Авăнăн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче
Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн Станислав Юхтарăн куравĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Ăна уçма музей директорĕ Геннадий Козлов, Раççей халăх ӳнерçи Равель Фёдоров, ӳнер пĕлĕвĕн тухтăрĕ Алейсей Трофимов, Чăваш художникĕсен пĕрлĕхĕн правлени председателĕ Василий Кузьмин, Ӳнер музейĕн тĕп управçи Георгий Исаев татат ыттисем хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем пурте ӳнерçĕ ĕçĕсенчи хăйнеевĕрлĕхе палăртрĕç, вăл усă куракан мелсемпе меслетсене сӳтсе яврĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнерçине ĕçре ăнăçусем сунса унăн юлташĕсем Николай Кривошеевпа Вадим Шипилевский те тухса сăмах каларĕç.
Станислав Юхтарăн ӳкерчĕкĕсенчи тĕп сăнар — çутçанталăк. Чылайăшĕсенче вăл тĕнчене тытса таракан вăйсене сăнлать, этемĕн çутçанталăкри вырăнне кăтартса пама тăрăшать. Унашкал ӳкерчĕксем шутне «Этем тата Ҫăлтăрсем», «Пурнăç йывăççи» тата «Леш Тĕнче» ятăмсем кĕреççĕ. Станислав ĕçĕ
...
Малалла вула