Тунтикун, 02.12.2024, 16:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 6 » ХАЯРЛĂХ ВĂРЛĂХĔ. ВĔÇĔ
ХАЯРЛĂХ ВĂРЛĂХĔ. ВĔÇĔ
21:44
Сăн ÿкерчĕк
(Вĕçĕ)
Натали туйĕ чиперех иртрĕ, савăнăçлă. Çамрăксем ытларахчĕ туйра. Слакпуçран чăн-чăн амăшĕн, Нинăн, йăмăкĕсем те килнĕччĕ туя, чĕнмесĕрех. Сĕре пысăк парне пачĕç амăшĕн ячĕпе çĕнĕ мăшăра. Нина йăмăкĕ парне панă чух каланă пехил сăмахĕ пĕтĕм туй халăхне йĕртрĕ. Натали те амăшне асăнса нихăçан йĕменнине йĕчĕ, пытарма кайманшăн, шкулта амăшĕнчен тарса пытаннăшăн хăйне, асламăшне хăй ăшĕнче айăпларĕ.
Çамрăксем хулана ĕçе вырнаçрĕç, тĕп киле Мишша çеç тăрса юлчĕ. Унăн кăçал салтака каймалла. Çавăнпа вăл хулана тухса каяс темерĕ, ашшĕне пĕр-пĕччен пăрахса хăварма шел пулчĕ ăна, колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хучĕ.
Кĕрхи сивĕ кунсем пуçланчĕç, çанталăкĕ типĕ тăрать. Тепĕр эрнерен Мишшан салтака каймалла. Пысăк ĕçкĕ-çикех пуçтармарĕ Иван ывăлне ăсатнă ятпа, çамрăксем пухăннăччĕ, тăванĕсем пынăччĕ. Сĕре йывăрпа уйрăлчĕç ашшĕпе ывăлĕ: сасăпах йĕчĕç вĕсем уйрăлнă чухне…
Мишша Афганистана çакланнă иккен. Малтанах ултă уйăха яхăн çыру илеймерĕ Иван ывăлĕнчен, пăшăрханма тытăннăччĕ ĕнтĕ. Паян вăл унран пĕрремĕш çыру илчĕ. «Юратнă аттеçĕм, – çырать ывăлĕ, – маншăн ан пăшăрхан, икĕ çул сисĕнмесĕрех иртĕ. Хăвна ху упра, ан кулян, ан чирле», – вĕçлет хăйĕн çырăвне Мишша. Иван куçĕсем куççульпе хупланчĕç, пуçне минтер çине хурса, çырăва чĕри çумне пăчăртаса ĕсĕклесех йĕчĕ вăл пӳртре.
Наталипе кĕрӳшĕ кашни канмалли кунсенчех килеççĕ. Вĕсен часах ача çуралмалла, пурăнма пӳлĕм те уйăрса панă вĕсене завод. Иккĕшĕ те пĕр çĕрте ĕçлеççĕ. Юлашкинчен килнĕ чух Натали ашшĕпе сĕре йывăрпа уйрăлчĕ. Тепĕр уйăхран-уйăх çурăран ача çуралмалла, паллах, пăшăрханать вăл, хăрать.
– Хĕрĕм, пурте йĕркеллех пулать, ан хăра. Эпĕ саншăн Турра пуç çапса пурăнăп, пулăшу ыйтăп. Ача çуралсанах телеграмма парса пĕлтерĕр, – терĕ вăл ăсатнă чух.
Тепĕр уйăх иртсен Иван чăнах та телеграмма илчĕ. Савăннипе аллисем чĕтреççĕ хăйĕн. Вуласа тухрĕ.
– Турăçăм! Мĕншĕн çав териех çунтаратăн-ши ватăлас кунăмра? – тесе картишĕнчех чĕркуçленсе ларчĕ, шăннă çĕре пӳрнесемпе чакалама пуçларĕ.
Натали çуратнă чухне вилсе кайнă иккен, ачине те çăлса хăварайман тухтăрсем. Вĕсене иккĕшне те çума-çумăн ял масарне пытараççĕ.
Мишшаран та урăх çыру илеймерĕ Иван, пач çухалчĕ унăн ывăлĕ. Çуркунне киле таврăнмалла салтакăн, нумай юлман, çур çул кăна. Çĕнĕ çул умĕн Ивансем патне почтальонка килсе телеграмма парса хăварчĕ. Паллах, вуласа тухнă ĕнтĕ вăл унта мĕн çырнине. Нумай тăмарĕ хĕрарăм, Иван вулама тытăничченех пуçне усса пӳртрен тухса кайрĕ.
«Уважаемый Иван Михайлович! Ваш сын Михайлов Михаил Иванович геройски погиб при исполнении служебного долга…» – вуласа пĕтереймерĕ Иван телеграммăна, тăнне çухатса урайне кайса ӳкрĕ.
Эпилог
Хурăнлăх ялĕ варринче, тĕп урамра, пĕр çӳллĕ кăна çĕнех мар çурт ларать. Тахçанах, вунă-вун пилĕк çул каялла сăрланă сăрăсем те çулсем иртнипе, сивĕсемпе, çилсемпе, çумăрсемпе, хĕвелпе шуралса кайнă, хăпаланнă. Тахçан крепость пек ларакан хапха юписем те пĕр еннелле тайăлнă. Пӳрт умĕнче сип-симĕс курăк ӳсни те ку хуçалăхра нумай вăхăт хушши выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраманнине пĕлтерет. Хапха кĕтессинче вырнаçнă пĕчĕк кăна тайлăк пӳрт умĕнчи пусă тараси те хуçăлса аннă. Тахçтанпах шыв ăсманни паллă, пусă пури пăнтăхса-мăкланса кайнă, мăкăрăлса тухнă.
Пӳрт умĕнчи самаях çĕрме ĕлкĕрнĕ сак çинче старик ларать. Пуçне кивĕ шлепке тăхăннă, икĕ аллипе ал туйи çине тайăннă. Инçетелле тинкерет.
Иван Михайлович Михайлов ку, çак кил-çуртăн хуçи. Пĕр-пĕччен пурăнать вăл: арăмĕ те, ачисем те, мăнукĕсем те çук мĕскĕн старикĕн.
Пулнă вĕсем унăн пурнăçĕнче, пурте пулнă. Тен, амăш «пилĕпе» пурнăç мăшкăлĕ пулса юлнă вăл ватăлас кунĕсенче? Тен, ытла та пысăк, этемлĕх каçарма пултарайман çылăхĕсемшĕн çут тĕнчерех тамăкри пек çунать?
Çапма пĕлмен пушă хуçине пырса çапнă теççĕ чăвашсем. Çак сăмахсем унăн пурнăç шăпипе çыхăннă евĕрех туйăнаççĕ. Ахальтен мар ваттисем çынна усал сунма, уншăн шăтăк чавма хушман. Çав шăтăка хăвах кайăн тенĕ. Хаярлăх вăрлăхĕ хаярлăх çеç çуратать. Кун çумне мĕнех хушса калăн-ха? Пурнăç пире яланах ырă пулма вĕрентет. Шел, чылай чухне эпир çакна шута илме пĕлместпĕр.
■ АНАТОЛИЙ ЫРЬЯТ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 640 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz