Эрнекун, 20.12.2024, 10:30
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Кăрлач » 21 » Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхре: Пирĕн кăçалхи тĕллевсем
Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхре: Пирĕн кăçалхи тĕллевсем
01:55
Сăн ÿкерчĕк

Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Вăл правленин 2016 çулхи ĕç планне çирĕплетрĕ, пĕрлĕх уставне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен тата паянхи кирлĕ ытти ыйтусене сỹтсе яврĕ. Кăçал тумалли чи пысăк ĕçсен шутĕнче — “Трак тăрăхĕнчи композиторсен юррисем” кĕнекене (нотăсемпе, юрăсен сăмахĕсемпе пĕрле) хатĕрлесе пичетлесе кăларасси. Пуçаруçи — Кушкăри И. Р. Степанов композитор. Халĕ композиторсен сăнỹкерчĕкĕсене, биографийĕсене, вĕсем кĕвĕленĕ юрăсен нотисене, сăмахĕсене пухас тата компьютерпа наборлас ĕç пырать. Пĕтĕм ĕçе çăва тухиччен вĕçлесе кĕнекене пичетлесе кăларма палăртатпăр. Тĕллев: юрă кĕвĕленĕ пĕр çынна та манса хăвармалла мар. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çĕре кĕнĕ ĕнтĕ (В. Уганин, Г. Прокопьев, Ю. Миронов тата ыттисем). Чылай авторсемпе материалсем хатĕр. Нумайăшĕнпе хатĕрлесе çитермен. Çакăнта авторсен çемйисен членĕсен пулăшăвĕ те кирлĕ. Малтанхи ĕçсене тума авторсенчен 500-шер тенкĕ пухма палăртнă. Тата тепĕр ĕç — Н. Янкас ячĕллĕ премине парасси. Преми памалли положенине хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем кĕртрĕмĕр. Вĕсенчен пĕри — преми илме тăратакансен (коллективсен тата уйрăм çынсен) пĕрлĕх членĕ пуласси. Пĕрлĕхре тăманнисене ăна памаççĕ. Преми парас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссине 3 çынран (В. Михайлов, В. Константинов тата эпĕ) çирĕплетрĕмĕр. Председателĕ В. Михайлов (Красноармейскинчи вăтам шкул учителĕ) пулнă май, преми парассипе çыхăннă ыйтусемпе ун патне çитмелле. Ларура хамăрăн пĕрлĕх уставне улшăнусемпе хăш-пĕр çĕнĕлĕхсене те кĕртрĕмĕр. Малалла унпа килĕшỹллĕн, пĕрлĕх район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕ çумĕнче хăй тĕллĕн ĕçлекен ирĕклĕ пĕрлешỹ пулса тăрать. Пĕрлĕх правленине малтанхи пек 1 çуллăха кăна мар, 3 çуллăха суйлас, правленине унăн председательне суйлас ыйтăва татса парассине шанса парас терĕмĕр. Пĕрлĕх хăй тĕллĕнлĕхне ỹстерме тата ыйтусене татса парассине хăвăртлатма пĕрлĕх членĕсенчен взнос укçине пухассине çирĕп йĕркепе туса пыма йышăнтăмăр. Взнос укçин виçи — çулталăкра коллективлă членсен — 500, уйрăм çынсен — 100 тенкĕ. Пĕрлĕх фончĕ пулмасăр унăн ĕçĕсене ăнăçлă татса пама çук. Лару кăçалхи чаплă датăсемпе çыхăннă тумалли ĕçсемпе те йышăну турĕ. Юбилярсен йышĕнче — Г. Н. Николаев (25.6 — 85 çул), Ю. С. Сементер (2.1), И. Р. Степанов (23.1), В. В. Рудникова (8.3 — 75 çул), Н. Г. Егоров (23.3), Е. М. Константинова (30.3), Ю. П. Романов (20.3 — 70 çул), В. З. Константинов (2.1 — 65 çул), А. П. Алексеев (11.9 — 60 çул). Унсăр пуçне Мĕтри Ваçлейĕ (18.5 — çуралнăранпа 110 çул), Н. Чернышев-Шетмĕ (13.3 — 105), Ю. П. Петров (Юрий Вирьял) (18.8), В. Ф. Романов (17.1. 2017 — 80), Б. А. Романов (5.1. 2017 — 70 çул) ентешсен паллă кунĕсем те çывхарса килеççĕ. Лару районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн пай редакторне В. М. Данилова правлени йышне кĕртме йышăнчĕ. 
И. Прокопьев
 

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 575 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz