Фоторепортаж Красноармейски районĕнчи Нестер
Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн черетлĕ анлă ларăвĕ муниципалитетăн
бюджет тытса тăракан Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулĕнче
иртрĕ. Ăна пĕрлĕхĕн правлени председателĕ Георгий Тусли уçрĕ. Ларăва правлени членĕсемсĕр
пуçне районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем тата литература
пултарулăхĕнче палăрнă шкул ачисем, тăван ен историйĕпе культури енĕпе наукăпа тĕпчев
ирттернĕ çамрăксем, вырăнти çыравçăсем хутшăнчĕç.
Ларура çак ыйтусене пăхса
тухрĕç: Чăваш Наци Конгресĕн VIII-мĕш
Аслă Пухăвĕ йышăннă резолюцисем çинчен, Тюмень
чăвашĕсем патĕнче иртнĕ «Чăваш культурин кунĕсем» çинчен тата районти шкул
ачисем хушшинче чăвашлăха упраса хăварасси тата вĕсен пултарулăхне
аталантарасси çинчен.
Пĕрремĕш ыйтупа Чăваш Наци
Конгресĕн делегачĕ Виталий Михайлов тухса калаçрĕ. Вăл конгресс съезчĕ мĕнле
иртни тата унта йышăннă резолюцисен пĕлтерĕшĕ çинчен туллин ăнлантарса пачĕ.
Пухăннисем ЧНК кăларса тăракан «Чăваш тĕнчи» хаçатра пичетленнĕ резолюцисемпе
паллашрĕç тата конгресс ĕçĕ-хĕлне халалланă кĕнеке-альбомпа паллашрĕç.
Иккĕмĕш ыйтупа кăçалхи чÿк уйăхĕн
1-5-мĕшĕсенче Тюмень тăрăхĕнче Çĕпĕрти чăваш ялĕсем пуçланса кайнăранпа 100 çул
çитнине халалласа ирттернĕ «Чăваш культурин кунĕсем» епле иртни çинчен унта тÿрремĕн
хутшăннă Гурий Дубров çыравçă тата юрăçă каласа пачĕ. Вăл хăй сăввипе Çĕпĕрти
чăваш ялне халалласа çырнă юрра та юрларĕ. Çитес вăхăтра Çĕпĕр чăвашĕсем çинчен
тĕрленчĕксемпе очерксен кĕнекине калăпласа кăларасси пирки те пуплерĕ.
Пухăннисем те хăй вăхăтĕнче Трак тăрăхĕнчи ялсенчи чăвашсем Çĕпĕре куçса
кайнине аса илчĕç, çак пулăмпа çыхăннă кăсăклă ĕçсем çинчен калаçу пуçарчĕç. Ку
темăпа кашни ял тăрăхĕнче тĕл пулусемпе çавра сĕтелсем ирттермелли çинчен сăмах
куçарчĕç, Çĕпĕр чăвашĕсем тытакан çыхăнусене вăйлатмалли çинчен те сăмах татрĕç.
Юлашкинчен шкул ачисене сăмах пачĕç.
Вĕсем хăйсем тинтерех çырнă сăввисене вуласа пачĕç, хатĕрленĕ юррисене юрласа
пачĕç. Кунта уйрăмах Красноармейскинчи, Тракри тата Кĕçĕн Шетмĕри шкулсенче вĕренекенсем
маттур пулни сисĕнчĕ. Вĕсен пултарулăхне Николай Янгер çыравçă тишкерсе хак
пачĕ, малашне та кун-çул таппинчен юлман сăвă-калав çырма ăнăçу сунчĕ. Аслă
ăрури çыравçăсемпе пултарулăх ăстисем те вĕсенчен кая юлас мар терĕç пулас. Юрă
юрласа тата купăспа чăваш кĕвви каласа савăнтарчĕç.
Лару литературăпа пултарулăх
уявĕ пекех иртрĕ.
Çыпăçтарнисем: |