Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2022 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан автобиографипе характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2023 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.
Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енĕпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси.
Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, республикăмăрти тата районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.
Премие уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учрежденийĕсене, коммерциллĕ фирмăсене тата ĕç коллективĕсене пама пултараççĕ.
Премие тивĕçлĕ кандидатсене Нестер Янкас çуралнă кунччен икĕ уйăх малтан тăратаççĕ. Кандидатсене политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем, ĕç коллективĕсем тăратма пултараççĕ.
Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ ята пама пĕрлĕх правленийĕ ятарлă комисси йĕркелет. Комисси йышĕнче культура, искусство тата литература пултарулăхĕнче палăрнă çынсем çурринчен кая мар пулмалла. Премисен шутне Преми паракан ятарлă комисси палăртать.
Премипе пĕрле лауреата çакна çирĕплетекен Диплом параççĕ тата лауреатăн ятарлă паллине (медальне) çакса яраççĕ. Кандидата тăратакан политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем çакна çирĕплетекен Свидетельство илеççĕ. Вĕсене Нестер Янкаса халалланă пĕрлĕхĕн савăнăçлă каçĕнче чаплă лару-тăрура парса чыслаççĕ. Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ пĕлтерет.
Çыпăçтарнисем: |