Тунтикун, 02.12.2024, 17:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 21 » Кăмакал Курккин вун иккĕмĕш кĕнеки
Кăмакал Курккин вун иккĕмĕш кĕнеки
18:03
Сăн ÿкерчĕк
Гурий Егорович Дуброва районта пĕлмен çын çук пулĕ. Кăçалхи январĕн 14-мĕшĕнче 76 çул тултарчĕ. Çулĕсене пăхмасăр лара-тăра пĕлмест вăл. Кил хуçалăхĕнче качакасем усрать, вĕлле хурчĕ ĕрчетет. Юрă-ташăпа туслă, халăха пултарулăхĕпе савăнтарать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухнăранпах çыравçă калемне туптать, пĕр ывăнмасăр сăвă, очерк шăрçалать. Акă çак кунсенче Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра унăн черетлĕ, вун иккĕмĕш кĕнеки пичетрен тухрĕ. Сăвăсен пуххи."Кун-çул сыпăкĕсем" ят панă ăна. 
Мĕншĕн çапла ят панине хăй çапла каласа парать: "Кашни çыннăнах пурнăçĕ уйрăм тапхăрсенчен тăрать: ачалăх, яшлăх, вăй питти вăхăт. Манăн та вĕсем шавласа иртрĕç. Халĕ, çулсем иртнĕ май, хăшне-пĕрне аса илсе пĕтĕмлетме те вăхăт. Эпĕ çапла тума тăрăшрăм та. Кĕнекене "Кун-çул сыпăкĕсем" ят патăм. Ăна çырма чаплă юбилейсем кĕрлесе çитни те хавхалантарчĕ. Манран вĕсене хăйне евĕр парне пултăр терĕм…"
Çапла автор кĕнекин пысăк, тĕп пайне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнине халалланă. Вăл хăйне çывăх, хăй лайăх пĕлекен е пĕлнĕ çынсем — тăван-хурăнташ, ял-йыш çинчен çырать. "Юнлă вăрçа кайрĕç çамрăксем", "Мухтанатăп санпа, хăтаçăм" (вăрçăн 91 çулхи ветеранне Х. Долгова халалланă), "Вилĕмсĕр ятсем" (Кăмакалран вăрçа кайса ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă ентешĕсене сăнланă), "Салтак арăмĕ" (йывăр аманнă Виктор Илларионова тыткăнран çăлса хăварнă Украина хĕрне Наташăна асра тытса çырнă), "Шурă хурăн", "Капан тăватчĕç мучисем", "Аякра шурăм пуç çуталать" тата ыттисем те кĕреççĕ ку ушкăна. Вĕсемпе паллашсан вăрçăн хăрушă çулĕсем куç умне тухаççĕ. Акă "Вилĕмсĕр ятсем" поэмăра ялтан вăрçа кайнă Иван, Антон, Захар, Филипп Кузьминсем, Иван Яковлев, Андрей Афанасьев, Иван Николаев, Алексей Никифоров, Иван, Федор Илларионовсем, Михаил Романов, Алексей Герасимов, Макар Григорьев, тата ытти паттăр (пĕтĕмпе çирĕммĕн) усал тăшманпа çапăçса ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунине уçса панă.
Кăçал тăван района йĕркеленĕренпе 75 çул тултарчĕ. Гурий Егорович ку датăна та асра тытать. Хальхинче те хăйĕн чĕре çумĕнче усракан тăван енĕ пирки чылай сăвăсем хайларĕ. Кусем — "Çÿремет вăрманĕ", "Йăмра çырми", "Лариван çарань", "Казак çырми", "Хăвалăхра", "Çурăлсан çĕмĕрт çеçкийĕ", "Хурал пÿрчĕ", "Манас марччĕ", "Сĕрме купăс çĕклет кăмăла", "Утар та пурччĕ". Авторăн ачалăхри, çамрăклăхри пурнăç саманчĕсене туллин уçса параççĕ. Сăвăç вĕсенче унччен Кăмакал тăрăхĕ мĕнле пурăннине кăтартнă.
Г. Дубров юбилей çулĕнче районти уйрăм коллективсемпе вĕсенчи çынсен ĕçĕ-хĕлне те асăнмасăр хăвармасть. Кун йышшисен шутне "Хисепре — Чăваш Енре" (медицина ăслăлăхĕн кандидатне Юлия Юрьевна Мигушована 55 çул тултарнă май), "Ăнăçу сан пултăрах" ("Ял пурнăçĕ" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 75 çул тултарнă май), "Шур халатлă пикесем" (райбольницăри хирургипе урологи уйрăмĕнче вăй хуракансене медицина сестрисен уявĕ ячĕпе), "Çеçпĕл" садĕнче çунат сараççĕ" (ача садне юбилей ячĕпе), "Çивĕч эсĕ ăс-тăнран" (Георгий Туслине 60 çул тултарнă май), "Салтак пек хуралта" (Владимир Иванович Васильев хирурга халалласа), "Аллă пĕрре эс тултартăн" (Тамара Демьяновна Иванована сума суса), "Юрла, ташла эс, савăнтар" (Любовь Марковна Ильинана çуралнă кун ячĕпе ), "Музыка тĕнчин ытамĕнче" (Галина Валентиновна Горшкована 50 çул тултарнă май) тата ыттисем кĕреççĕ.
Г. Дубров тăван-хурăнташран,тус-юлташран пуян. Акă вăл Красноармейскинче пурăнакан Юрий Перепелкинпа туслă. Кĕнекере çавна май ăна тата унăн çывăх тăванне Социализмла Ĕç Геройне Илларион Евдокимович Перепелкина (ун ячĕпе Патăрьел районĕнчи Туçире асăну палăкне уçнă) халалланă сăвăсене вырăн панă. Мăшăрне Таисия Васильевнана, йăмăкне Зоя Егоровнана, шăллĕне Юрий Егоровича, Анатолий Алексеевич Горшкова, Изосим Филиппович Филиппова, Владимирпа Яков Иванович Максимовсене, Валерий Максимовичпа Людмила Сергеевна Анисимовсене ăшă сăмахсемпе аса илнĕ сăвăç-юрăç.
Гурий Егоровичăн ку кĕнекере юрра хывнă сăвăсем те ("Аякра шурăм пуç çуталать", "Сĕрме купăс çĕклет кăмăла", "Çурхи ăшă çумăр çурĕ" тата ыттисем) сахал мар.
Кĕнеке 68 страницăран тăрать. Пур сăвва та тенĕ пекех сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă, илемлетнĕ. Çакă та кĕнекене илĕртÿллĕрех тăвать, сăвăсемпе паллашма чĕнет.
  • 22.06.2010 И. Прокопьев

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 541 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz