Паян культура министрĕпе наци юхăмĕн шурсухалĕсем тĕл пулчĕç. Асаилтеретпĕр, ку тĕлпулăва иртнĕ эрнекун, юпан 4-мĕшĕнче планланăччĕ — элчĕ пулса кайма çавра сĕтелте Виталий Станьяла, Николай Егорова, Фёдор Мадурова тата Николай Максимова суйланăччĕ. Тĕлпулăва Фёдор Мадуров çеç çитеймен, вăл хăйĕн ĕçĕсемпе паян тăван тăрăхне тухса кайнăччĕ. Калаçу ытларах енпе Чăваш наци конгресĕ тавра пычĕ. Николай Егоров пулас «Амазония» парк пирки сăмах хускатрĕ, анчах ку ыйтупа министр ăна тепĕр хут каярах уйрăммăн тĕл пулма шантарчĕ. — Калаçу хĕрӳ пычĕ — тесе пĕлтерет Тимĕр Тяпкин. — Министрсем çине Станьял вăйлă тапăнчĕ, конгреса хатĕрленес ĕç питĕ сӳрĕккен пынипе кăмăлсăр пулнине палăртрĕ. Виталий Станьял хальхи вăхăтра та ни кун йĕрки çуккине, ни резолюци проектне хатĕрлеменнине асăнчĕ. Мандат, секретариат комиссийĕн проектне те никам курман пулас. Аслă пуху умĕн 2 эрне юлнă тĕле регионсене ЧНК Президенчĕн отчётне ярса пама вăхăт та тахçанах çитнĕ — нихăш наци культурин автономийĕн ертӳçи те вăл хута курман. Отчётне сӳтсе явмалла — ун валли вара хатĕрленес пулать. Виталий Петрович уйрăммăн ЧНК Уставне асăнчĕ — унăн шухăшĕпе вăл пĕр-пĕр кролик ерчетекен общество уставĕнчен те япăх. Çĕннине хатĕрлемелле имĕш. Регистрациленнĕ хаçат пур хушăрах вăл çак аслă пуху умĕн тухманни те Виталий Станьяла пăшăрхантарчĕ. Хутсем пирки культура министрĕн çумĕ Алексеева Альбина Ивановна хурав пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл наци конгресне хут çырса питĕ нумай пулăшма тивнине асăнчĕ — ЧНК исполкомĕ, иккен, ĕçлесех каймасть. «Министерство яваплăха (Н.П. ăнлантарăвĕ — аслă пухăва тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярас тĕлешпе) туять. Айăккинче тăма чунпа пултараймастпăр», — терĕ Альбина Ивановна. Конгресăн Президенчĕ кам пуласси пирки тăракан ыйтуран, паллах, ку тĕлпулура пăрăнаймарĕç. Виталий Станьял тӳрременех ыйтрĕ: «Сирĕн, влаç тытăмĕн, хăвăрăн кандидатура пур е çук?». Министр ку ыйту çине республика Элтеперĕ ячĕпе калама пултараймастăп терĕ, анчах Михаил Васильевич ку ыйтупа кăсăкланать, пачах та интересленмест тесен тĕрĕс мар пулнă пӳлĕччĕ терĕ. Малтанхи çулсенчи пек, влаçрисем тӳрремен те «сĕмсĕррĕн» хăйсен кандидатурине сĕнмĕç тесе шантарчĕ. Анчах кашни кандидат тĕлĕшĕпе тишкерӳсем ирттереççĕ. Çав вăхăтрах конкретлă ĕçсемпе палăрнă çын тата халăх хушшинче тата влаç структурисенче хăйне сумлă кăтартнă çын пулсан аванччĕ терĕ Вадим Петрович. Министр Николай Лукиановăн уçă çырăвĕнче асăннă «хăватлă Конгресс вăл хăватлă Республика, хăватлă Республика вăл — хăватлă Конгресс» йĕркесемпе килĕшни пирки каларĕ. Вадим Ефимов 7-8 хушамата асăнчĕ, çав списокран Николай Угаслова тĕслĕх пек илсе кăтартрĕ — чăвашлăхшăн укçи-тенкине сахал мар хывать. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн пайташĕ, депутат пулни пирки каламарĕ ĕнтĕ, анчах наци конгресĕнче вице-президент пулнине асăнчĕ.
Çыпăçтарнисем: |