 Хыçа юлакан Качака çулĕ пирĕн асăмра Литература çулталăкĕ пулса юлать. Çак тапхăрта пирĕн шкулта та чылай мероприяти иртрĕ. Эпир вун-вун пултарулăх çыннипе тĕлпулусем йĕркелерĕмĕр. Хамăр ентешпе, пултаруллă, пур енлĕ талантлă В. В. Рудниковапа иртнĕ тĕлпулу та чылайччен асра юлĕ. Вĕренекенсем Валентина Васильевнан кун-çулĕпе хаваслансах паллашрĕç. Вăл Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче çуралнă. Енĕшкассинчи пуçламăш шкула "4" тата "5" паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, Çĕрпỹ районĕнчи Виçикасси шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. Пултаруллă хĕр И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститучĕн химипе биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсенче спортпа туслă пулнă вăл, тăтăшах ăмăртусене хутшăннă, япăх мар кăтартусемпе палăрнă. Аслă шкулта пĕлỹ илнĕ тапхăртах вăл тракторпа, автомашинăпа çỹреме хăнăхнă, киномеханик, медсестра удостоверениллĕ пулнă. Алла диплом илнĕ хыççăн пĕр вăхăт Чатукасси шкулĕнче ĕçлеме тỹр килнĕ ăна. Унтан пурнăç çулĕ Сĕнтĕрвăрри районне илсе çитернĕ. Кайран каллех тăван тăрăха таврăннă. Мăшăрлансан виçĕ ывăл çитĕнтернĕ, вĕсем пурте çара юрăхлă пулнă. Пурте çемьеллĕ, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Тивĕçлĕ канура пулин те, В. Рудникован пачах та пушă вăхăт çук тейĕн. Чылайранпа вăл ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев ертсе пыракан районти культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорне çỹрет. Сăвăсем çырать. Вĕсене уйрăм кĕнекен кăларма та вăй-хăват çитерет: "Утăра", "Шуçăм карри уçăлсан", "Чăн-чăн тус", "Чăваш юмахĕсем", "Бемби" (вырăсла) ... — Биолог пулнăран кăранташпа ỹкерме-сăрлама тытăнтăм, — пĕлтерет Валентина Васильевна. — Ача чухне кĕтỹре çỹренĕ вăхăтра юрă юрласа сасă çирĕпленчĕ. Чун вырăнта тăрасшăн мар: утма, чупма, çĕннине шырама хистет, кăмăла çĕклет. Тĕрлĕ шайри 70 ытла Хисеп грамотипе Диплом ентешĕн. Районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ ачасене хăй çырнă сăввисемпе паллаштарчĕ. Пурте тимлĕ, шухăша кайса итлесе ларчĕç. Çитес çулхи пуш уйăхĕнче В. Рудникова черетлĕ юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Ăна эпир çирĕп сывлăхпа ăшпиллĕх сунатпăр. Пире татах та илемлĕ хайлавсемпе савăнтарасса шанатпăр.
Р. Яковлева.
|
 Раççей журналисчĕсен Союзĕн районти пуçламăш организацийĕн секретарĕ пулнă май, хаçат каçалăкĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисен пултарулăхĕпе те интересленсех тăратăп. “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче В. Константиновпа пĕрле мана 1981—1992 çулсенче вăй хума тỹр килчĕ. Владимир Захарович çырнă хăш-пĕр статьясене паянчченех астăватăп-ха. Çур ĕмĕр ытла вăл çыравçă ĕçĕнче. 1985 çултанпа Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ. Халĕ те тăтăшах тĕл пулатăп-ха унпа, редакцине час-часах кĕрсе тухать. — Çыравçă пулма пĕртте çăмăл мар, — тет Владимир Захарович. — 1965 çулхи май уйăхĕнче Кушкăпа Карай шкулĕсенче вĕренекенсем пионери кунне уявларĕç. Спорт программине эпĕ те хутшăнтăм. 800 метра чупса 2-мĕш вырăн йышăнтăм. Çĕнтерỹпе хавхаланнăскер, Çĕрпỹ районĕнчи (эпир ун чухне ку района кĕнĕ) “Октябрь çулĕ” хаçата заметка çырса ятăм, “Тивĕçлисене — наградăсем” ятпа кĕçех кун çути курчĕ. Унтанпа ĕçтеш калемĕ айĕнчен миçе пин йĕрке калăпланса тухман-ши? Шучĕ те çук. Кунсăр пуçне В. Константинов журналист вулакана 10 кĕнекепе брошюра парнеленĕ. Çав шутра — “Пĕлỹ çăлкуçĕ” (Кушкă шкулĕн историйĕ, 1992), “Манăçми 150 çул” (Упи шкулĕн историйĕ, 1993), “Ăс-хакăл вучахĕ” (Красноармейски шкулĕн историйĕ, 1997), “Упи ялне — 700 çул” (2000), “Кладезь здоровья и патриотизма” (2012) тата ыттисем те. “Трак тăрăхĕнчи ялсен историйĕ” ятлине те (1995) килти вулавăшра типтерлĕн упратăп. Вăл районăн ятлă-сумлă çыннисем — СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Б. Яковлев инженер-конструктор (Четрик), Ĕç Мухтавĕн I—II—III степеньлĕ орденĕсен кавалерĕ В. Петров (Шăпăрлăвар), А. Михайлов карап тăвакан конструктор (Тусай), И. Шашков инженер-полковник (Пайсупин), Чăваш Енти халăх комиссарĕсен Канашĕн пĕрремĕш председателĕ пулнă Л. Спасов (Липовка) тата ыттисем çинчен очерксем (тĕпчев ĕçĕсем) çырса кăларнă. Общество ĕçĕнчен те аякра тăмасть çыравçă — республикăри таврапĕлỹçĕсен районти уйрăмне ертсе пырать. Вăл — ЧР хисеплĕ таврапĕлỹçи тата халăх академикĕ, Н. Янкаспа М. Тинехпи премийĕсен лауреачĕ, спорт ветеранĕ. Мăшăрĕпе — Ирина Евграфовнапа — 3 ача ỹстерсе аслă пĕлỹ панă. 5 мăнукĕпе савăнаççĕ. Ĕçтешĕм çитес çулăн иккĕмĕш кунĕнче 65 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавна май Владимир Захаровича пур кăмăлтан саламлатăп, çамрăкла хастарлăх, пархатар, вăй-хал сунатăп. Калемĕр мăкалма ан пĕлтĕр, тусăм!
В. Тавкил
|
|