Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Хусанта тутарсен Пĕтĕм тĕнчери конгресĕн V съезчĕ иртнĕ. Ларура Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Леонид Гильченко тухса калаçнă. Вăл съезда хутшăнакансене Михаил Бабичăн салам сăмахĕсене вуласа панă. Полпред унта халăхсен туслăхне çирĕплетес тата Раççей обществин йăлана кĕнĕ пахалăхĕсене чĕртсе тăратас ĕçре çак форум пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Съезд вăхăтĕнче «Истори, культура тата наци вĕрентĕвĕн ролĕ - тутар халăхĕн ăнланулăхне йĕркелес ĕçре», «Тутар нацийĕн аталану çулĕсем», «Тутар информаци уçлăхĕ: чăнлăх тата малашлăх» секцисем ĕçленĕ. Форумра «Тутарсен халăхсен танлăхне сыхласа хăварасси» Концепци йышăннă, Тутарсен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн пĕрлĕхĕн Уставне улшăнусем кĕртнĕ, çавна май çак конгресăн ертсе пыракан органĕсен суйлавĕ иртĕ. Съездра тутарсен пĕтĕм тĕнчери «Татар иле» социаллă сетьне презентациленĕ тата ăна официаллă майпа ĕçе кĕртнĕ. Тутарсен Пĕтĕм тĕнчери конгресĕн съезчĕ 5 çулта пĕрре иртет, вĕсене халăх йышлă пухăнать. V съезда 34 çĕр-шывран 800 яхăн делегат килнĕ. Аса илтерер: Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2002 çулта тутарсен Пĕтĕм тĕнчери конгресĕн III съезчĕн пĕрлехи ларăвне хутшăннă.
Çăлкуç: http://hypar.ru/nws/show/32/17937/index.php?id=s132010303033
Çыпăçтарнисем: |