Тунтикун, 02.12.2024, 17:12
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Пуш » 15 » Андрей Николаев - фронтовик, учитель, пултарулăх çынни
Андрей Николаев - фронтовик, учитель, пултарулăх çынни
22:24
Сăн ÿкерчĕк
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Красноармейскинчи историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕнче кунта вун пилĕк çул директорта вăй хунă А. Н. Николаевăн асăну каçĕ иртрĕ. Унта Трак вăтам шкулĕн 8-мĕш "б” класĕнче вĕренекенсем (ертÿçи Ю. Е. Кузьмина), Андрей Николаевичăн мăшăрĕ — Зинаида Матвеевна, ăна лайăх пĕлнĕ тата пĕрле вăй хунисем хутшăнчĕç.
Кĕске справка. А. Н. Николаев 1923 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче Ванюшкасси ялĕнче çуралнă. Шупашкарта педучилище тата педагогика институчĕн истори факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, йывăр аманнă. Çĕньял Упи, Тĕрер (халĕ ку ял Çĕрпÿ районне кĕрет), Упи, Мăн Шетмĕ, Супар, Янкас шкулĕсенче вăй хунă. Парти райкомĕн инструкторĕ, халăха вĕрентес ĕç пайĕн, унăн методика пÿлĕмĕн заведующийĕ пулнă. 1985 çулхи августăн 5-мĕшĕнче район центрĕнчи Васильев урамĕнчи 19-мĕш çуртра вăл тата ун чухне "Пĕлÿ” обществăн районти организацийĕн секретарĕ пулнă В. С. Серафимов çине тăнипе историпе тавра пĕлÿ музейне уçнă. Андрей Николаевич унăн обществăлла йĕркепе ĕçлекен директорĕнче тимленĕ. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин орденĕпе, "Паттăрлăхшăн” тата юбилей медалĕсемпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе икĕ хутчен (1967 тата 1985 çулсенче) наградăланă. 1968 çулта вара "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ят панă. 
Çак музее савăнăçлă лару-тăрура уçнине эпĕ те паянхи пекех астăватăп. Ăна района йĕркеленĕренпе 50 çул тултарнине халалларĕç. Митингра Шупашкар хăнисем те пулчĕç. Райхаçатра ĕçленĕ май, редактор кун пирки çырса кăтартма хушу пачĕ. Эпĕ савăнăçлă митинг пирки "Ял пурнăçĕнче” пичетленнĕ "Экспонатсем каласа параççĕ” корреспонденцире çырса кăтартрăм. Ырă пуçарупа музее экспонатсемпе пуянлатассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн А. Н. Николаев та ун чухне район ертÿçисен тав сăмахне тивĕçнĕччĕ. Çакна уйрăммăн палăртса хăварсаттăм. Ун хыççăн та Андрей Николаевичпа çыхăнса ĕçлемен мар. Вăл сăвăсем çырнине пĕлсен, районти радио урлă (ку вăхăтра эпĕ корреспондент-радиоорганизаторччĕ) итлекенсем патне çитерме сĕнтĕм. Килĕшрĕ. "Поэзи ирĕ” передача кăларăмĕсенче çине-çинех янăратчĕç çын чун-чĕрине тыткăнлаканскерсем. 
Асăну каçне музей ĕçченĕ В. А. Тихонова уçса йĕркелесе пычĕ. Валентина Аркадьевна ятлă-сумлă педагог-историкăн пурнăç çулĕпе (шел, унăн пурнăçĕ 2005 çулхи юпа уйăхĕнче вăхăтсăр татăлнă) кĕскен паллаштарчĕ, ачасене унăн студент арчине кăтартрĕ. Андрей Николаевичăн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ пирки ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн председателĕ Г. Л. Ефимов чарăнса тăчĕ. Сăмах май, А. Н. Николаев чăвашсен мухтавлă ывăлĕн — В. И. Чапаевăн ывăлĕпе — Александр Васильевичпа — пĕрле çапăçнă. Ку туслăх вĕсен фронтран таврăнсан та малалла тăсăлнă. А. Н. Николаев çыравçă пулнине районти тĕп вулавăш ĕçченĕ С. А. Гурьева тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ, унăн хăш-пĕр сăввисене вуларĕ. (Чăн та, вĕсем авторĕ пурăннă чухне уйрăм кĕнекен тухса ĕлкĕреймен. Халĕ ав библиотекăра вăй хуракансем Андрей Николаевичăн 20 сăввине пĕр çĕре пухса "Аслă Атăл юххине тухасчĕ...” кĕнеке хатĕрленĕ. Светлана Аверкиевна унăн малтанхи экземплярне мăшăрне — Зинаида Матвеевнана — парнелерĕ. — Авт.) 
А. Н. Николаевăн пултарулăхĕ пирки Янкас ялĕнче пурăнакан Н. Г. Ершов çыравçă та чылай каларĕ, унăн "Туссем, килсе курăр хăнана” сăввипе хăйсен ялĕнчи Г. М. Прокопьев юрă хывнине, унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсен пĕр пайĕ И. Степановăн "Шăнкăрав курăкĕ парне пултăр-и?” кĕнекине кĕнине пĕлтерчĕ. 
Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ М. П. Прохоров та юлташĕ пирки ăшшăн аса илчĕ. "Педагогика институтĕнче унпа пĕр вăхăтра вĕреннĕ, паллашнăранпах пĕрле çыхăнса ĕçленĕ. Музыкăна юрататчĕ, скрипкăпа вылятчĕ”, — терĕ Михаил Прохорович. 
Вĕренекенсем умĕнче аса илÿсемпе çавăн пекех Г. Е. Дубров çыравçă (Гурий Егорович Николаевсем пирки "Вĕсем — Сар Петĕр йăхĕнчен" кĕнекинче туллин çырса кăтартнă), районти тавра пĕлÿçĕсен ертÿçи В. З. Константинов, Красноармейскинчи Л. И. Антонов сăвăç, ЧР Ял хуçалăх министерствипе АПК ветеранĕсен республикăри канашĕн районти координаторĕ Н. П. Петров тата Красноармейскинчи историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕн ертÿçи В. С. Серафимов тухса каларĕç, Андрей Николаевичра çынлăх туйăмĕ пысăк пулнине, вăл пурнăçа тĕрĕс-тĕкел ирттерессишĕн çине тăнине, çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентнине, хăйне мăнна хуманнине, ватăпа ватă, çамрăкпа çамрăк пек тытма тăрăшнине палăртрĕç. 
А. Н. Николаев евĕр çынсемпе эпир, красноармейскисем, чăннипех те мухтанма тивĕç. Андрей Николаевичăн ырă ячĕ вара, çул кăтартса пырса, пирĕн, сыввисен, чун-чĕрисенче ĕмĕрлĕхех упранĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 559 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz