Ытларикун, 03.12.2024, 14:45
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Çурла » 13 » Чутайсем Некей палăкне уçасшăн
Чутайсем Некей палăкне уçасшăн
21:41
Сăн ÿкерчĕк
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сĕнтĕркасси культура çурчĕ умĕнче Пăкачав вăрçи вăхăтĕнче чапа тухнă Некей паттăра халалланă палăка хатĕрлеме пуçланă. 
Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсемпе депутачĕсем виçĕ кун тăрăшрĕç — малтанхи кун хăрнă улмуççисене касрĕç, тымарĕсене кăкларĕç, кайран вара никĕс ярса палăка вырнаçтармалли тĕпе кирпĕчрен купаларĕç. Халĕ ĕнтĕ палăка вырнаçтармалли çеç юлать.
Некей — Пăкачав вăрçи вăхăтĕнче чапа тухнă чăваш. 1774 çулта вăл Пăкачавпа пĕрле Кăрмăш хулине илме хутшăннă. Ун хыççăн, Пăкачав Улатăр енне кайсан, чăвашсене çĕклес тĕлĕшпе чăваш çĕрне таврăнать. Хусантан çитнĕ çар Кăрмăша ярса илсе унăн тусĕсене тыткăна илнине пĕлсен вăл хулана çитет, юлташĕсене çăлать. Хулара çирĕпленеймен хыççăн Сăр хĕррине куçаççĕ. Некей малалла та вĕсене хирĕç янă вырăс салтакĕсене хирĕç хастар кĕрешет, çарсене пысăк шар кăтартать. Некей çав çулах патша çарне тыткăна лекет, ăна асаплантарса вĕлереççĕ.

http://www.chuvash.org/news/1638.html
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 483 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz