Агаков Леонид Яковлевич, — прозаик, драматург, сатирик, театр критикĕ. 1910 çулхи ака уйăхĕн 18 Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районĕ) Çуткасси ялĕнче çуралнă. 1977 çулхи юпа уйăхĕн 16 Шупашкарта вилнĕ. 1939 çултанпа СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ. 1967 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Енĕн Комсомолĕсен премиĕн лауриачĕ пулнă. 1968 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ исскуство ĕçченĕ ятне, 1974 çулта Чăваш АССРăн халăх çыравçи ятне тивĕçле пулнă. Хĕрлĕ Çалтăр орденне тата медальсене тивĕçлĕ пулнă. Литература тĕлĕшĕнче хастар ĕçленĕшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçлĕ пулнă. Етĕрнери икĕ класлă шкулта, Етĕрнери педагогика техникумĕнче, Мускаври А.В. Луначарский ячĕпе хисепленекен театр исскуствин институчĕн драма факультечĕнче вĕреннĕ. «Хатĕр пул» журналăн тата Канаш хаçат редакциĕнче ĕçленĕ. Тăван Çĕршывăн Алă вăрçине тата Советсемпе финсен вăрçине хутшăннă. Вăрçăран таврăнсан Леонид Агаков Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ, Чăваш Енĕн ÇП председателĕ, Тăван Атăл журналăн тĕп редакторĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ.
Ĕçĕсем
Вăрçă умĕнхи ĕçĕсем çаксем: «"Волонтер" коммунăн пурнăçĕ»; «Вĕтлĕхри отряд»; «Юлашки юмах»; «Хăват»; «Ултав».
Вăрçăран таврăнсан пичетленнĕ кĕнекисем: «Шанчăк» (1971); «Чи хакли» (1974); «Ылтăн вăчăра» (1948, 1958, 1966); «Юманлăхра çапла пулнă» (1964, 1970, 2004).
Кунсăр пуçне унăн 10 ытла кулăшла калавĕсемпе комедисен пуххисем пичетленнĕ.
Пичетленнĕ 55 кĕнеке шутĕнчен 10-шĕ вырăсла, украинла тата белорусла пичетленсе тухнă.
Çыпăçтарнисем: |