Тунтикун, 23.12.2024, 09:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Чÿк » 29
Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Чăваш Республикинчи Михаил Юхма ертсе пыракан Писательсен союзĕн савăнăçлă пухăвĕ иртнĕ. Ăна чăваш çыравçисен пирвайхи пĕрлешĕвĕ чăмăртаннăранпа 90 çул çитнине халалланă.
Çыравçăсен çак тапхăрта утса тухнă кун-çулĕ çинчен Союз правленийĕн председателĕ, Чăваш халăх писателĕ М. Н. Юхма тĕплĕн каласа панă. Ку пĕрлĕхре халĕ 157 çыравçă тăрать. Пухура тата 5 автора Союз членне илнĕ. Пархатарлă ĕçлесе пыракан прозаиксемпе поэтсене Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç, тĕрлĕ премисемпе хисеплĕ ятсем панă.
Пухăва пирĕн районта пурăнакан Эдисон Патмар (Яманак), Ордем Гали (Çĕнĕ Выççăлккă) тата Николай Ершов-Янгер (Янкас) çыравçăсем хутшăннă. Чăваш наци культурине, тăван литературăна аталантарас ĕçре çыравçăсене ялан пулăшса пынăшăн Николай Гавриловича Тав çырăвĕпе чысланă.

Н. Васильев
Миçе çын пăхнă: 498 | Хăçан хушнă: 29.11.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz