Тунтикун, 02.12.2024, 16:38
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 23 » Республика Президенчĕ уяв ячĕпе саламлать
Республика Президенчĕ уяв ячĕпе саламлать
23:20
Сăн ÿкерчĕк

Хаклă ентешĕмĕрсем!
«Ĕç – пурнăç тыткăчи», - теççĕ пирĕн халăхра. Самана улшăнать, анчах çак каларăшăн хакĕ кивелмест, çуталса, нумай енлĕн вăйланса çĕнĕ сасăпа янăрать. Çакă пĕтĕмпех кашни çын пурнăçĕнче ĕç тĕп вырăнта тăнине ăнланма пулăшать. Республика Кунĕ пирĕншĕн чаплă та илемлĕ, чăннипех те ырă ĕç уявĕ шутланать. Вăл пирĕн авалхи, тĕрлĕ наци халăхне пĕрлештерет, çынсене хутшăнма, пĕр-пĕрин чун ăшшине туйма пулăшать, пурнăçа çĕнĕ тĕл пулусемпе тата манăçми аса илÿсемпе пуянлатать. Эпир хамăрăн чĕресем тăван Чăваш Енĕн иртнĕ, хальхи тата пуласлăхри кун-çулĕшĕн мăнаçлăхпа тулнине туятпăр.
1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Автономи облаçĕ çинчен» историллĕ декрет - пирĕн халăх историне, шăпине тĕпрен улăштарнă пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çакă Чăваш Ен пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнине, вăл хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнине, экономика аталанăвĕн, социаллă сферăпа культура çул-йĕрĕсене – çĕнĕ пурнăç йĕркине - суйласа илнине палăртать.
Кашнин асĕнчех упранакан телейлĕ çу уйăхĕнчи «ÇĔНТЕРŸ!» сăмах савăнăçлăн янăранăранпа утмăл пилĕк çул иртрĕ. Чăваш Енре çуралса ÿснĕ 208 пин ытла çын, вĕсенчен çурри ытла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин юнлă фрончĕсенчен каялла таврăнайман, пĕрлехи Çĕнтерÿ ĕçне хăйсен тÿпине хывнă. Чăваш Енре пурăнакан 80 çын Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, 13 ентеш Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.
Пирĕн чапа тухнă ентеш, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев космонавт летчик чăваш халăхĕн ятне уçлăх таранах çĕклерĕ. Эпир тĕнче уçлăхне парăнтарнă тата икĕ паттăр ентешпе – Николай Бударинпа тата Муса Манаровпа - мухтанатпăр.
Республикăна туса хунăранпа паян 90 çул çитрĕ. Иртнĕ тапхăра пĕтĕмлетнĕ май Чăваш çĕрĕн чăн-чăн патриочĕсен пултарулăхне, яваплăхне тата ĕçченлĕхне пула тунă çитĕнÿсемшĕн савăнатпăр. «Лайăх ят мултан та паха», – теççĕ ваттисем. Халăх ăсĕн çак чăнлăхне тăван Чăваш Ене пирĕнтен маларах аталантарнисем те, килес ăрусемшĕн илемлĕхпе хаклăхсем тăвас ĕçе малалла тăсакансем те тивĕçлипе çирĕплетеççĕ.
Республика ывăлĕ-хĕрĕ мал ĕмĕтлĕ пулни, çине тăма пĕлни, Тăван çĕршыва юратни ырă улшăнусем тума май параççĕ. Чăваш Ен Раççейри ытти региона чылай енĕпе ырă тĕслĕх кăтартакан, çĕнĕлĕхсене хапăл туса йышăнакан хальхи вăхăтри республика пулса тăчĕ. Çавна пулах эпир паян Канашра тĕнче шайĕнчи завода сăнавлă майпа хута яратпăр. Вăл çĕнĕ йышши вакунсем туса кăларма тытăнать, çакă машинăсем тăвас ĕçре палăрмаллах мала иртме çул хывать, çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет.
Çĕнĕ Шупашкарта нумай миллиард тенкĕ тăракан проект – хĕвел батарейкисем кăларакан завод тăвасси – ăнăçлăн пурнăçланать. Кăçалах унта тĕп корпуссене туса пĕтереççĕ, тепĕр çул вара малтанхи продукцие кăларма тытăнаççĕ. Раççейре çак промышленноçăн çĕнĕ отраслĕн – хĕвел энергетикин – пуçласа йĕркеленекен предприятийĕнче 1300-е яхăн специалист вăй хурĕ.
Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин Шупашкар шыв управĕн шайне 68 метра çити хăпартассипе çыхăннă проект ĕçĕсене вĕçлесси çинчен калакан хушăва алă пусни экологишĕн те, республика экономикин аталанăвĕшĕн те калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна пурнăçа кĕртни 10 пине яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать.
Чăваш Енри ялсем çулсерен илемленеççĕ, капăрланаççĕ – газ кĕртес ыйтăва татса панă, халăх пурăнакан кашни вырăна çитичченех çул тунă. Ял çĕрĕнче шыв управĕсем тăвас тата халăха таса, паха шывпа тивĕçтерес ĕçе миллиард-миллиард тенкĕ хыватпăр.
Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе малта пыракан регионсен йышĕнче Чăваш Ен вунă çул хушши шанчăклăн палăрать. Мĕн пур чукун çул вокзалĕсене, çав шутра чи пĕчĕккисене те, тĕслĕхрен, Вăрмарти йышшине, çĕнĕрен тата тĕнче шайĕнчи пахалăх стандарчĕсемпе тунă регион Раççейре, Чăваш Енсĕр пуçне, урăх çук.
Республикăра хальхи вăхăтри оборудованипе тата интернета тухмалли майсемпе тивĕçтернĕ 500 ытла ялта тĕслĕх библиотекăран тăракан тытăм ĕçлет. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен тытăмĕ анлăланать, районсемпе хуласенче бассейнсемпе тивĕçтернĕ Спортпа Культура керменĕсем çĕкленеççĕ.

Чăваш Ен халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парас ĕçре палăрмаллах çитĕнÿ турĕ. Пĕлтĕр эндопротезированин медицина центрĕ ĕçлеме пуçларĕ, Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасемпе çул çитмен çамрăксене реабилитацилекен центрăн çĕнĕ корпусĕ, Республикăри кардиологи диспансерĕн терапи корпусĕ, Донор плазмине йышăнакан центр, Ачасен сывлăхне сиплесе çирĕплетекен республикăри центр тата ытти те уçăлчĕç.
Чăваш Енĕн тĕп çитĕнĕвĕсенчен пĕри - вĕрентĕвĕн аталаннă инфраструктура тытăмне туса хуни тесе шутлатăп. Çĕнĕ, тĕнчери чи лайăх стандартсене тивĕçтерекен шкул çурчĕсем /юлашки вунă çулта вĕсене 150 ытла тунă/, сывлăха упрама пулăшакан майсем, пысăк технологиллĕ чи çĕнĕ вĕрентÿ оборудованийĕ, капмар та çутă спорт залĕсем, чаплă стадионсемпе шкул автобусĕсем – çаксене пурне те республикăн «Çĕнĕ шкул» программи витĕмĕпе пурнăçлама май килчĕ.
«Информаципе çыхăну технологийĕсен сферинчи 2010 çулхи чи лайăх регион» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 2010 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ене Раççей Президенчĕ çумĕнчи Информаци обществине аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн дипломĕпе наградăланă.
Республика тĕнчери 70 ытла çĕршывпа йĕркеленĕ ĕçлĕ хутшăнусене пуçаруллăн малалла аталантарать. Çав шутра тулашри тавар çаврăнăшĕ енĕпе малта пыракан Германи, Итали, Казахстан, Узбекистан, Китай çĕршывĕсем. Эппин, Чăваш Ен – тĕнчешĕн интереслĕ. Çакна çирĕплетекен тепĕр тĕслĕх – Шупашкарти экономика III форумне хутшăнма Раççей Федерацийĕн 49 регионĕнчен 500 ытла заявка килни, унта Германи, Чехи, Серби, Итали, Финлянди, Литва, Иран, Намиби, Беларуç, Казахстан, Израиль, Ангола, Япони çĕршывĕсен представителĕсем çулсерен хастар хутшăнни. «Раççей çăл куçĕсем» халăх пултарулăхĕн фестивальне Раççей Федерацийĕн 27 субъектĕнчен тата Бельги, Голланди, Болгари, Беларуç çĕршывĕсенчен коллективсем килсе çитнĕ, «Раççей ăстисем» конкурса Раççейĕн 20 регионĕнчен хутшăнĕç. Çак кунсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Лирăпа хÿтлĕх» тата «Шурă каçсен ыр кăмăллăхĕ» пултарулăх фестивалĕсен Раççейĕн 10 субъектĕнчи çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсем хăнара пулса курĕç.
Халĕ пирĕн умра – республикăн хальхи тата пуласлăхри пурнăçĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем. Малалла та шанчăклăн утас тесен пирĕн производствăна çĕнĕлĕхсем кĕртмелле, пур çĕрте те ресурса перекетлекен технологисемпе усă курмалла, çĕнĕ майсене алла илмелле. Чăваш Ен ĕçченĕсен пуян та паха опытне, тăрăшулăхне тата хастарлăхне пула асăннă тĕллевсем пурнăçланасса шанса тăратăп.
Республика Кунĕ пире пурне те - кунта çуралса ÿснисене те, Чăваш Ен хăйсемшĕн иккĕмĕш кил пулса тăнисене те - пĕр тĕвве пĕрлештерет. Мăн асаттесен çĕрне илемлĕрех тума тăрăшни, тăван çĕршыва чунран парăнни Чăваш Енĕн чăн-чăн патриочĕсемпе тăрăшуллă ĕçченĕсемшĕн пурнăç çулĕн тĕп паллисем тата республика тĕреклĕхĕпе чечекленĕвĕн никĕсĕсем пулса тăраççĕ!
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, тăванăмăрсем!
Сире Республика Кунĕ ячĕпе тата Чăваш Ене туса хунăранпа 90 çул çитнĕ ятпа саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, савăк кăмăл-туйăм, çĕнĕ çитĕнÿсем, телейпе юрату сунатăп!
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 637 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz