Паян иртмелли ум пуху пирки эпир маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ — вăл К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕн залĕнче 16 сехетре пуçланчĕ. Чăваш наци конгресĕн ертӳçисене те чĕннĕ пулин те ĕнерхи Президиум ларăвĕнче вĕсем ку пухăва ирттерессине сивленĕ иккен, умпухăва хутшăнмалла марри пирки çирĕплетнĕ. Апла йышăннă пулин те ЧНК-ран ум пухăва Константин Портнов хутшăнчĕ.
Умпухăва çав-çавах халăх пӳлĕм тулли пухăнчĕ — вĕсем ЧНК тăратнă кун йĕрки тивĕçтерменни пирки каларĕç (Архипов отчёчĕ вырăнне проблематикăллă доклад пулсан вырăнлă пуласса шанаççĕ), Устав проектне хатĕрлеменнине те ырламарĕç (кун йĕркинче ку ыйту тăмасть). Тухса калаçакансем делегатсене уçăмлă суйламаннине, вĕсен хушшинче чăваш халăхĕшĕн ĕçлекен пур хастар çынна кăтарманнине
...
Малалла вула