Юнкун, 06.11.2024, 04:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Пуш » 22 » “Юрла, тăван” ятлă V фестивалĕ иртрĕ
“Юрла, тăван” ятлă V фестивалĕ иртрĕ
21:07
Сăн ÿкерчĕк
Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Трак енри фольклор коллективĕсен "Юрла, тăван” ятлă V фестивалĕ иртрĕ. 
Виçĕ сехете яхăн тăсăлнă чăн чăвашлăх уявĕ. Çапла хаклас килет манăн асăннă фестивале. 
Унта чăваш юррипе ташши те, пирĕн шур сухалсем вылянă вăйăсем те, ĕлĕкхи уявсене, йăла-йĕркене кăтартакан самантсем те пулчĕç. Ăна халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн ĕçченĕ Н. Филиппова питех те пултаруллă ертсе пычĕ. 
Зал лăках халăхпа тулнă. Чаршав уçăлать те куç умне тÿрех "Юрла, тăван” тесе çырни ÿкет. Кĕçех сцена çине шăпăр каласа "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи Н. Никоноров тухать. Вăл сасса илтетĕн те чунра темле ырă-ырă пулса каять. 
Нумаях пулмасть халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи купăсçăсен "Хавал” ансамблĕ çĕр-шывăн тĕп хулинчен фестиваль-конкурс лауреачĕ пулса таврăннăччĕ. Ку хутĕнче те ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев, Н. Никоноров, Ю. Романовпа Г. Яковлев купăсçăсем хăйсен пултарулăхĕпе тепĕр хут тĕлĕнтерчĕç. Тумĕсем çине пăхма мĕне тăрать, чăваш ташшин кĕвви чуна çĕклет. 
Ытти коллективсем те пирĕн халăхра анлă сарăлнă юрăсене халăх умне кăларчĕç. Фестивале Еншик Чуллă ял тăрăхĕнчен "Вирьял” ансамбль (ертÿçи Г. Ефимова) килнĕ. Унта вырăнти вăтам шкулта вĕренекенсене кĕртнĕ. 16-ăн "Алран кайми аки-сухи” юрра туллин шăрантарчĕç. Тупăшăва вĕсене Н. Никоноров хатĕрленĕ. 
Фестивале яланхиллех Заволжски клуб çумĕнчи ветерансен хорĕ те хутшăнчĕ. 
Трак вăтам шкулĕнче вĕренекенсем вара çĕрĕ памалла вылярĕç. Вĕсене çак тупăшăва чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ю. Кузьмина хатĕрленĕ. 
Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ (ертÿçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев) фестиваль программине "Кĕр сăри” номерпе пуянлатрĕ. 
Шывпуçĕнчи кану центрĕ çумĕнчи "Кăйкăр” ансамбль те ырă ята тивĕç. Чăн чăваш тумлĕ хĕрарăмсем çепĕç чăваш юррисене шăрантарнине илтме мĕне тăрать. 
Чатукассисем (илемлĕх ертÿçи В. Николаева) "Вăйă карти” кăтартрĕç. 
Яланхиллех сцена çине "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ тухрĕ. Вĕсем чăвашăн ырă йăлисенчен пĕринпе — йĕтес туртнипе паллаштарчĕç. 
Уписем фестивале "Упи ен” фольклор ушкăнне илсе килнĕ. 
Фестиваль вĕçленчĕ. Сцена çине райадминистрацин культура, физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин пайĕн А. Лебедев тухрĕ. "Чĕлхе пуянлăхĕпе унăн культури иксĕлми. Тăван чĕлхене вĕренесси тата сыхласа хăварасси пирĕнтен кашнинчен килет, — терĕ Аркадий Николаевич. — Çак шухăша эпир Чăваш наци конгресĕн ертÿçисемпе Трак енре ирттернĕ тĕл пулăвĕнче палăртнăччĕ. Паянхи фестиваль мĕн кăтартрĕ-ха. Пирĕн тăрăхра та тăван сăмаха, чăваш чĕлхине упрас тĕлĕшпе фольклор коллективĕсем уйрăм ĕç туса ирттереççĕ. Тавах вĕсене”. Фестивале хутшăннă коллективсем А. Лебедев аллинчен дипломсем илчĕç. Страхлакан "Поддержка” кампани вара вĕсем валли парнесем хатĕрленĕ.

Ю.Борисов
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 544 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 6
Хăнасем 6
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz