Вырсарникун, 14.07.2024, 13:01
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2022 » Ака » 15 » Нестер Янкас премийĕн лауреачĕсене чысларĕç
Нестер Янкас премийĕн лауреачĕсене чысларĕç
16:39
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салинчи Культура çуртĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн 2021 çулхи Преми лауреачĕсене чысларĕç. Пĕрлĕхĕн ертÿçи Прокопьев И.А. (Иван Чураль), наградăсем парас енĕпе ĕçленĕ комиссин председателĕ Михайлов В.М. (Аксар Чунтупай) Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене пама йышăнни çинчен пĕлтернĕ:

Степанов Александр Иванович (Пăртта) артиста, драматурга тата сăвăçа. Тăван театрта 70 ытла сăнар калăплама пултарнăшăн, драматургире 12 пьеса çырса сцена çине кăларнăшăн тата 2021-мӗш ҫулта «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» (повесть, калавсем, пьесӑсем) пичетлсе кăларнăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.

Порфирьева Елена Юрьевна (Эншей) радиожурналиста тата эстрада юрăçине. Чăваш эстрадине аталантарса çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем шăратнăшăн, чăваш культурине Интернет-медиа анлăшĕнче сарма тăрăшулăх кăтартнăшăн, обществăшăн тунă сумлă ĕçсемшĕн тата Чăваш патшалăх радикомпанинче илемлĕ передачăсем хатĕрленĕшĕн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕнчи Хĕрарăмсен канашĕ тăратнă.

Çавăн пекех Чăваш Республикинчи Красноармейски муниципаллă округĕн депутатсен пухăвĕн депутатне, «Алком» строительство организацийĕн ертÿçине, Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх ертÿçине Алексей Николаевич Львова çуралнăранпа 60 çул тултарнă май Трак енри культурăпа искусствăна аталантарас тĕлĕшпе тунă пуçаруллă ĕçсемшĕн, Красноармейски ял тăрăхне  илемпе хăтлăх кĕртес енĕпе тăрăшулăх кăтартнăшăн, округ центрĕн чысне-сумне республикăмăр умĕнче тивĕçлĕ шая çĕкленĕшĕн Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чысланă.

"Трак ен" ентешлĕхĕн çĕнĕ ертÿси Архипов И.Л. тата  "Алком" фирма ертÿçи Львов А.Н. Трак енăн паллă çыннине, тăван тавралăх çинчен çырнă 25 кĕнеке авторне, 88 çулхи юрăç тата таврапĕлÿçĕ Гурий Дуброва (Кăмакал Курккине) ентешлĕхĕн "За дружбу и верность" медалĕпе чысларĕç, çĕнĕ лауреатсене вара парнесем парса саламларĕç.

Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕн ертÿçи Михайлова З.П. асăннă пултаруллă çынсене пĕтĕм кăмăлтан ăшшăн саламларĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ.

Çак мероприятирех чӑваш эстрада юрӑҫин Елена Эншейӗн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Концерта Эншейсĕр пуçне Сергей Петров, Иван Архипов, Валентина Михайловăпа Вячеслав Александров юрăçсем илем кÿчĕç. Чаплӑ концерт виҫӗ сехет ытла пычӗ. Ӑста юрӑҫа саламлакансем нумай пулчӗҫ: ҫуралнӑ кунӗпе те, Нестер Янкас ячӗллӗ преми илнӗ ятпа та. ЧНКан "Хастар" ушкӑнри пикесемпе пӗрле уява ҫитнӗ Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Валерий Клементьев Хисеп хучӗпе чысларӗ. Красноармейски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе Рена Осипова саламларӗ. "Трак ен" ентешлӗх хастарӗсем - Алексей Львовпа Иван Архипов - парнесем парса чыс турӗҫ. Елена Юрьевна хӑйӗн уҫӑ та илемлӗ сассипе пурне те тыткӑнларӗ, куракансем ытти артистсен пултарулӑхне те курса киленчӗҫ. Маттур ентешӗмӗре Трак ен халӑхне савӑнтарнӑшӑн чунтанах тав тӑватпӑр, малашне те иксӗлми пултарулӑх, ҫӗнӗ ӳсӗмсем, ӑнӑҫу, ӑраскаллӑ кун-ҫул, ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр. 

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 126 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz