Юнкун, 27.11.2024, 23:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Ака » 7 » Илем тени пурах чунра
Илем тени пурах чунра
16:37
Сăн ÿкерчĕк
Кӑҫалхи "Самантӑн" иккӗмӗш номерӗнче паянхи кун кама мӗн тӗлӗнтерни пирки ыйтса пӗлнӗччӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер: "Сӑвӑ хӑвачӗ тӗлӗнтерет. Вӑл пур ҫӗрте те пур. Ӗлӗк те, ӗнер те пулнӑ, ыран та пулӗ. Кам кулленхи пурнӑҫра поэзие тупма пӗлет - ҫав ҫын телейлӗ", - тенӗччӗ.
Ҫак сӑмахсем чуна пысӑк хавхалану кӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен поэзи этемлӗхе иксӗлми хӑват паракан кӗтретлӗх, чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш.
Сӑвӑ-юрӑсӑр халӑха курнӑ-и эсир? Кашни этносӑн чи сумлӑ, чи юратнӑ поэчӗ пур. Сӗм авалтан ҫапла пырать: Гомер, Данте, Петрарка, Низами, Шекспир, Гейне, Пушкин, Ахматова, Гамзатов, Иванов... Пӗр пуҫласан пурне те асӑнса та тухаймӑн, апла пулин те вӗсенчен кашниех ӗмӗрлӗхе халӑх ӑс-тӑнне кӗрсе юлнӑ, хӑйне пӳрнӗ сӑмаха калама хевте ҫитернӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски салинче ҫамрӑк сӑвӑҫсен "Ҫил ҫунат" конкурсӗ иртессе пӗлсен унта ҫитсе курасах терӗм. "Паянхи шкул ачисем поэзи тӗшшине туяҫҫӗ-и, туймаҫҫӗ-и?" - текен ыйту канӑҫ памарӗ.
"Мӗнпе пуян-ши чӑваш халӑхӗ?" - тесе ыйтсан пӗр иккӗленмесӗрех поэтсемпе тенӗ пулӑттӑм. Красноармейски тӑрӑхӗнчен тухнисемех миҫен те: Тарас Кириллов, Мӗтри Ваҫлейӗ, Нестер Янкас, Борис Романов, Юрий Вирьял, Геннадий Юмарт, Юрий Сементер.
Шетмӗ юхан шывӗн хутлӑхӗнче ӳснӗ паллӑ поэтсем татах та пур - пурне те палӑртса тухаймӑн. Пӗрне вара, чи кӑмӑллаканнине, ятарласа хӑвартӑм. Эх, мӗнле юратса вӗренеттӗмӗр эпир студент ҫулӗсенче Петӗр Яккусен поэт сӑввисене!
"Санпала кимӗпе ярӑнатпӑр,
Сан валли эп татап шур чечек"_.
Тӗлӗнмелле мар-и-ха? Шӑп та лӑп поэзи уявне кайнӑ чух Петр Яковлевичпа тӗл пулма тӳр килчӗ! Пӗр газельпех хире-хирӗҫ ларса пытӑмӑр. Сӑмах ҫине сӑмах:
- Сирӗн района мӗншӗн Красноармейски ят панӑ-ха?
- Советсен вӑхӑчӗ, коммунизм патне утнӑ тапхӑр пулнӑ та-ха.
- Муркаш, Вӑрнар, Тӑвай районӗсем хӑйсен ячӗсене сыхласа хӑварнӑ-ҫке, - унӑн вӗренекенӗ пулнӑ пулин те парӑнас килмест манӑн.
- Эпир ача чухне ваттисем те, ҫамрӑксем те Трака нихӑҫан та Красноармейски темен, яланах хӑйӗн ячӗпе каланӑ. Халь вара чӑвашлине сайра-хутра кӑна аса илеҫҫӗ.
- Сирӗн тӑрӑхран тухнӑ юлташсемпе пӗлӗшсем Трак юлашки вӑхӑтра ҫав тери вырӑсланса кайни пирки ӳпкелешсе калаҫаҫҫӗ. Кӑна вӗсем район центрне газовиксем килнипе те ҫыхӑнтараҫҫӗ пулас.
- Тӗрӗссипе, унта 98 проценчӗ чӑваш, - хирӗҫлерӗ Петр Яковлевич, ҫав хушӑрах иккӗленчӗ те. - Икӗ проценчӗ вӑйлӑрах, пулса тухать-и-ха вара?
Кун хыҫҫӑн ирӗксӗрех тарӑн шухӑша путатӑн, калаҫу кустӑрми те урӑх йӗрпе чупма тытӑнать. Чӑваш мифологине питӗ лайӑх пӗлет Петӗр Яккусен, культура институтӗнче те ун уйрӑмлӑхӗсем пирки лекци вулать.
Халӑх юрринчи хӑйне чи килӗшекен тарӑн шухӑшлӑ пӗр ҫаврӑма аса илчӗ вӑл:
"Уй варринче, ай, ват юман.
Вутлӑх тесе ан касӑр...
Хамӑрнах, ай, атте пулмӗ-шиР"
Ырӑ ҫынпа сехет те пӗр самант пек хӑвӑрт иртсе каять. Сисмерӗмӗр те - Петр Яковлевичӑн анса юлма вӑхӑт ҫитрӗ. Тӑван ялне Упаҫырмине выртакан ҫул ҫине тухма унӑн Трака кӗмелле те мар иккен.
- Атьӑр пӗрле! - халех сыв пуллашас килменрен те, сӑвӑҫсен конкурсӗ Петӗр Яккусен поэтпа чаплӑрах иртессе пӗлсе те каларӑм эпӗ.
- Чӗнмен ҫӗре епле пырӑн?
Эпӗ чӗнтӗм-ҫке теме хӑюлӑх ҫитмерӗ, хам та Красноармейски салине хӑна пек ҫеҫ каятӑп-ҫке. Ҫапах та чӗрере шанӑҫ ҫуралчӗ: тен, ачасем Петӗр Яккусен поэт сӑввисене те пӑхмасӑр калӗҫ? Унӑн ҫамрӑксене кӑмӑла каймалли хитре хайлав питӗ нумай. Ҫав хушӑрах шиклӗх туйӑмӗ те амаланчӗ: уявра пӗр чӑваш сӑмахӗ те илтмесен чунри хурлӑха епле тытса чарӑп-ши?
Сӑвӑ вулакансен "Ҫил ҫунат" конкурсӗ Красноармейскинче виҫҫӗмӗш хут иртрӗ. Унта Трак гимназийӗнче тата 2-мӗш шкулта вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Поэтсем ҫырнине тата хӑйсен хайлавӗсене илемлӗ калассипе ӑмӑртрӗҫ ачасем. Сӑвва хӑш чӗлхепе вуласси хӑйсен ирӗкӗ тесе палӑр-тнӑ конкурс йӗркинче.
Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва хӑйсене мӗн килӗшнине ачаранах суйлама хӑнӑхтарни, паллах, пархатарлӑ. Ҫакна курах конкурс теми анлӑ та тӗрлӗ енлӗ: "Верентекен ҫулталӑкӗ", "Аслӑ Ҫӗнтерӳ - 65", "Красноармейски районне йӗркеленӗренпе 75 ҫул ҫитни". Чӑнах та, суйламалӑх пур.
Кӗҫӗн ушкӑнра ӑмӑртакансем пурте тенӗ пек вӗрентекене халалланӑ сӑввисене вуларӗҫ. Малти вырӑна Дарья Голубева тухрӗ. Шел те, 10 ҫула ҫитичченхисен хушшинче хайлавӗсене тӑван чӗлхепе калаканни пӗрре те пулмарӗ.
10-13 ҫулсенчи ачасенчен нумайӑшӗ сӑввисене ҫуралнӑ тӑрӑха халалланӑ. Тинех район центрӗнчи Культура керменӗнче тӑван чӗлхе янӑрама пуҫларӗ! Иккӗмӗш шкулти 5 "б" класра вӗренекен Наташа Бобылева хӑй ҫырнӑ сӑввине пӗтӗм чун хавалӗпе вуларӗ: "Ҫуралнӑ Трак енӗм, санран ҫук хакли!" Настя Васильевӑн "Асаннеҫӗм, асанне" хайлавӗ те итлекен кӑмӑлне кайрӗ.
