Вăл 88 çулта тесе никам та калаймĕ. Йăрă та çаврăнăçуллăскер сцена çине тухать: юрлать, ташлать. Кÿршĕ регионсене концерт лартма çÿрет. «Хама 88-ти çын пек туймастăп. Нумаях пулмасть «Трак ен» ансамбльпе Чулхулана кайса килтĕмĕр. Атăл хĕрринчи Культура керменĕнче хамăрăн пултарулăхпа паллаштартăмăр», - тет вăл. Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Кăмакал Курккин вăй-халĕ тапса тăрать. Сăмахăм Красноармейски салинче пурăнакан тавра пĕлÿçĕ Гурий Дубров çинчен.
Гурий Дубров тавра пĕлÿçĕ, çыравçă Красноармейски районĕнчи Кăмакалта 1934 çулта çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри тата Красноармейскинчи шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. Пушкăрт Республикинчи Пелепей хулинчи киномеханиксен шкулĕнче вĕреннĕ. Каяра
...
Малалла вула