Ытларикун, 19.11.2024, 18:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Юпа » 2 » Юлия Силэм çыравçă çуралнăранпа 60 çул çитрĕ
Юлия Силэм çыравçă çуралнăранпа 60 çул çитрĕ
10:12
Сăн ÿкерчĕк
Юпан 2-мĕшĕнче чăвашсен паллă çыравçи Юлия Александровна Силэм çуралнăранпа 60 çул тулать. Çак юбилее хатĕрленсе Патăрьел районĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕсем «Ăна литература ĕмĕрлĕхех тыткăна илнĕ» ятлă кĕнекесен куравĕ хатĕрленĕ. Унта Юлия Александровна çырнă кĕнекесем тата ун çинчен паллă писательсем çырнă тĕрлĕ материалсем вырнаçтарнă. Çитес вăхăтра ентеш - прозаик библиотека ĕçченĕсемпе тĕл пулма килĕшнĕ.
Юлия Силэм - Чăвашсен хальхи вăхăтри паллă проза ăсти. РФ писателсен Союзĕн членĕ(1992), ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ(1998), Санкт-Петербургри Петровски наукăпа искусствăсен академийĕн действительнăй членĕ(2001), Патăрьел районĕн Хисеплĕ çынни - Почетный гражданин Батыревского района».
Юлия Силэм 1951 çулта юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Кунтах вăтам шкул пĕтернĕ. Унтан Чăваш патшалăх университетĕнчи филологи факультетĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă.
Вунă çулта чухнех литературăпа интересленме пуçланă, нумай вуланă, статьясемпе очерксем, кĕске калавсем çырнă, пичетленнĕ.
Уйрăмах Патăрьел район хаçатне хăйĕн хайлавĕсене ярса парса пичетленнĕ.
Юлия Силэмĕн пĕрремĕш калавĕсемех шкул учебникĕсене кĕнĕ. «Кăвак сурăх» кĕнекери калавсене шкулсенче вĕрентеççĕ. Ачасем «Шак-шак-шак», «Чип-чип-чип», «Путене тытрĕ», «Килнĕ чухне илĕпĕр» тата ытти кĕске калавсене питех те килĕштереççĕ.
Паянхи кун Юлия Силэм – паллă проза ăсти. Юлашки çулсенче вăл уйрăмах аслисем валли паха произведенисем çырчĕ. Вĕсен шутĕнче «Йÿле кăмăл», «Пумилкке», «Тулли пучахсем», «Кил», «Ывăçри çăлтăр» калавсем, «Амăшĕсем», «Чĕре çинчи çĕвĕсем», «Мăкăньпи» повеçсем, пысăк туйăмлă сăвă ярăмĕсем тата ытти хайлавсем те.
Халиччен унăн «Кăвак сурăх»(1982), «Пылпа çăкăр»(1988), «Юр çинчи кăвайт»(1990), «Хĕрĕхри хĕр(1993), «Академик Василий Николаев- Страницы жизни»(1997), «Çылăхлă хĕрарăм»(1999), «Чун уçăлнă самант»(2001), «Иккĕн»(2001), «Богиня веста»(2011) кĕнекисем тухнă. Унăн произведенийĕсене вырăс, тутар, пушкăрт, мари чĕлхисене куçарнă.
Патăрьелсен унпа мухтанмалăх пур. Вăл ентешлĕхре те питĕ хастар çын. Район çитĕнĕвĕсем, ĕçĕ-хĕлĕсем çинчен «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче çырсах тăрать. Тăван ялĕ çинчен те манмасть, тăтăшах килсе çÿрет. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн кĕнекисенче ялти паллакан çынсен сăнарне тупма пулать.
Унсăр пуçне Юлия Силэм икĕ ача амăшĕ. Унăн Радий ывăлĕпе Инна хĕрĕ те хайлавĕсенчи геройсен сăнарĕсене сăнлаççĕ.
Юбилей ячĕпе саламлатпăр
Ырлăх-сывлăхне сунатпăр!
Çитĕр эсир çĕр çула
Шăп çакăн пек маттур пулса!

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 653 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 12
Хăнасем 12
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz