Тунтикун, 02.12.2024, 17:49
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 26 » КАЛЕМ ТЫТНĂ ХӲТĔЛЕВÇĔ ("СĂВАР")
КАЛЕМ ТЫТНĂ ХӲТĔЛЕВÇĔ ("СĂВАР")
21:52
Сăн ÿкерчĕк
Халĕ çуллен чăвашла вуншар кĕнеке пичетленсе тухать. Вĕсен хушшинче сăвăлла çырнисем те, проза та пайтах. Типографирен тухакан кашни хайлавах ытарма çук аван, пĕр япаланах темиçе хут вуласа тухма пулать тесе савăнаймăн çав. Кунта хулăн енчĕклĕ, мухтава юратакан чăвашсене писатель чапĕ канăçсăрлантарнипе кăна мар çапла пулать, сăлтавĕ чăвашсен профессиллĕ литература критикĕсем çуккинче те пулĕ. Хăш чухне калем ăстаçине тĕрĕссине калани – шуррине шурă, хурине хура тени темĕнле йăпăлти сăмахсенчен те ытларах ӳсме пулăшать. Пирĕн историре пулнă çавăн пек ырă, тӳрĕ чунлă, профессиллĕ лингвист- критиксем, пулнă… Вĕсенчен пĕри – Николай Степанович Дедушкин, мартăн 2-мĕшĕнче 95 çул тултарнă пулĕччĕ вăл. Ахаль чух тăхăрьялсем «Тăхăрьял сăвăçи, çыравçи…» тесе сăмах çаптарма юратаççĕ, хальхинче вара хисеплĕ критикăмăра аса илсе «Сувара» ырă сăмахсем çыракан тупăнмарĕ. Сăвап пуласран хăрарĕç-ши е вун пилĕк çултах (Николай Степанович 1995 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ) манса кайрĕç? Çак ыйту çине эпир хуравлаймăпăр ĕнтĕ. Вулакансене Николай Дедушкин çинчен аса илтерессине эпир хамăрăн тивĕç тесе шутлатпăр.
Николай Степанович 1915 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Элшелĕнче çуралнă. 1933 çулта Хусанта Чăваш педагогика техникумне пĕтернĕ хыççăн хăйĕн ĕçне ачасене пĕлӳ парассипе çыхăнтарнă: Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Николай Степанович училище пĕлĕвĕпех çырлахман, тем вăхăтран Шупашкара çул тытнă, Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Çакăнта ĕнтĕ вăл хăйĕн пĕрремĕш литературăпа критика статйисене çырнă. 1940 çулта аслă пĕлӳ илни çинчен диплом алла тытсанах Николай Дедушкина çара илсе каяççĕ, 1960 çулчченех Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçлама тӳр килет унăн. Хастар, çивĕч чĕлхеллĕ чăваш çарта политработник пулнă. 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хӳтĕленĕ. Икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I тата II степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă ăна вăрçăри хăюлăхшăн.
Николай Степанович яланах пĕлĕвне ӳстерессишĕн тăрăшнă. Çавăнпах 1964 çулта филологи наукисен кандидачĕ пулса тăнă. Çак çулах Дедушкин СССР Писательсен союзĕн членĕ пулса тăнă. Тепĕр виçĕ çултан вара ăна Чăваш Республикин Писательсен союзĕн правленийĕн председательне суйланă. 1971 çултанпа Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ пулнă. Николай Степанович тăватă кĕнеке авторĕ. Ентешĕмĕре патшалăх «Хисеп Палли» тата Халăхсен туслăхĕн орденĕсене парса чысланă, кунсăр пуçне тата медальсем те йышлă.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 523 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz