Паян, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чӗлхеҫӗ, поэт, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, Петр Яковлевич Яковлев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Литературӑра ӑна Петӗр Яккусен ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑхӑн аслӑ ӗҫченӗ пулнӑ.
Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Шетмӗ шкулӗнче вӗреннӗ, унтан И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультетне кӗнӗ 1990 ҫулта филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ, 1996 ҫулта – доцент.
Вӑл куҫару ӗҫӗпе те тӑрӑшнӑ, ытларах – тӗн литератури енӗпе. Петр Яковлевич «Евангелия от Луки», «Четвероевангелия», «Библия для детей», «Новый Завет» тата ытти кӗнекене чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл «Кумаляк», «Эснереш», «Тӑм тӑвайкки вӑййисем», «Уй варринче», «Юман чӗлхи» тата ытти кӗнеке авторӗ.
Петр Яковлевпа кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 9.30-10.30 сехетсенче Шупашкарта Республика пульницин асӑнмалли залра сывпуллашӗҫ.
Петĕр Яккусен çинчен тĕплĕнрех
Çыпăçтарнисем: |