Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн, культура ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн тата округри культура аталанăвĕн шайне ÿстерме сумлă тÿпе хывнăшăн, çуралнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа Красноармейски Культура çурчĕн пултарулăх ертÿçине Римма Владимировна Казаковăна «Чăвашлăха аталантарнăшăн» ("За развитие чувашской культуры") медальпе тата Чăваш наци конгресĕн Красноармейски уйрăмĕн Хисеп хучĕпе чыслама йышăннă.
Çыпăçтарнисем: |