Геннадий Юмарт пирки çырма лариччен унăн “Халал сăввисем” кĕнекине тепĕр хут алла илтĕм. Унта тус-юлташĕсемпе паллă хăш-пĕр çынсене мухтаса шăрçаланă хайлавĕсем (пурĕ 32) кĕнĕ. Хамăр тăрăхран тухнă Н. Янкаса, И. Патмара, Р. Федоровăна, А. Александрова, Ю. Сементере, В. Пехиле, П. Яккусене парнеленисем те вырăн тупнă. Кĕнеке 52 страницăран тăрать, Шупашкарти “Руссика” издательствăра 2003 çулта пичетленнĕ. Ăна Геннадий Федорович тепĕр çулхине, августăн 11-мĕшĕнче хăй Красноармейскине килсен парнеленĕччĕ, ыр сунăмра çапла çырнă ят-сумлă сăвăç: “Виктора, хамăр ял кĕрỹшне — тав ăнтарнăшăн ĕçне!” “Халал сăввисем хайласси пирĕнтен тухнă йăла мар. Вăл мĕн авалтан килет. Турăсене, патшасене, паттăрсене мухтаса сăвă каласси нумай халăхăн пулнă... Халал сăввисем тĕрлĕрен пулаççĕ... Ку кĕнекене литература, ỹнер тата культура ĕçĕнче палăрнă çынсене хакласа çырнă сăввăмсене кĕртрĕм. Вĕсене ярăмласа пичетлени усă курма меллĕрех пулĕ терĕм”, — çырать асăннă кĕнеке ум сăмахĕнче автор. Çак тĕлте кăштах мухтанса илес шухăшăм та пур-ха. Акă, кăçал Геннадий Юмарт ман ятпа та “Виктор-диктор” сăвă шăрçаланă, унти малтанхи тăватă йĕркине кăна илсе кăтартатăп: Иртерех, ентешĕм, сик тăр — Калаçа пуçларĕ Виктор! Чухăн мар район хыпарĕ, Ĕçлессỹ йỹçсе хăпарĕ. Халĕ ентеш-çыравçăн юбилейĕ, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ патне те таврăнма вăхăт пуль... ...Г.Ф. Трофимов (литературăри псевдонимĕ — Юмарт) 1938 çулхи майăн 5-мĕшĕнче хамăр районти Кайри Карăк ялĕнче çуралнă. Ашшĕ — Федор Трофимович Трофимов — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, наградăсене тивĕçнĕ. Халĕ ялти тĕп килте Геннадий Федоровичăн йăмăкĕ — Зинаида Федоровна пурăнать, ял çыннисемпе килĕшỹре кун кунлать. Г. Юмарт — çыравçă кăна мар, сăвăç та, куçаруçă та, фольклорист та, 1985 çултанпа Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ. “Чăваш журналистикин тата пичечĕсен энциклопедийĕ” кĕнекере çырнă тăрăх, Красноармейски вăтам шкул хыççăн вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ — университет — АВТ.) историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Унтан Куйбышев (халĕ — Самара — АВТ.) облаçĕнчи Исаклă районĕнчи чăваш шкулĕсенче учительте, 1961-1970 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕнче, 1970-2009 çулсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх сотрудникĕнче тимленĕ. Унăн пĕрремĕш сăвви “Коммунизм ялавĕ” хаçатра 1959 çулта пичетленнĕ. Каярахпа Геннадий Юмартăн хайлавĕсем “Çамрăк коммунист”, “Тантăш” хаçатсенче, “Ялав”, “Тăван Атăл” журналсенче, ытти хаçат-журналта кун çути курнă. Вăл — “Тивĕç” (1969), “Тĕрек” (1983), “Çул курăкĕ” (1993), ытти кĕнекесен авторĕ, чăваш фольклорĕн 6 томлă изданийĕн редакторĕ, В.Е. Митта, И.Е. Тăхти, М. Çеçпĕл, К.В. Иванов çырнисен пуххине хатĕрлекенĕ, “Чăваш ача литератури” хрестоматине, “К.В. Иванова аса илеççĕ”, “Чăваш юмахĕсем” кĕнекесене пухса кăлараканĕ. Украина, Венгри, Болгари, Латви, Польша, Тутар, ытти çĕршывсенчи халăхсен поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă, хăйĕн сăввисем те урăх чĕлхесенче пичетленнĕ. Геннадий Юмарта 1988 çулта “Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ят панă. Çав çулхинех вăл Чăваш АССР К.В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Ăна çавăн пекех В.Е. Митта (1987), Н. Янкас (1999), П.П. Хусанкай (2002) литература премийĕсемпе чысланă. Унпа тĕл пулса сăмахланă самантсем — яланах чĕрере. Кайри Карăк ялĕнче пурăнакансем те хăйсен мухтавлă та чаплă ентеш-сăвăçпа — Геннадий Федорович Трофимов-Юмартпа тивĕçлипе мухтанаççĕ. Вĕсемпе пĕрлех эпĕ те çыравçăна 80 çулхи юбилейĕпе пур кăмăлтан ăшшăн саламлатăп, çапла калатăп: аслă тус-юлташăм, хастар пул, ан ватăл пĕртте, телей, çирĕп сывлăх сунатăп, хаваслă та вăрăм килтĕр кун-çулу.
В. Данилов.
Çыпăçтарнисем: |