Ку ялта ĕнерхипе иккĕмĕш хут пултăм ĕнтĕ. Чи малтанхи хут — виçĕ çул каялла (тăваттă та теме пулать) — 2006 çулхи авăнăн 29-мĕшĕнче. Вăл вăхăтранпа пулса иртнĕ улшăнусене сăнама та интереслĕ пулчĕ. Ялăн Йăлăм ятлă пайĕнче икĕ сарай ларатчĕ — халĕ вара пĕрре кăна. Эдисон Патмар (ун патне хăнана кайрăм ĕнтĕ) килĕ патĕнчи пĕвере малтан шыв та, хурсем те пурччĕ пулсан — халĕ шывĕ çуккипе пĕрех. Чиркӳ пурччĕ — хута яманччĕ. Халĕ те ларать — йĕри-тавра самай хăт кĕртнĕ пулин те çак виçĕ çул хушшинче хута ярайман. Шкулне ун чухне тин кăна хупнăччĕ те малтанхи хут килнĕ чухне чиперех ларатчĕ. Халĕ вара... Пĕр енчен тăррине çил хăйпăтнă, темиçе чӳречи кантăксăр юлнă. Клубĕ тата... Икĕ хутлăскер. Малтанхи хут килсе кайнă чухне эп ăна фотоаппартпа ӳкерменччĕ. Хальхинче вара — хăрушă ӳкерчĕк çеç: чӳречисене çĕмĕрнĕ, стенин пĕр енĕ ишĕлсе аннă. Шыв арманĕ пирки калас пулсан... Хуçасăр тăрса юлнă япала майĕпен арканать. Кĕперĕ малтан чип-чиперехчĕ — ун урлă машинсем те ним мар каçма пултаратчĕç пулĕ. Халĕ вара — каçаймĕç.
Япăх та япăх тетĕп. Лайăххи те пур. Чи пахи, ман шутпа — колхозăн (халĕ тем ятлă вĕсем — пĕлсе çитерме май çук) уйĕсене пĕтĕм тавралăхĕпе акнă-лартнă. Мăянлă, усă курма пăрахнă уйсем çук. Курмарăм. Гаражĕнче те çĕнĕ комбайнсем, машинсем пайтах курăнчĕç — пурăнать, аталанать хуçалăх. Ытти çĕртре — чылайăшĕ арканнă вĕт.
Мĕн калас, ял пурăнни тӳрех сисĕнет — ял тăрăх ача сасси, выльăх мĕкĕрни таçта çитиех илтĕнсе тăчĕ. Вăхăчĕ 9 сехет каçхиччĕ. Çапах та ял ачисем вырăсла калаçни мана килĕшмерĕ. Хуларан килнисем чылай пулнăран-и? Е чăнах та вырăс ачисем ӳсеççĕ? Малтан çапла пулнă: хуларан ача килнĕ пулсан — ялтан чăвашла вĕренсе кайнă. Халĕ вара яла килсе унти ачасене вырăсла вĕрентеççĕ пулас. Пĕр кил умĕпе иртнĕ чухне кана чăвашла юрă шăрантарнине илтрĕм. Чунра çакăнта та пулин чăваш ачисем пурăнаççех ĕнтĕ текен шухăш çуралчĕ. Тахăшĕ ачине вырăсла чĕнчĕ те — ман шухăш путланчĕ. Юрри вара çаплипех янрарĕ.
Сăн ÿкерĕксем:
http://gallery.chuvash.org/v/chuvas ... snoarmeyski/yamanak/