Тунтикун, 02.12.2024, 21:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Ака » 13 » Музей шăпи шухăшлаттарать
Музей шăпи шухăшлаттарать
00:32
Сăн ÿкерчĕк
Мĕн хумхантарать, канăçсăрлантарать-ха мана, тавра пĕлÿçĕне, Чăваш халăх академикне? Тăван республикăн, районăн, ялăн иртнĕ тапхăрĕ. Ку питĕ анлă, тематикăлла ăнтăлуллă ĕç. Анчах та питех те шел, ку каçалăкра ăнăçу тума тумхах çине тумхах сиксе тухать. Пĕтĕмлетсе каласан, укçа çине пырса тăрăнатăн. Хĕнпе-тертпе кун çути курать шыравçă ĕçĕ.
Тăван ен теми мана Шупашкарти наци музейне те илсе çитернĕччĕ. Иртнĕ ĕмĕрте кÿршĕллĕ Çавалхĕрри Кăнашра çуралса ÿснĕ, пирĕн Чиркÿллĕ Именкассинчи чиркÿпе прихут шкулне пĕтернĕ, каярах Чĕмпĕрте И. Я. Яковлев патĕнче вĕреннĕ Чăваш халăх артистки Анна Ивановна Токсина кун-çулĕ кăсăклантарчĕ мар-и мана? Пирĕн республика çыннисен çавăн пек пуян музей пурришĕн савăнмалла та мухтанмалла çеç.
Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш телевиденийĕпе Элĕк салинче халăх музейĕ çĕнĕ çурта куçнă сюжетсем кăтартрĕç. Йышăнмалла, çăмăл ĕç мар вăл музей тытса тăрасси. Укçи-тенкине ун валли ялан сахал уйăраççĕ. Вăл вара нихăçан та çÿлтен çумасть. Çапах та пирĕн кÿршĕсем пăтравран тухма мехел те, укçине те тупнă вĕт-ха. Иртнĕ çу кунĕсенче Вăрмарта вĕр çĕнĕ çурт лартса музей уçрĕç. Эпĕ ун йĕркелÿçипе çыхăну тытатăп та çавăн пек пултаруллă та ĕçлĕ çынсем пурринчен тĕлĕнетĕп. Пурте лайăх кÿлĕнсен, "вăл шурлăхран” тухма пулатех.
Çав вăхăтрах пирĕн район ĕçченĕсен, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн, мĕншĕн-ха хамăрăн аслă асатте-кукаçисен, асанне-кукамайсен иртнĕ вăхăтне аса илме, курма, вĕренме, тĕслĕх илме сăваплă вырăнсăр пурăнмалла?
Çул иртет, иккĕ… Юбилей çулĕсем çитеççĕ те хыçа юлаççĕ. Çав хушăра пулни-иртни асăннă музей сентрисем, эскизĕсем çине куçса хурăнса пымалла-çке-ха. Мĕншĕн-ха эпир çак пархатарлă юхăма хутшăнмасăр аякка тăрса юлатпăр.
Юбилейсем…Сулăмлă çулсем вĕсем. Район, шкул, ял. Вĕсене, чылай чухне, паллă тумалли музей пулмалла мар-и-ха. Асрах-ха, темиçе çул каялла вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕн А. Н. Николаевăн — 80, каярах Супенькке Ильин 90 çулхи юбилейне райцентрти музейре паллă тума эпĕ те хутшăннăччĕ. Епле асра юлнă самант вăл. Халĕ те асра. Шкул ачисем таса тумпа, савăк пит-куçпа итлесе ларчĕç ун чух аслă юлташĕсем каласа панисене.
Мĕн пулчĕ пирĕн музее? Çакăн пекех пулсан чĕлхесĕр янавар пек курăнар-и? Районăн юбилейне паллă тунă кунсенче ентешсемпе пĕрле хăнасем музейăн мĕскĕн çуртне кĕртсе кăтартăпăр-ши?

К. Шачкин
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 670 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz