Ытларикун, 24.12.2024, 06:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Пуш » 29
Сăн ÿкерчĕк
Пилĕк çул хушши ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртрĕ. Унăн юлашки тапхăрне республикăмăрти районсем хушшинче ирттернĕччĕ.
Кăçал вара ун вырăнне çĕнĕ вăйă конкурс ирттерме тĕв тытрĕç Трак енри учительсем. "Улăп-2012: Эпир Улăп йăхĕнчен!" ятпа иртĕ вăл. Конкурс малтанхи пекех инçет майпа Интернет уçлăхĕ урлă йĕркеленĕ. Унта чăваш халăх историне тата культурине лайăх пĕлекен ачасем хутшăнĕç. Ăмăрту 5-7, 8-9 тата 10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче иртĕ.
Вăйă конкурс пĕр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртет. Вăйă конкурс çĕнтерÿçисемпе мала тухнисем "Улăп-2012" вăйă конкурсăн электронлă Дипломне çĕнсе илĕç. Çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсем Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп хутне тивĕçĕç.
Вăйă конку ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 504 | Хăçан хушнă: 29.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пушăн 23-мĕшĕнче Чăваш наци вулавăшĕнче чăваш таврапĕлӳçисен черетлĕ X пухăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче — юлашки тапхăрти ĕçсене тишкерни, суйлавсем, пултаруллă таврапĕлӳçĕсене чыслани тата ытти те. Пухăннисем Виталий Петрович Станьялăн «Таврапĕлӳçĕсен 90 çулĕ» ятлă сăмахне итлесе таврапĕлӳçĕсен ĕçне хакларĕç, сĕнӳсем пачĕç. Виталий Станьял «Çĕнĕ вăхăт» кăларăш ĕçне пысăк хак парса унăн директорне А.В. Сорокина чунтан тав турĕ. Виталий Станьял съезда хатĕрленсе ятарлă кĕнеке пичетлесе кăларнă, вăл «Преодолеем любой рубикон» ятлă. Кĕнекере чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн уставĕ, Виталий Станьял 2010, 2011 тата 2012 çулсенче каланă докладсем. Çавăн пекех кунта союз хисеплĕ ятсемпе чысланă таврапĕлӳçĕсен ячĕсемпе паллашма пулать.
Съезд чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн канашне тата унăн ертӳçине суйларĕ.

Миçе çын пăхнă: 512 | Хăçан хушнă: 29.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 6
Хăнасем 6
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz