Юнкун, 06.11.2024, 04:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Пуш » 22 » Салтак-сăвăçа асăнса
Салтак-сăвăçа асăнса
21:11
Сăн ÿкерчĕк
Çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас тĕллевпе иртекен уйăхлăха хутшăнса Трак вăтам шкулĕнчи 6—7 классенче вĕренекенсем Паттăрлăх урокне хамăр районта çуралса ÿснĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă салтак-сăвăçа — Василий Васькина халалларĕç. 
"Çăлтăр пек çунса çуталнă...” ятпа иртрĕ вăл. Унта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ю. Кузьминапа И. Антонова, районти тĕп библиотека ĕçченĕ С. Гурьева хутшăнса ертсе пычĕç. 
Пурăннă пулсан кăçалхи январĕн 22-мĕшĕнче В. Васькин 95 çул тултармаллаччĕ. Вăл шкулсенче ачасене тăван чĕлхепе литературине вĕрентнĕ. Вăрçă пуçлансан хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. 17 çултах пĕрремĕш сăввине пичетленĕ сăвăç хăйĕнчен 200 ытла хайлав хăварнă. 1942 çулхи çулла Конотоп хули патĕнчи çапăçура вилнĕ. Вăрçă хыççăн унăн сăввисен икĕ пуххи тухнă. Ăна 1962 çулта СССР Писателĕсен Союзне илнĕ. 
Паттăрлăх урокĕнче ачасем Василий Васькин пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен "Çулăмра çуннă çамрăклăх” слайд-калавра туллин тишкерсе паллашрĕç. Çавăн пекех "Пăшалпа та, перопа та” тишкерÿ-курав йĕркеленĕ. "Трак ен паттăрĕ” викторина ыйтăвĕсем çине те тивĕçлĕ хуравсем пачĕç ачасем.

Н.Ершов
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 668 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 6
Хăнасем 6
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz