксемшĕн тивĕçнĕ.
Апрелĕн 17-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Н. Янкас ячĕллĕ премин çĕнĕ лауреачĕсене чысланă чухне диплом тата преми хуçи Н. Ершов Леонид Антонова çав парнесене хăй аллинч
...
Малалла вула