Юнкун, 27.11.2024, 00:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Раштав » 19 » Хĕллехи Микула кунĕ
Хĕллехи Микула кунĕ
22:36
Сăн ÿкерчĕк
Декабрĕн 19-мĕшĕнче Православи Чиркĕвĕ (хамăра Православире тесе шутлатпăр пулсан – эпир те) хĕллехи Микула кунне паллă тăвать. Ĕлĕкхи вăхăтра хресченсем: "Микула чухлĕ пире урăх пулăшакан çук”, тенĕ. Вăл хресчене ырăра та, инкекре те пулăшу парасса шаннă. Микула кунĕ ырă уяв шутланнă, çав кун: "Тусна та, тăшманна та хăнана чĕн, пурте тус пулĕç”, тенĕ. Микула ятне уйрăмах çул çÿрекенсем асăннă, ĕлĕкхи вăхăтра çул çÿресси кăткăс та йывăр ĕç пулнă: "Турра чĕн пулăшма, Микулая- çула тухма”. 
Микулай çула тухсан – Турри те пĕрле. Микула историре чăн пулнă çын. Вăл 200-мĕш çул тĕлнелле Ликия çĕр-шывĕнчи Патра хулинче çуралнă (халĕ Турцине кĕрет). Ачаллах нумай паллă ĕçсем тунă. Çамрăклах хăйне Турă ĕçне пурнăçлама панă Христос çуралнă çĕр-шыва – Палестинăна кайса килнĕ. Çав çул çÿревре тинĕсри хаяр çил-тăвăла чарса матроссене вилĕмрен хăтарнă, çавăнпа та халĕ те моряксем Микулана хисепе хураççĕ, ăна хăйсен хÿтлĕхĕ тесе шутлаççĕ.
Христос тĕнне чунран парăнса ĕçленĕшĕн кĕçех ăна Ликияри Миры хулинче архиепископ санне параççĕ. Çавăнта вăл нумай паллă ĕçсем тăвать.
Христиан тĕнне вăл "Святитель Архиепископ Николай Угодник, Мир Ликийских Чудотворец” ятпа кĕрсе юлать. Халăхра унăн ячĕ — Николай Угодник (Угодник — угодить, ырă тăвас). Николай Угодник ватăличченех пурăнать, декабрĕн 19-мĕшĕнче вилсен ăна Миры хулинче пытараççĕ, çак кун — ăна асăнмалли кун.
1087 çулхи майăн 22-мĕшĕнче унăн Таса Ÿтне (мощи) Италири Бари хулине куçараççĕ. Çак кун та Николай Угоднике асăнмалли кун пулать (День Обретения и перенесения нетленных мощей Святителя Николая Угодника).
Николай Угодник пирки çакăн пек калав (халап) юлнă. Пĕррехинче Николай тата Касьян священниксем вĕсен архиепископĕ темĕнле уява таса тумтирпе пыма чĕннипе çула тухнă. Кураççĕ: айлăмра пĕр çын лавĕ лачакана лакса ларнă, лешĕ çаксене пулăшма чĕнет. Касьян килĕшмест, "вараланса пĕтетпĕр”, тет. Николай пĕр сăмах чĕнмесĕр лав патне пырса хул пуççипе тĕревлет, лава тухма пулăшать. Çитсен архиепископ Микулая "Эсĕ мĕн сысна çури пек вараланса пĕтнĕ?” тет. Микулай чĕнмест. Касьян çул çинче мĕн пулнине каласа парать, "эпĕ те пулăшасшăнччĕ, анчах та эсир таса пымалла тенине аса илсен, вараланас темерĕм”, тет. Архиепископ кăшт шухăшласан, çапла калать: "Эсир иксĕр те тĕрĕс тунă. Анчах сирĕн тĕрĕслĕх пĕр пек мар. Сана, Касьян, хăвăн тĕрĕслĕхÿшĕн çынсем 4 çулта пĕрре, февралĕн 29-мĕшĕнче, асăнĕç. Сана, Николай, тĕрĕслĕхÿшĕн çынсем çулталăкра икĕ хут асăнĕç, малашне эсĕ çĕр çинче тата шывра çÿрекенсемшĕн хÿтлĕх пулăн”.
Халĕ ватлăх еннелле сулăннă май, çак сăмахсен пĕлтерĕшне тин ăнланса пыратăп. Микула чунĕ çынсене пĕр-пĕрне пулăшма, тăванлашма чĕнет. Çынсене çаксем яланах кирлĕ. 
Хушса çырни. Ятсен пĕлтерĕшĕсем: 
1. Николай (грекла) – декабрĕн 19-мĕшĕ, майăн 22-мĕшĕ (побеждающий народ).
2. Касиан (латинла) – февралĕн 29-мĕшĕ (порожний, пустой).

Н.Петров
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 677 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz