Ытларикун, 03.12.2024, 14:32
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Чÿк » 8 » Константин Шачкин хисеплĕ ята тивĕçлех!
Константин Шачкин хисеплĕ ята тивĕçлех!
18:17
Сăн ÿкерчĕк
Константин Филиппович Шачкина "Чиркÿллĕ Именкасси ялĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята пама сĕнетĕп. Акă мĕншĕн? 
Вăл ялта çуралса ÿснĕ. Ĕмĕрĕпех ялта пурăннă. Тăван колхозра та чылай хушă ĕçленĕ: агроном, колхоз председателĕ, председателĕн выльăх апачĕшĕн яваплă çумĕ, хăрушсăрлăх техникин инженерĕ. 
Вăл агрономра ĕçленĕ чухне 1959 çулта колхоз кукуруза çитĕнтерсе Мускаври Тĕп Курава хутшăннă — кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Председательте чухне 1966 çулта республикăра чи пысăк тухăçлă çĕр улми çитĕнтернĕ. Ун чух Чиркÿллĕ Именкассинче столовăй, правленипе бригада çурчĕсене, çăнăх тата çăм арманĕсене, армана тата пилорамăна килнисене ăшă çĕрте ларма çурт лартнă, 350 çын вырнаçмалăх клуб туса пĕтерсе вĕри шывпа ăшăтмалла туса ĕçе кĕртнĕ. Лаша витипе кĕлетсем лартнă. Ялĕпех халăха колонкăсенчен шыв ăсмалла тунă. 
Тивĕçĕсене пурнăçланă май хаçат-журналпа çыхăну тытнă. Иртнĕ вăрçăра вилнисен палăкĕ арканнипе килĕшмерĕ. Çĕнни ун витĕмĕпе пулчĕ. Ял витĕр Мăн çула уя кăларттарчĕ. Автобуссем епле чупнине те тĕрĕслесех тăчĕ. 
Хаçатсен страницисенче вăрçă паттăрĕсем çинчен çырса тăчĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра çеç мар, районти, республикăри лару-тăрăва та куçĕнчен вĕçертмерĕ. Çавна май тăшманĕсем те тупăнсах тăчĕç. 
Унăн тепĕр туйăм та çуралчĕ — литературăн пултарулăх алăкне яриех уçса кĕчĕ. Ял историне тĕпчерĕ. Почта, медицина пункчĕ, клуб, вулав çурчĕ, ялти суту-илÿ çинчен хаçат-журналсенче очерксем пичетлерĕ. 
Тăван шкултан вĕренсе тухнă сăвăçсен ĕçĕсене шыраса тупса А. Гурьев (Эшкер Толекĕ), Н. Матвеев (Николай Кульчай), Константин Русь сăвăçсен ĕçĕсене пухса кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Ял чиркĕвĕсем, Мăн Çавал çинчи республикăри пĕрремĕш ГЭС çинчен те чылай материал пухса хаçатсенче пичетлерĕ.
Вăл райпо канашĕн "Пайщик” хаçачĕн редакторĕ те пулнă. 
Пурăннă май ун калемĕ çивĕчленсех пычĕ. Çине-çинех кĕнеке пичетлеме пикенчĕ. 
Çĕрпÿпе Шупашкарти типографисенче тухнă кĕнекисем 17-е çитрĕç. Ун кĕнекисене ялти вулавăшра та вулама пулать. Сăввисем тăрăх хывнă юрăсене кăçал И. Степанов кăларнă "Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?” юрăсен кĕнекине те кĕртнĕ. 
Константин Филипповича РФ обществăлла корреспонденчĕсен, журналисчĕсен тата Писательсен Союзĕсен членне илнĕ, ЧР Тавра пĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ, Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. Ăна Э. Милли тата М. Тинехпи дипломĕсемпе наградăланă. Вăл Чăваш Халăх академийĕн чăн членĕ, Чăваш халăх Академикĕ. Ăна 3 хутчен (2004, 2005 тата 2009 çулсенче) ЧР Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Кĕнекесен авторĕ çинчен "Трак ен” (2000 ), "Красноармейский район. Люди и судьбы” (2005), "Литературный мир Чувашии” (2005 ç.), "Чăваш халăх ăсчахĕсем” (2005) , "Техникум” (2001), "Кузница сельскохозяйственных кадров” (2011), "Нестер Янкас” (2010), "Зеркало районной жизни” (2000), "Алга, Ахах... Камсем эпир?” (1993), "Газеты Чувашии” (2007), "Агрохимической службе республики — 45 лет” (2010) кĕнекесенче вулама пулать. 
К. Ф. Шачкин мăшăрĕпе, Елена Кузьминичнапа, 5 ача çуратса çитĕнтернĕ. Çемье пуçĕ тата 2 ывăлĕ — СССР тинĕс-çар морякĕсем пулнă. Хĕрĕ — Галина — "РФ профвĕрентÿн Хисеплĕ ĕçченĕ” ята тивĕçнĕ. Вĕсен 7 мăнукпа кĕçĕн 4 мăнук. 
ПĔтĔмлетни. Кĕнекесемсĕр пуçне ял пуçланса аталанса пынă тапхăрсенче пурнăç епле улшăнса пыни çинчен тĕрлĕ материал пухса, архивсенче ларса, ялти суту-илÿ, халăха медицина пулăшăвĕ парас, культура çурчĕ, почта, вулав çурчĕ çинчен пысăк статьясем пичетлесе кăларчĕ. Чăваш Енре ГЭСсем тунă тапхăра Именкасси ГЭСĕ урлă сăнланă. 
Шкул, ял историне çутатнă май, ун кĕнекисенче пин-пин ят-хушамат историне кĕрсе юлчĕ. Вĕсен сăнарĕсем нихăçан та ватăлмĕç, тăхăмĕсемшĕн чĕрĕ юлĕç. 
Константин Филиппович ялăн общество ĕçĕсене те хастар хутшăннă. 1983—1985 çулсенче — колхозри юлташ суд председателĕ, ял совечĕн яланхи комиссине ертсе пынă. 1965, 1967, 1984, 1985 тата 1988 çулсенче ял Совет депутачĕ, ачисем шкулта вĕреннĕ тапхăрта ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн членĕ пулнă. Халĕ — агропромышленность комплексĕнчи ветерансен Трак енри уйрăмĕн ревкомисси членĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 565 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz