Фоторепортаж Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа вунăкунлăх иртрĕ. Çак вăхăтра шкулта Красноармейски ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕнче ĕçлекенсем те пулса курчĕç. Районти тĕп библиотекăра вăй хуракан Гурьева С.В. Николай Карай сăвăç çуралнăранпа 70 çул çитнине халалласа «Вăл çуралнă çыравçă пулмах…» мультимедилле презентаци хатĕрленĕ. Унпа усă курса вăл 5 тата 10б классенче вĕренекенсене ентеш-поэтăн кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе, пичетленнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ, викторина ирттерчĕ. Çак тĕл пулу ачасене питĕ килĕшрĕ. Трак енри Карай ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Томск облаçĕнче пурăнакан поэтăмăр çинчен ытларах пĕлме май пачĕ. Красноармейски ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Кăмăл» ансамблĕн пĕр ушкăнĕ Николай Карай сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕ. Надежда Филиппова, Светлана Васильева юрăçсем тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Алексеев вĕренекенсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П.Михайлова хăнасене ăшшăн тав турĕ, малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, телей те ăнăçу сунчĕ.
Çыпăçтарнисем: |