Чылайранпа пĕлетĕп Красноармейски ялĕнче пурăнакан Гурий Егорович Дуброва. Ырă кăмăллă, сăпайлă чăваш. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн районти “Ял пурнăçĕ” хаçатпа туслашса кайрĕ те унтанпа Трак ен журналисчĕсемпе туслăхне çухатмарĕ. Г. Дубров çитес çул хăйĕн 85 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Апла пулин те ăна хăйĕн çулне памастăн. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканскер паян та вăл хăйне 30 çулхи яш евĕр туять. “Кĕнеке” чирĕпе чирлесе кайрĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Юлашки çирĕм çул хушшинче Гурий Егорович вун çичĕ кĕнеке кăларма пултарчĕ. Ку йышра — сăвăсем те, юрăсем те, пултаруллă çынсем, тăван тăрăх, организацисем çинчен калакан хайлавсем. Вĕсенчен чылайăшне мана редакцилеме лекрĕ. Çавăнпа çапла калама пултаратăп — Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн чăн-чăн членех вăл. 1999 çулта “Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче” сăвăсен пуххипе республикăри ача-пăчасен “Çилçунат” журналĕ вулакансене анлăн паллашт
...
Малалла вула