Фоторепортаж
Пĕрлĕх ертÿçисем уява тĕплĕн хатĕрленни фойене кĕрсенех сисĕнет. Кунта Н.Янкасăн пурнăçĕпе ĕçĕсене кăтартакан экспонатсене, ун ячĕллĕ премии лауреачĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе ĕçĕсене вырнаçтарнă. Залри сцена çинчи кайри вырăнта Н.Янкас портречĕ тата «Нестер Янкас пĕрлĕхĕ – 25 çулта» тени катаранах курăнать. Н.Янкас ячĕллĕ премии лауреачĕсем çинчен презентаци пырать. Уява палăртнă вăхăтра информаципе методика центрĕн специалисчĕ Н.Филиппова уçрĕ: «Пĕрремĕшĕ – эпир çуллен Н.Янкасăн çуралнă куне паллă тăватпăр. Нестер Кириллович 1909 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Иккĕмĕшĕ – районти Н.Янкас ячĕлле литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине палăртатпăр. Ăна 1989 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче туса хунă. Виççĕмĕшĕ – йăлана кĕнĕ май Н.Янкас ячĕллĕ премин 2014 çулхи лауреачĕсене чыслатпăр». Надежда Андреевна унтан сцена çине Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленине тĕрлĕ çулсенче ертсе пынă А.А.Раськина (1990-1992), В.М.Михайлова (1992-1994), В.З.Константинова (1994-1996), Н.Г.Ершова (1996-2007) тата Г.Л.Ефимова (2007 çултан тытăнса паянчченех) йыхравларĕ. Малалла В.М.Михайлов асăннă пĕрлĕх ĕçĕ çинчен тĕплĕн каласа прачĕ. Чăн та, 25 çул хушшинче вăл тунă ĕçсен хисепĕ калама çук пысăк. Çавăнпах Виталий Михайлович яланах халăхпа пулнă терĕ те ĕнтĕ. Халă пĕрлĕх ирттерекен ырă ĕçсем пирки 2009 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшенче уçнă (ун чухнехи модераторĕ – Алексей Михайлов, хальхи модераторĕ – В.М.Михайлов) ятарлă сайтра паллашма пулать. Унта паян пĕтĕмпе 2014 материал вырнаçтарнă, чи пысăк пай «Пирĕн пултарулăх» ятлă. Сайта 5 çул хушшинче 10 пин çын кĕрсе тухнă, çав шутра Турципе Казахстанра, Эстонипе Украинăра пурăнакансем те. Уява йĕркелесе пыракан Н.Филиппова пĕрлĕх правленине тĕрлĕ çулсенче ертсе пынисене те сăмах пачĕ.
В.Н.Григорьев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.В.Шестаков саламларĕç. «Чи кирлĕ пĕрлĕхсенчен пĕри, малалла та вăй илсе пытăр вăл, пĕрлĕхе тĕрлĕ çулсенче ертсе пыракансемпе мĕн пур лауреата тав сăмахĕ калатпăр», - терĕç, пултаруллисен пĕр ушкăнне район администрацийĕн Тав хутне пачĕç. Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертÿçи Г.Л.Ефимов-Тусли те, ЧР композиторсен Ассоциацийĕн президенчĕ, Раççей музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.А.Зимин та, пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Н.Г.Ершов та тĕрлĕ наградăпа чысларĕç вĕсене. Чăвашсен обществăпа культура центрĕн Хисеп хутне чăваш халăхĕн телейĕшĕн, чăвашлăхшăн ырă ĕçсем тунăшăн тивĕçнисем хушшинче, ака, район хаçачĕн пай редакторĕсем Ю.З.Борисовпа В.М.Данилов та пулчĕç.
Уявра Чăваш халăх поэчĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Ю.С.Сементер, Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх правленийĕн председателĕ А.Н.Львов тата Тусай ялĕнче çуралса ÿснĕ , С.Элкер ячĕллĕ премии лауреачĕ, халĕ Чăваш наци радиовĕн редакторĕнче вăй хуракан Р.Т.Деменцова салам сăмахĕсем каларĕç.
2014 çулшăн Н.Янкас ячĕллĕ премисене тивĕçнисене те чысларĕç. Вĕсем çаксем: Е.А.Маркова çыравçă-таврапĕлÿçĕ (Çырмапуç Карай ялĕнчен), В.Ф.Виноградов таврапĕлÿçĕ (Шупашкар районĕнчи Шурка ялĕнчен) тата халăх музыкин «Хавал» ансамблĕ (Красноармейскинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ). ЧКан районти уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова та ăшă сăмахсем каласа чысларĕ.
Уяв концерчĕ те асра юлмалла иртрĕ. Унта информаципе культура центрĕ çумĕнчи халăх музыкин «Хавал» ансамблĕ, Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнчи «Туслăх» халăх фольклор ансамблĕ, «Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕ, Н.Янкас ячĕллĕ премии лауреачĕсем З.Смирнова, С.Данилова тата К.Васильева-Туркайăк, вĕренекенсем Александра Яковлевăпа Васелиса Мефодьева (Красноармейски шкулĕ), Анастасия Данилова (Трак шкулĕ) тата Мария Андреева (Пикшик шкулĕ) хутшăнчĕç.
В.Данилов.
Çыпăçтарнисем: |