Малти вырӑна Маша Данилова "Пӗрремӗш учитель" сӑввипе тухрӗ. Ӑна конкурса хатӗрленӗ З.П. Михайлова чӑннипех те маттур, ун сӑмахӗпе хавхаланнӑ ытти ача та пултарулӑхӗпе палӑрчӗ.
Сӑвва ӑста та илемлӗ каласа 1-мӗш вырӑна Трак гимназийӗнче пӗлӳ пухакан Сергей Иванов тухрӗ. Ертӳҫи -И.Г. Шорникова.
Ачасем поэзи хайлавӗсене суйлама пӗлни савӑнтарчӗ. Тӗслӗхрен, Константин Иванов ҫуралнӑранпа кӗҫех 120 ҫул ҫитнине халалласа Ксения Сергеева чӑваш поэчӗн "Икӗ хӗр" хайлавне чуна тивмелле каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех конкурсра Аркадий Лукин, Юрий Сементер сӑввисене итлеме кӑмӑллӑ пулчӗ Аслӑрах ӳсӗмрисем, 14-17 ҫултисем, поэзие кĕҫĕнреххисенчен ҫивĕчреххĕн туйнине Виталий Баринов ӑсталӑхӗ тӑрӑх та калама пулать. Вӑл Ольга Козловӑн "Живой" сӑввине каланӑ май итлекенсен куҫҫуль те пӑчӑртанса тухрӗ. Артист туйӑмлӑхӗ Виталий тӗлне ӑнсӑртран персе анман, вӑл Красноармейски салинчи ха-лӑх театрӗн режиссерӗ Н.Б. Николаева ертсе пыракан "Ҫунат" пултарулӑх кружокне ҫӳрет. Баринов малти вырӑна тухнишӗн, ман шутпа, пурте савӑнчӗҫ.
Хӑй ҫырнӑ "Ҫиҫӗм пек снаряд йӑлтлатрӗ" сӑвва Анна Маркова медсестра тумне тӑхӑнса каларӗ. Ахальтен мар, акӑ ун хайлавӗнчи йӗркесем:
"Хӑвӑрт, васкаса чупатӑп -
Салтаксем кӗтеҫ мана.
Шур халатлӑ медсестра эп,
Юрамасть-ҫке ман юлма!"
Пӗрремӗш вырӑна тухнине ҫирӗплетекен дипломпа парнесене илме те ҫӗнтерӳҫӗ хул пуҫҫи урлӑ ҫакнӑ хӗрлӗ хӗреслӗ сумкипех тухрӗ:
"Пётӗм вӑй-халтан чупатӑп -
Сумкӑра ман эмелсем.
Унсӑрӑн ҫухалӗ шанчӑк,
Вилӗҫ харсӑр салтаксем."
Вилӗмпе вӑрҫа сивлекен сӑвӑ, паллах, пурне те килӗшрӗ. Уйрӑмах 86 ҫулти Михаил Прохорович Прохорова. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ ҫул вӑл вун ҫиччӗре пулнӑ, тискер ҫапӑҫӑвӑн хаяр вучӗ витӗр тухнӑ. Халь ак - жюри членӗ. Ачасем паттӑр аллинчен парне илни сӑваплӑ та пысӑк пӗлтерӗшлӗ, ҫутӑ малашлӑха шанма май паракан пулӑм. Пурнӑҫа тарӑнраххӑн ӑнланма, ытларах хаклама вара пире поэзи пулӑшать. Петӗр Яккусен ҫырнӑ "Сӑмах эп илсе килтӗм" сӑвӑри йӗркесемпе каласан:
"Илем тени пурах чунра пурин те,
Ун ҫутине сÿнмешкӗн парар мар."

Римма ПРОКОПЬЕВА
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 1453 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz